Çутă сăнарĕ çуталсах тăтăр!

14 Юпа, 2015

Сумлă журналистсене манăçа кăлармалла мар

Вăхăт тĕлĕнмелле хăвăрт иртет. Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР Журналистсен союзĕн Çемен Элкер, Леонид Ильин ячĕллĕ премисен лауреачĕ Леонтий Алексеевич Алексеев тин çеç-ха пирĕнпе, "хыпарçăсемпе", пĕрле çанă тавăрса ĕçлетчĕ, çырса хатĕрленĕ статйисене хаçата вырнаçтарма яваплă секретарь патне тăн-тăн утатчĕ, ĕç кунĕ вĕçленсен "паянлăха çитĕ-ха, ыттине упа ĕçлетĕр" тесе култарса хăваратчĕ. Кулленхи планеркăра, коллектив пухăвĕсенче, çуралнă кунсемпе юбилейсенче унăн сулмаклă сасси илтĕнми пулнăранпа, хыр пек яштака кĕлетки коридорта курăнма пăрахнăранпа, мăн асаттесемпе асаннесен, кукаçисемпе кукамайсен çăтмах патшалăхне ытла та ир кайнăранпа виçĕ çул ĕнтĕ иртрĕ. Апла пулин те унăн ĕçлĕхлĕ калаçăвĕ, хăйне ирĕке янă чухне çăвар туллин кулни, командировкăсенче асăрханă, курнă путишле самантсене ая ямалла каласа кăтартни халĕ те хăлхарах: манăçмасть, тĕссĕрленмест, шупкаланмасть.

Чăваш халăхĕн тĕп хаçатĕнче - "Коммунизм ялавĕпе" "Хыпарта" - 42 çул ĕçлерĕ Леонтий Алексеевич. 42 çул! Калама кăна çăмăл. Мĕн кăна курман-ши вăл çак тапхăрта?! Çитмĕл çул тултариччен вĕт ĕçлерĕ хăйĕн пурнăçĕн философийĕ туса хунă юратнă хаçатĕнче. "Хыпар" историйĕнче кун пек тĕслĕх халиччен пулманччĕ-ха. "Пенсие тухрăм, утмăл пилĕк çултан та иртрĕм, каймалла пуль патшалăх паракан канăва", - тетчĕ вăл хушăран. "Ан васка. Ĕлкĕретĕн. Çитмĕл çул тултармасăр кун пирки ан та шухăшла", - çирĕппĕн хирĕçлеттĕм эп ăна. Çанă тавăрса ĕçлеслĕх хевти хавшаманнине, сывлăхĕ çирĕппине туйса-пĕлсе килĕшетчĕ вăл манпа, хăйĕнчен 23 çул кĕçĕн ĕçтешĕпе.

Чăннипех тус-юлташлăччĕ эпир унпа. Тĕп хуламăрти Афанасьев урамĕнче пурăннăран ĕç хыççăн ялан тенĕ пекех пĕрле каяттăмăр, тем çинчен те калаçаттăмăр. Çемйи пирки пит хускатмастчĕ. Ашшĕне вара час-часах аса илетчĕ. Уйрăмах май уйăхĕнче, Çĕнтерÿ кунĕ çывхарса килнĕ чухне. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.