Archive - 29 Юпа, 2015
«Тантăш» 44 (4458) №. 29.10.2015
«Манăн пичче ылтăн пуль...»
«Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурс çĕнтерÿçисем паллă
«Пуласчĕ çар çынни!»
Кадетсем - маттурсем!
«ПĔЧĔК ЧӲРЕЧЕЛЛĔ ПӲРТ» те çуталса кайĕ...
«Ученăйсем темĕн те пĕр шухăшласа кăлараççĕ, йăлт тĕпчеççĕ. Шел, вăхăт машинине вара халĕ те ăсласа тупаймаççĕ. Эх, мĕн тери аван пулĕччĕ! Рыцарьсен ĕмĕрне çитсе курăттăм», - тенĕччĕ пĕррехинче юлташăм. Ун чухне эпĕ ăна нимех те калаймарăм. Ара, мана хамăр пурăнакан ĕмĕр те çырлахтарать те, унашкал ĕмĕтпе тĕмсĕлмен.
Пуян историллĕ издательство
«Кĕнеке - пĕлÿ çăлкуçĕ», - тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Информаци технологийĕсем анлă сарăлчĕç, Интернет пурнăçа çирĕп кĕрсе вырнаçрĕ пулин те, кĕнеке пĕлтерĕшĕ чакмасть-ха. Алă çапах та çÿлĕк еннеллех туртăнать, чун хăнăхнă хуплашкаллă, типографи сăрриллĕ кĕнекенех ыйтать. Хальхи çамрăксем вуламаççĕ тени те тĕрĕс мар. Интереслĕ хайлавсемпе хăйсем çеç паллашнипе çырлахмаççĕ вĕсем, юлташĕсене те сĕнеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ эпир те сире «Вулав тĕнчинче» Чăваш кĕнеке издательствин çĕнĕ кăларăмĕсемпе паллаштаратпăр.