Комментари хушас

27 Утă, 2016

Чăпăркка та, пĕремĕк те

Министр полици ĕçĕнче ыррипе пĕрлех нумай çитменлĕх курать

Хăйне ЧР шалти ĕçсен министрне уйăрса лартасси çинчен калакан хушăва алă пуснăранпа шăп та лăп виçĕ уйăх иртнĕ хыççăн Чăваш Ен полицийĕн ертÿçи Сергей Неяскин массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе пирвайхи хут курнăçрĕ. Уçă та интереслĕ калаçу пулчĕ.

Лайăх статистикăн тÿнтер енĕ

Чăваш Ен пирки ырă та кăмăллă çĕршыв тет, çынсем те ĕçчен. Анчах вырăнти ШĔМ ертÿçисем тĕлĕшпе ыйту чылай. «Тÿрех каларăм: икĕ-виçĕ уйăх никама та ĕçрен хăтармастăп. Анчах çак вăхăт иртсен манăн ĕç режимне хăнăхмасан сывпуллашмах тивет, — пытармасть вăл. — Кану — эрнере пĕр кун. Канас тесен малтан ĕçе лайăх йĕркелесе çитермелле. Эпĕ çирĕм çул çапла ĕçлетĕп ĕнтĕ — пенсире канăпăр».

Хăшĕсем хăнăхайман кăна мар, ĕç мелĕсемпе те тивĕçтереймен пулас. Вăл министр должноçне йышăннă хыççăн виçĕ уйăх иртнĕ тĕле хăшĕсен хăйсен должноçĕсенчен кайма тивнĕ те ĕнтĕ. Уголовлă ĕçсем те пур. Çакна министр акă мĕнлерех сăлтавлать: «Аслисен хăйсене пăхăнса тăракансене айăпа кĕртмелле мар — вĕсемшĕн яваплă пулмалла. Çапла тăваймаççĕ тĕк — пуçлăхра ĕçлеме тивĕç мар».

Кунта килнĕ май чи малтанах преступленисене уçса парассин статистикипе паллашнă-мĕн: «Ку енĕпе федерацин Атăлçи округĕнче малти позицисенче пулнă. Çынсен пурнăçне, сывлăхне хирĕç тунă преступленисене уçса парас енĕпе ĕç-пуç уйрăмах лайăх. Хам маларах ĕçленĕ Саратов облаçĕпе танлаштартăм. Унта, чăн та, халăх йышĕ те пысăк — 2,5 миллион çын. Çапах шухăшласа илтĕм: кунта ман валли ĕç те çук... Анчах çак статистикăна мĕнлерех тунине куртăм та — хăрушă пулса кайрĕ!»

Ĕçлемен-мĕн, уçса пама йывăр преступленисем тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарма килĕшмен те — статистика çавăнпа аван курăннă. Чăн та, çакă мĕнпур преступление пырса тивмест, сăмах тĕпрен илсен ултав тĕслĕхĕсем пирки. Телефонпа шăнкăравласа, Интернет урлă улталанисем, банк карточкисенчен укçа вăрлани — çак тĕслĕхсем питĕ-питĕ нумай. Унччен нумайăшне шута илмен, çавна май халь пĕлтĕрхи преступленисене те регистрацилеме тивет те — цифра тăруках нумай пысăкланса кайнă.

«Сотрудник преступленисене пытарма пуçлать тĕк — пĕтрĕ вара. Пĕрне пытарсан теприне, тата теприне пытарасшăн — шухăш çавăн пирки кăна. Саратовра эпир ку ыйтусене çапла хăй еккипе яман — ĕç-пуç аванрах. Кунта вара вĕсемпе ĕçлеменнине кура уçса паман тĕслĕх питĕ нумай. Чылай шăнкăрав — колонисенчен. Унта ристансен кĕсье телефонĕсем пулмалла мар ĕнтĕ, анчах — пур. Эппин, УФСИН ĕçлесе çитереймест. Тепĕр енчен, унăн майĕсем те çителĕксĕр, çав вăхăтрах коррупци сĕмĕ те палăрать», — темăна уçăмлатрĕ Сергей Дмитриевич. Çавăнпах шăпах çак ыйтусемпе ĕçлекен подразделени туса хунă — ырă туртăмсем палăрма пуçланă. Чăваш Енре пурăнакан нумай çынна шăнкăравласа улталанă пĕр çамрăка Челябинск облаçĕнче шыраса тупнă, теприне Курган тăрăхĕнче тытса чарнă. Апла пулин те министр çак ĕç пĕр вăхăт вăйланнине палăртнипе пĕрлех юлашки вăхăтра каллех хавшанине те йышăнать. Апла тăк, тен, асăннă подразделени йышне татах та пысăклатма та тивĕ: «Асăннă йышши ултав тĕслĕхĕсем çĕршывĕпех вăйлă сарăлнă, анчах вĕсемпе ĕçлемесен ĕç-пуç тата япăхрах пулĕ».

Ĕçре тăван çук

Министерство тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсем пирки те сăмах пулчĕ. Çĕнĕ икĕ управлени туса хунă — федерацин миграци службин тата наркотĕрĕслев службин никĕсĕ çинче. Наркопреступленисемпе кĕрешекен службăна, нумаях пулмасть пĕтернĕскере, илес тĕк — унăн мĕнпур сотрудникне полици йышне илмен: «Пурне те тĕплĕ тĕрĕслерĕмĕр, хăшĕсене вĕсем унччен кирлĕ мар ĕçсемпе аппаланнине кура хамăр пата йышăнмарăмăр. Çак çĕнĕ управленисен ĕçне малтанлăха хам сăнаса тăрăп — вĕсем кал-кал ĕçлесе кайиччен».

«Эпĕ хаяр çын мар» тет пулин те дисциплинăшăн çирĕп ыйтасси пирки генерал-майор çине-çинех калать. Преступлени тусан пакунлă çынсемшĕн каçару пулмĕ. Коррупципе кĕрешекен пай пуçлăхĕ Абитов пирки пуçарнă уголовлă ĕç, Çĕнĕ Шупашкарта ухтарусем ирттерни — çаксене Сергей Дмитриевич хăй «симĕс çутă» панă: «Материалсене Следстви комитетне ятăмăр. Служба вырăнĕпе киревсĕр тĕллевпе усă курма юрамасть».

Полицейскисем руль умне ÿсĕрле ларнă тĕслĕхсем пăшăрхантараççĕ: «Пакунлă çыншăн — каçарма çук пулăм. Çавăнпа темиçе çынна пĕр сăмахсăрах ĕçрен хăтартăм — ыттисемшĕн те урок пултăр». Тепĕр енчен, ахаль çынсем полицейскисене çапнă, кÿрентернĕ тĕслĕх нумай — тĕлĕнмелле пулăм. «Мана «пирĕн кунта менталитет çавнашкал» теме пăхаççĕ. Мĕнле апла? Унашкал менталитет пулма пултараймасть!» — асăннă йышши йĕркесĕрлĕхпе çырлахмассине çирĕплетрĕ ШĔМ ертÿçи. Чăпăрккапа пĕрлех пĕремĕк те пулмалла — çакна та хирĕçлемест: «Ĕненсемĕр, эпĕ кашни кунах хама пăхăнса тăракансене хавхалантарасси çинчен калакан хушусем алă пусатăп. Калăпăр, пĕлтерĕшлĕ преступление уçса панă. Ыйтатăп: «Айăпли куçкĕрет паллă пулнă-и е пирĕн сотрудник тавçăрулăхĕ ĕç-пуçа уçăмлатма май панă-и?» Полицейски тавçăрулăхĕ палăрнă тăк — хаваспах преми хутне алă пусатăп. Тин çеç-ха, сăмахран, эксперт питĕ лайăх ĕçлени палăрчĕ. Преступлени пулнă вырăнта пÿрне йĕрĕсене илнĕ те — вĕсем тăрăх преступнике çийĕнчех тупнă. Хăйĕн ĕçне лайăх пурнăçланă, эппин, хавхалантарăва тивĕç».

Хăшĕ-пĕри хăех пăрахса каясса та ăнланать. Чылайăшĕ маларахах Красноярск крайне куçнă — Чăваш Енĕн унчченхи «тĕп полицейскийĕ» Вадим Антонов патне. Халь тата Ненец автономи округне куçма ыйтса çырнисем чылайăн иккен — теçетке çурă çын. Çакăн сăлтавĕ те паллă: Чăваш Енре министр заместителĕ пулнă Олег Яковлева унта полици пуçлăхне çирĕплетнĕ те — чăвашсем ун патне куçаççĕ. Çурçĕр вĕт — шалăвĕ пысăкрах-мĕн.

Çавна май Сергей Дмитриевич кунта çынсене упраса хăвармаллине ăнланать. Çапах хăйĕншĕн ЧР ШĔМĕнче çывăх, лайăх паллакан çынсем çукран пурне те ĕçне кура хакласси пирки çирĕплетсех калать. Çав вăхăтрах Саратовран та çынсене илсе килессине пытармасть: «Яковлев хăйĕн патне илсе каять-çке — манăн юрамасть-им? Пĕтĕмĕшле ыйтусемпе ĕçлекен заместителе унтан илсе килесшĕн. Штаб пуçлăхне — ĕçе питĕ лайăх пĕлекенскер, кунта унашкаллине курмарăм-ха. Хам лерен пăрахса каяс умĕн эпĕ çавнашкал çынна çитĕнтерсе хăвартăм. Заместитель хăвăнтан ăслăрах пуласран хăрама кирлĕ мар. Пуçлăх хăйне улăштарма пултаракан çынна хатĕрлемерĕ-тĕк — вăл йĕркеллĕ пуçлăх мар».

Çĕнни усса кайтăр

Экономикăри преступленисемпе кĕрешекен блока вăйлатас тĕллевлĕ: бюджет укçин управлăхне шанчăклăн тивĕçтермелле. Коррупципе, взятка илессипе кĕрешесси те тĕп ĕçсен шутĕнче. Тепĕр тесен преступленисене уçса парассине вăл ШĔМри кашни çын тивĕçĕ тесе хаклать — тирпейлÿçĕрен пуçласа министр таран. Çавна май яваплăх та — çÿлтен пуçласа аяла çити, участковăй таран. Сăмах май, хăй те полицири ĕçе çул çитменнисемпе ĕçлекен участковăйран пуçланă: «Участковăйăн çулталăкра пĕрре те пулин хăйĕн территорийĕнчи кашни çуртра, хваттерте пулмалла. Хам çул çитменнисемпе ĕçленĕ чух йĕркене пăсма пултаракан ачасемпе куллен курнăçаттăм — ашшĕ вырăнĕнче пулнă. Тепĕр чух ашшĕ-амăшĕ те кăмăлсăрланатчĕ: «Каллех килтĕн-и?» Сергей Дмитриевич хăй Мордовире кĕрешÿçĕсен шкулне йĕркеленине те ырăпа аса илет — çав шкул паян кунчченех ĕçлет.

Унчченхи должноçра преступниксен йĕркеленнĕ пысăк тăватă ушкăнне тĕп туни пирки каланă май çак йĕркесен авторĕ интересленчĕ: «Унашкаллисене Чăваш Енре куратăр-и — кунта «саккунлă вăрă», «положенецсем», «криминал тĕнчин» çавнашкал ытти авторитечĕ пур-и?» — «Саккунлă вăрă» çук. «Положенецсем», ыттисем вара пур. «Общак» та пухаççĕ, киревсĕр ытти ĕçпе те аппаланаççĕ. Вĕсемпе кĕрешĕпĕр, кăтартăвĕсем çинчен МИХсене пĕлтерĕпĕр», — пулчĕ хурав.

Ÿсĕрле тăвакан преступлени нумаййи пирки министр пайăррăн каларĕ: «Хăйсем ĕçме те пултараймаççĕ — çакна асăрхарăм. Çавăнпах республика Пуçлăхĕпе те ку ыйтупа калаçнă — урăлтаркăч кирлех. Ячĕ урăхларах пултăр, анчах хальхи лару-тăру тивĕçтермест — Сывлăх сыхлавĕн тата Соцполитика министерствисем яваплăха пайлаймаççĕ. Ÿсĕрсем сивĕре шăнса вилмĕç — çак енĕпе те пулин ĕç-пуç лайăхланĕ», — тет генерал.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр ĕç — ЧР ШĔМĕн ДНК лабораторине уçасси. «Вăл пулатех», — шантарчĕ министр. Çывăх вăхăтрах ун валли пÿлĕмсем пулĕç — Раççей ШĔМĕ укçа уйăрĕ. Çынсене вĕрентмелле — штатра сакăр единица пулмалла. Хальч­чен пирĕн çакнашкал экспертизăсем ирттермешкĕн материалсене Тутарстана яма тивнĕ. Хамăрăн лаборатори пулсан преступленисене уçса парас ĕç чылай ансатланĕ. ШĔМ кантурĕ çумне тĕртсе тăвакан çĕнĕ çурт строительствипе интересленнине те хуравсăр хăвармарĕ: «Строительствăна эпĕ пуçарман, маларахах пуçăннă. Анчах ĕçсем ерипен пынă, халь, куратăр, строительство кал-кал кайрĕ. Çĕнĕ çурт 11 хутлă пулмалла, лаптăксем çителĕклĕ пулĕç. Пирĕн хамăрăн йĕркеллĕ акт залĕ те çук вĕт — çĕнĕ çуртра вырăн пулать».

Çемйи пирки те ыйтрăмăр. Мăшăрĕ, ачисем Шупашкара килмен-мĕн. Ывăлĕсем çитĕннĕ ĕнтĕ. Кĕçĕнни Саратоври пĕр компанире юристра ĕçлет, тепри Саранскра — прокурор пулăшуçи. Тепри — район судĕнче, судья. Вăл, асли, Шупашкарти милици шкулне пĕтернĕ иккен. Çавăнпах-тăр Сергей Неяскин Чăваш Ен тĕп хулинче маларах та пĕрре кăна мар пулнă. Ун чухнех хула тасалăхĕнчен, çынсем дисциплинăллă пулнинчен тĕлĕннĕ. «Çул пушах, транспорт хатĕрĕсем çук, анчах çынсем пурпĕр светофорăн симĕс çутине кĕтеççĕ. Ăна-кăна пăхмасăр çул урлă чупса каçаканнисем — ютран килнисем кăна, ман пеккисем», — шÿтпе вĕçлерĕ калаçăва министр.

Николай КОНОВАЛОВ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.