Паллашăр!

Чылайăшĕ кĕтнĕ асамлă та савăк уяв çывхарать. Çĕнĕ çула кĕриччен эпир, кăларăм ĕçченĕсем, çулталăк пуçламăшĕнче йĕркеленĕ «Çамрăксен хаçачĕн» йĕкĕчĕ» фотоконкурса пĕтĕмлетрĕмĕр. Астăватăр пулĕ: чылай номерте яшсен сăнÿкерчĕкĕсене пичетлерĕмĕр. Ун хыççăн вĕсене «Контактра» соцсетьри ушкăнра вырнаçтартăмăр, эсир вĕсемшĕн «лайк» лартса сасăларăр. Çулталăк сисĕнмесĕр иртрĕ. Çак тапхăрта чылай яшăн пурнăçĕ тĕпрен улшăннă. Пĕрисем çемье çавăрнă, теприсем диплом илсе ĕçе вырнаçнă. Конкурсра çĕнтернĕ Дмитрий Лаврентьев вара салтак аттине тăхăннă. Унпа тĕплĕнрех паллашар-ха. Малалла вулас...

Чылай çул «Букварьтен - литературăна çити» конкурса ертсе пынă Геронтий Никифоровпа нумаях пулмасть Шупашкарти 47-мĕш шкула кĕрсе тухрăмăр. «Тантăш» хаçатпа туслă хăнасем килсе çитнине пĕлсен пире çак шкулти 5-мĕш класра вĕренекен кадетсем тыткăна илчĕç тесех йышăнмалла.

Халĕ ачасем супăнь шывĕнчен хăмпă туса вĕçтерекен артиста Хĕл Мучипе Юр Пикерен те ытларах кĕтеççĕ. Вĕтĕ-вĕтĕ хăмпăсем çÿлелле хăпарнине курсан вĕсем хĕпĕртенипе тăрст-тăрст сиксех алă çупаççĕ, пысăк пĕр хăмпа лексен йăл-йăл çиçеççĕ.

Subscribe to Паллашăр!