Комментари хушас

14 Юпа, 2015

Хальхи пурнăçа тивĕçтерекен юристсем пире кирлех!

Паллă политиксем пулас политиксемпех тĕл пулмарĕç-ши?..

Чăваш Енри чи пысăк вĕренÿ учрежденийĕнче пултаруллă ентешсемпе, халăхра палăрнă тĕрлĕ çынпа тĕлпулу йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Хальхинче сумлă хăнасен шутĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раççей Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Николай Федоров пулчĕç. Октябрĕн 13-мĕшĕнче вĕсем пулас юристсемпе ирĕклĕ те кăмăллă калаçу ирттерчĕç. Тÿрех палăртам: тĕлпулу вĕçĕнче студентсем чылайччен алă çупни, хăнасене йăл кулăпа ăсатни курнăçу вĕсен асĕнче ырă та тарăн йĕр хăварассине систерчех пулĕ тетĕп.

Лекцисем ирттермелли 205-мĕш пÿлĕм - лăк тулли. Хăнасем кĕрсе вырнаçиччен пухăннă йыша сăнатăп. Акă, малти ретре юридици факультетне чылай çул ертсе пынă Валентин Малютина куратăп. Сумлă профессор, çулĕпе саккăрмĕш теçеткене те хыçа хăварнăскер, университет ĕçченĕсен йышĕнчех-мĕн.

Тĕлпулу пуçламăшĕнче Андрей Александров ректор университетăн хальхи вăхăтри çитĕнĕвĕсем çинчен каласа кăтартрĕ. Унăн сăмахĕнчен политика лидерĕсемпе тĕл пулакан йыш хастарлăхĕ çинчен те тĕплĕнрех пĕлме май килчĕ: Раççей çамрăкĕсен «Иволга» форумĕнче ЧПУ пулас юрисчĕсем 4 проектпа çĕнтерÿçĕсен йышне кĕме пултарнă.

ЧПУ паян республикăри ăслăлăхпа вĕренĕвĕн чи вăйлă центрĕ пулнине хăйĕн калаçăвĕнче Михаил Игнатьев та çирĕплетрĕ. Асăннă вузăн пуçаруллă студенчĕсемпе тăтăшах тĕл пулни ăна çакнашкал пĕтĕмлетÿ тума хистет те. Вĕренÿпе ăслăлăхри мал утăмсемсĕр пуçне кунти студентсем обществăра ирттерекен пысăк мероприятийĕсенче хастарлăх кăтартнипе уйрăлса тăраççĕ. Михаил Васильевич Сочире иртнĕ Олимпиадăна, Хусанти Универсиадăна волонтерсен пысăк ушкăнĕ кайнине аса илчĕ, çакнашкал хастарлăхшăн тав турĕ.

- Патшалăх политикинче çамрăксене хавхалантарас тĕллев - пĕлтерĕшлĕ вырăнта. Çавна май паянхи сирĕн пуçарулăхăр малашнехи пурнăç валли çул уçма пултарать, - терĕ вăл хĕрсемпе каччăсене зачетсемпе, экзаменсемпе кăна «мăкланса» лармалла маррине палăртса.

Николай Федоровăн, юрист профессине пурнăç тĕллевĕ пекех кураканскерĕн, сăмахĕ философи сулăмĕллĕрех пулчĕ. Çынна çĕр çинче тивĕçлĕн пурăнма икĕ хаклăх - тĕрĕслĕх тата çимелĕх çăкăр - кирлине тĕнче ăслайĕсемпе çирĕплетсе пачĕ. Юрист профессийĕ тата ăна суйласа илнĕ çыннăн яваплăхĕ çинчен калаçнă май хăйĕн пурнăçĕнчи тĕслĕхсене чылай илсе кăтартрĕ.

Микрофон умне студентсен хăйсен ыйтăвĕсемпе тухма черет çитрĕ те - зал самантрах «чĕрĕлчĕ». Акă, асăннă факультет студканашне ертсе пыракан Никита Веселов патриотлăха аталантарас ыйтăва хускатрĕ. «Мĕнлерех вăйăсем йĕркелемелле-ха сирĕн шухăшпа?» - Михаил Васильевич хуравне кĕтрĕ каччă.

- Республикăра çамрăксем йĕркеленĕ коммерциллĕ мар 57 проект вăйра. Пурте кирлĕ пек ĕçлесе пыни иккĕленÿллĕ, паллах. Чăн та, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани памалли çинчен яланах калатпăр. Çакнашкал тĕлĕшпе кам çĕнĕ, лайăх шухăш парать - пурне те ĕçе йĕркелеме пулăшмашкăн хатĕр. Мĕнле проект пуласси вара сирĕнтен, çамрăксенчен, килет, - терĕ республика Пуçлăхĕ.

Роман Васильев, çамрăксен «Эпĕ - гражданин» проекчĕн пуçаруçи, хăйсен ушкăнĕ мĕнлерех тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыни çинчен хăнасене тĕплĕн ăнлантарчĕ. Ăнăçлă проект Раççейри 6 регионра грант çĕнсе илнĕ-мĕн. «Çамрăксен пĕрлешĕвĕсен Раççейри граждан обществине аталантарассинчи тÿпине еплерех хаклатăр?» - кăсăкланчĕ 4-мĕш курс студенчĕ.

Михаил Игнатьев проектсенче пуçарулăх кăтартни чи малтанах çамрăкшăн хăйĕншĕн пĕлтерĕшлине, çапла майпа вăл патшалăхшăн хăш енĕпе усăллă пулма пултарнине кăтартса панине палăртрĕ. Иккĕмĕшĕнчен, тĕрлĕ пĕрлешÿре тăнă май чунпа пуянланнине пулнине асăнчĕ. Николай Федоров вара Роман пек маттурсем малашне çĕршывра «ниçталла мар специалистсем штамплассинчен» хăтарасса шаннине палăртрĕ.

Пулас юристсем тĕнчере мĕн пулса иртнине профессионал пек хаклама тăрăшаççĕ. Çакнашкал пĕтĕмлетÿ патне студентсем Сири çĕршывĕнчи лару-тăру çинчен сăмах хускатнă, пирĕн çĕршыв хĕç-пăшаллă вăйсем кĕртнин право никĕсĕ çинчен кăсăкланнă май пырса çитрĕм. Николай Федоров хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ. Саккунлă мар хĕç-пăшаллă ушкăнсемпе кĕрешни саккунлах, пĕтĕм тĕнчери право тĕлĕшпе курмăш пулакансен куçне вăйпа уçни вырăнлах пулнине çирĕплетрĕ вăл.

Юридици вĕренĕвĕн малашлăхĕ пур-и? Еплерех вăл? Çак ыйтăва хуравланă май икĕ лидер та пĕр шухăшах палăртрĕ: çĕршывра юридици пĕлĕвĕ паракан 1000 учреждени пулсан та - квалификациллĕ юристсем çителĕксĕр! Çакă ытларах тĕрлĕ отрасль юрисчĕсене пырса тивет.

Эппин, паянхи студентшăн пĕр-пĕр тытăм тĕлĕшпе специализациленни вырăнлăрах. Акă, факультета малашне хăш енĕпе аталанмаллине кăтартакан çул та палăрчĕ.

Çĕнĕ çитĕнÿсем тума ăнтăлу та вăй-хал сунса сывпуллашрĕç хăнасем студентсен тата вĕрентекенсен ушкăнĕпе.

Ирина ПУШКИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.