Комментари хушас

29 Юпа, 2015

Кадетсем - маттурсем!

Чылай çул «Букварьтен - литературăна çити» конкурса ертсе пынă Геронтий Никифоровпа нумаях пулмасть Шупашкарти 47-мĕш шкула кĕрсе тухрăмăр. «Тантăш» хаçатпа туслă хăнасем килсе çитнине пĕлсен пире çак шкулти 5-мĕш класра вĕренекен кадетсем тыткăна илчĕç тесех йышăнмалла. Вĕсен пур енĕпе те пултаруллă класĕ çинчен Чăваш Республикинчи ытти шкулсенче мĕншĕн халĕ те пĕлмеççĕ тесе ыйтрĕç кирлĕ таран чăрсăр вĕренекенсем. Хăйсен çинчен хăйсемех çырса памалла тесе сăмах тат-рăмăр вара ачасемпе.

Сăмахне тытрĕç маттурсем, тĕрленчĕкĕсене редакцие çитерчĕç. Тусăмăрсем! 47-мĕш шкулта вĕренекен хастарсемпе паллашăр!

Анастасия ПЕТРОВА:

- Пирĕн 5-мĕш «К» кадет класĕ - хулипе кăна мар, тĕнчипе чи лайăххи те пархатарли. Питĕ туслă та пĕр тĕллевлĕ эпир. Пирĕн класра вăтăр вĕренекен, вунă хĕрача тата çирĕм арçын ача. Эпир пĕр пек те, çав вăхăтрах тĕрлĕрен те. Кашнин хăйĕн юратнă ĕçĕ, кăмăла кайни, йăли пур. Класс вара пурне те пĕр тĕвве чăмăртать, тăрăшса вĕренме, йĕркеллĕ пулма хистет.

Класс командирне эпир Максим Ларионова, старостăна Андрей Прокопьева, старос-тăна пулăшакана Софья Михайловăна суйларăмăр. Вĕсем хăйсен яваплăхне лайăх ăнланаççĕ, дисциплина пирки самантлăха та манмаççĕ.

Тĕнчери чи туслă класăн ертÿçи те, паллах, тĕнчери чи чаплă вĕрентекен. Хаваслă та уçă кăмăллă Антонина Геннадьевна Петрова пире яланах пулăшать, вăл анне вырăнĕнчех. Унран ырăлăх тапса тăнине кашни ача чунĕпе туять. Мĕнле те пулин ĕç сиксе тухсан эпир Антонина Геннадьевнăпа уроксем хыççăн та хаваспах юлатпăр. Унăн ĕçченлĕхĕ пире хавхалантарать.

Уроксенче кичеммĕн лармастпăр эпир. Кашни самантра кăсăклине, çĕннине, усăллине пĕлетпĕр. Уроксем хыççăн ачасем кружоксене, секцисене саланаççĕ. Пĕрисем самбо мелĕсемпе кĕрешеççĕ, теприсене хореографи илĕртет, виççĕмĕшĕсем шывра ишсе ăмăртаççĕ, хĕç-пăшалтан пеме вĕренекенсем те тупăнаççĕ, стройпа утма хăнăхас текенсем те çителĕклех, аэроклуба çÿрекенсем те пур. Пирĕн класс спорт ăмăртăвĕсене, предмет олимпиадисене хастаррăн хутшăнать, çĕнтерÿсемпе палăрать.

Хамăрăн класа эпĕ питĕ юрататăп. Малашне те эпир çавăн пекех чăтма çук туслă та хаваслă, питĕ йĕркеллĕ пуласса, шав малалла ăнтăласса шанатăп.

Никита МИХАЙЛОВ:

- Пирĕн класра ăслă та хаваслă, хăюллă та патвар, туслă та хастар ачасем вĕренеççĕ. Кадет форми мĕне тăрать тата! Пурте ăна тăхăнса çÿреме юратаççĕ. Класс ертÿçи те питĕ маттур пирĕн. Вăл хитре, ырă кăмăллă. Антонина Геннадьевна пирĕн ертÿçĕ пулнишĕн пурте чĕререн савăнатпăр. Класс командирĕ те питĕ маттур. Максим Ларионов - арçын ачасенчен чи хăюлли. Чăн-чăн командир вăл, пире яланах пулăшать.

Евгения ШИШКОВА:

- Пирĕн класс чи позитивли, тусли. Хамăр пĕчĕккĕ пулин те 1-4-мĕш классенче вĕренекенсемшĕн тĕслĕх эпир. Вăхăт çитсен, тен, вĕсем те кадетсем пулĕç. Çавăн пек ĕмĕтленеççĕ кĕçĕнрех классенче вĕренекенсем.

Эпир тăрăшса вĕренетпĕр. Ударниксем те, отличниксем те пур. Хăш чухне уроксем нумай пулаççĕ, çапах эпир аптрамастпăр, пуçа усмастпăр. Пур йывăрлăха та çĕнтерет пирĕн туслă класс. Мĕншĕн тесен эпир пысăк саспаллирен пуçланакан Кадетсем!

Влада АФАНАСЬЕВА:

- Тем каласассăн та, пирĕн класс ачисем ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ. Туслăрах, мал утăмлăрах, хаваслăрах, хастартарах вĕсем. Тата эпир - кадетсем: шкулта çар тумĕпе çÿретпĕр. Çирĕппĕн утса та пуçа каçăртса тесен те çылăх мар. Вĕренÿре пурте маттур, иккĕмĕш ют чĕлхе те вĕренме тытăнтăмăр, кăшт тăрсан «Тантăша» французла тĕрленчĕк те çырса ярăпăр-и, тен!

Çитĕнÿсем пирки каласа памасăр чун чăтмасть. Çул-йĕр правилисене мĕнле пĕлнине тĕрĕслеме республика шайĕнче ирттерекен конкурсра 2-мĕш вырăна тивĕçрĕмĕр. Хамăр шкулти 5-мĕш классем хушшинче йĕркелекен «Анне, атте тата эпĕ - спортпа туслă çемье» тупăшура вара чи мала тухрăмăр. Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче пирĕн питĕ яваплă кун - присяга йышăнатпăр, кадет пулма тупа тăватпăр. Кадет класĕнче вĕренни питĕ пысăк чыс. Мухтанатăп хамăрăн класпа.

Валерия УСПЕНСКАЯ:

- Пирĕн класс пек тусли тата хавасли тек ниçта та çук. Ачасем пурте тăрăшуллă та ырă кăмăллă. Пĕр-пĕрне кÿрентерместпĕр эпир, вĕренÿре яланах пулăшса пыратпăр. Уроксем хыççăн та тăтăшах пĕрле, нимĕнле ĕçрен те ÿркенместпĕр - кадет ятне ямастпăр.

Класс ертÿçи Антонина Геннадьевна Петрова ырă тĕслĕхĕпе кăмăла хавхалантарать. Питĕ ăслă та ĕçчен вăл. Антонина Геннадьевна пирĕншĕн ĕмĕр тăршшĕпе вĕренмелли тĕслĕх. Тăван ачисем вырăннех хурать пире, чунне парса тăрăшать. Тавтапуç ăна!

Çакăн пек тĕрленчĕксемпе савăнтарчĕç пире ырми-канми 5-мĕшсем. Тусăмăрсем, хăвăрăн класăрпа паллаштарас кăмăл çук-и сирĕн? Çырусем кĕтетпĕр!

Владимир СТЕПАНОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.