«ПĔЧĔК ЧӲРЕЧЕЛЛĔ ПӲРТ» те çуталса кайĕ...

29 Юпа, 2015

«Ученăйсем темĕн те пĕр шухăшласа кăлараççĕ, йăлт тĕпчеççĕ. Шел, вăхăт машинине вара халĕ те ăсласа тупаймаççĕ. Эх, мĕн тери аван пулĕччĕ! Рыцарьсен ĕмĕрне çитсе курăттăм», - тенĕччĕ пĕррехинче юлташăм. Ун чухне эпĕ ăна нимех те калаймарăм. Ара, мана хамăр пурăнакан ĕмĕр те çырлахтарать те, унашкал ĕмĕтпе тĕмсĕлмен. Ĕнерхи кунччен... Пач кĕтмен çĕртен вăхăт машинине тĕл пуличчен...

Вĕр çĕнĕ те илемлĕскер çул çӳреве йыхравларĕ. Эпĕ хаваспах килĕшрĕм. Вара тепĕр самантранах ачалăх тĕнчине путрăм...

Ахăртнех, ку юмах юптарать тетĕр. Пĕртте апла мар. Сăмахăм нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă «Пĕчĕк чӳречеллĕ пӳрт» /редакторĕ - Галина Антонова, ӳнерçи - Иван Алексеев/ кĕнеке çинчен пырать. 1000 экземплярлă тиражпа тухнă кăларăм авторĕ - Александр Миллин /1927-1978/. Александр Георгиевич - журналист, писатель, куçаруçă. Вăл Елчĕк районĕнчи Патреккел ялĕнче çуралса ӳснĕ. Тĕрлĕ жанрпа çырнă хайлавĕсене республикăра тухса тăракан хаçат-журналта пичетленĕ. Çыравçăн яш-кĕрĕме халалланă произведенисем те сахал мар. «Пĕчĕк чӳречеллĕ пӳрт» - А.Миллинăн ачасем валли кăларнă виççĕмĕш кĕнеки. Малтанхисем «Вăлта» /1979/ тата «Мухтанчăк» /2014/ ятсемпе кун çути курнă.

Çыравçăн çĕнĕ кĕнекине калавсемпе шӳтсем, юмахсем, кĕске пьесăсемпе сценкăсем кĕнĕ. Вĕсене кĕçĕн тата вăтам шкул ӳсĕмĕнчи ачасене валли çырнă. Автор ачапча кăмăл-туйăмне уçса пама ăста. Вĕсене куç умне кăларса тăратмалла сăнлать. Арçын ачасемпе хĕр пĕрчисене мĕн хумхантарнине пит аван пĕлет вăл. «Хĕл Мучи килсен» калаври пĕр сыпăка илсе пăхар: «Хĕлле темшĕн çапла эпĕ: ыйхăран вăрансан та тăруках тăрас килмест. Çулла апла мар-çке. Тăхăр сехетре кирек хăçан та хамах вăранатăп. Паян та акă ăшă утиял айĕнче чылайччен йăваланса выртрăм. Пастай! Эпĕ ĕнер хоккей шайбине ăçта хунă-ши? Конькие ăçта хунине те манса кайнă. Çамкана темĕнччен пĕркелерĕм, пурпĕр аса илеймерĕм».

Тĕп сăнар мĕн шухăшланине, мĕн ĕçленине йĕрлесе пыма çав тери интереслĕ. Арçын ача Раштав сиввине урамах тухса пăхма шут тытать. Лешĕ таçта пăрахса каяссинчен шикленет-çке-ха шĕвĕркке.

«Трактор çăмарти» калаври Шурика та ăш пиллĕ кулă парнелемесĕр епле чăтăн? Аслисем ятласан та, ӳкĕтлесен те çăмарта çимест вăл. Мĕншĕн тетĕр-и? Акă мĕн калать кун пирки Шурик: «Ахаль пулсан çиеп те пуль, чăх пуласран хăратăп. Сивĕре те, çумăрта та тулта пулас килет-и-ха? Чаш-ш! тулă сапса параççĕ те - çӳре вара сăхса. Çывăрма та каштана лармалла. Ӳксен?..» Вăт, трактор çăмартине хаваспах çийĕччĕ вăл. Ывăлĕн ку сăмахĕсене ĕçе пуçтарăнакан ашшĕ те илтет, амăшĕ çав хушăра кил хуçин сумкине ултă çăмарта хурать. Каçпа вара шăпах «трактор çăмарти» илсе таврăнать ашшĕ. Арçын ача ăна тăварпа пуçсах, кулачпа çыртсах çиет. «Ах, тутлă пулчĕ-çке. Чăх çăмарти аякра тăтăр», - тет Шурик кăмăллăн.

Тĕрĕссипе, мана пĕрремĕш калавах /«Кайăк ларман йывăç илемсĕр»/ кăсăк-лантарса ячĕ. Миша Уткинсен пилешĕ çине кайăксем иленмеççĕ-мĕн. Мĕншĕнне юлташне те каласшăн мар вăл, уншăн япала пама ыйтать. Тĕрĕслĕхĕ хайлав вĕçĕнче тин уçăлать. Маншăн та интереслĕ пулчĕ ку, халиччен илтменнине пĕлтерчĕ автор. Анчах пĕтĕм вăрттăнлăха уçса памăп сире. Кĕнекене тупса вуласассăн йăлтах ăнланăр. Тен, ахаль те тавçăрса илтĕр пуль. Эсир маттур вĕт-ха, тантăшăмăрсем.

Хайлавсемпе паллашнă май епле тĕлĕнмесĕр, савăнмасăр тăрăн-ха? Вĕсенчи тĕп геройсем - ял ачисем - вăйă валли кăна мар, вĕренӳпе ĕç валли те вăхăт тупаççĕ, туслăха упрама пĕлеççĕ, çынлăха мала хураççĕ. Пĕчĕкренех хастар, ĕçчен, тавçăруллă та вăр-вар ку шăпăрлансем. Тĕслĕхрен, «Сарă пĕсехе» калаври Коля кăсăяна хĕллехи шартлама сивĕре шăнса та выçса вилессинчен хăтарать. Вĕçен кайăксем те тав тума пĕлеççĕ. Пĕчĕк кăсăя Кольăсен чӳречинчен шак-шак! шаккать, çăлавçа манманни çинчен хыпарлать. Хĕпĕртенĕ арçын ача сырăш çакса парать. Апатланмăша ытти кайăксем те килме пуçлаççĕ.

«Пĕчĕк чӳречеллĕ пӳрт» калаври ачасен пархатарлă ĕçĕ те чунра ырă туйăмсем вăратать. Пĕчĕк кăна хайлавра чылай ыйту хускатнă çыравçă. Тимуровецсем пĕччен пурăнакан Униççе асаннене пулăшаççĕ. Ĕлĕкрех пĕччен пулман-ха вăл. «Упăшкипе аслă ывăлĕ вăрçă хирĕнче пуç хунă. Виçĕ хĕрĕ качча кайса çемьеллĕ пулнă. Пурте - аякра». Хурланмалла йывăр. Хĕрарăм миçе ачине ура çине тăратнă, ватлăх кунĕн- че вара ăна пăхакан та çук... Юрать-ха, шкул ачисем манмаççĕ кинемие. Ырă кăмăллă çынсем пур чухне пĕчĕк чӳречеллĕ пӳрт те çуталса кайĕ, унăн мăрйинчен те тĕтĕм тухĕ-ха.

Юмахсенчи тĕп сăнарсем - чĕр чунсем, выльăх-чĕрлĕх, вĕçен кайăк, хурт-кăпшанкă, ӳсен-тăран т.ыт.те. Тыткаларăшĕпе, пуплевĕпе этеме çывăх вĕсем. Тĕрлĕ лару-тăрăва кĕрсе ӳкеççĕ, вĕсенчен вара кашниех хăйне евĕрлĕ майпа хăтăлса тухать.

Кĕске пьесăсемпе сценкăсенчи геройсем - шкул ачисем, пионерсем. Вĕсем пурнăç чăнлăхне ăша хывма, тĕрĕслĕхшĕн кĕрешме, çине тăма вĕренеççĕ, палăртнине пурнăçа кĕртме хăнăхаççĕ. Тен, паянхи вĕренекенсем вĕсенче хăйсене палласа илеймĕç. Апла пулин те хайлавсемпе паллашни пуриншĕн те усăллă. Вĕсем пире иртнĕ вăхăта тавăраççĕ, ун чухнехи йĕркесене ăнланма май параççĕ. Тен, тимлĕрех, ĕçченрех, хăюллăрах пулма хистеççĕ. Ахальтен мар кĕнекене вăхăт машинипе танлаштартăм. Вăл пире историн кирек хăш тапхăрне те ертсе çитерĕ. Пирĕн унтан чи ыррине, çуттине, илемлине илсе таврăнмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.