«Пуласчĕ çар çынни!»

29 Юпа, 2015

Вуннăмĕш класра вĕренекен Дима Волков Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче пĕрремĕш çул пĕлÿ илет.

- Класра вуннăн эпир: ултă хĕрачапа тăватă арçын ача. Шкулта вара çитмĕл ытла ача. Питĕ сахал ку. Аттепе анне вăхăтĕнче пĕр ушкăнра 30 ача ытла вĕреннĕ вĕт-ха. Апла пулсан унчченхи икĕ класс паянхипе - пĕр шкул. Çак пулăм кашнин чунне ыраттарать паллах, - тет каччă.

Вĕренÿ отличникĕ тăхăр класс хыççăн хулана каяс ĕмĕтлĕ пулнă. Анчах тăванĕсен сăмахĕсем ăна çав шухăша пăрахăçлаттарнă.

- Пур предметпа та «5» паллăпа ĕлкĕрсе пыратăн та, мĕншĕн тăван килтен каймалла? Çар çынни пулас ĕмĕт самантрах кĕлленет-им тата? - тенĕ пĕри те тепри ăна ыррине çеç суннă май.

Чăн та, çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чухне вĕсен шкулĕнче пĕр офицерпа тĕлпулу иртнĕ. Ун чухне вăл мĕн каланине ăша хывнă, çар тумĕ те кăмăла кайнă Димăна. Шăп çавăн чухне офицер пулас ĕмĕт çуралнă та унра. Авă, паян та çав шухăш пуçрах.

- Тĕрĕссипе, патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕ шиклентерет. Халех килес çулхи пирки пăшăрханатăп. Экзаменра пит хĕретес марччĕ, пысăк бал пуçтарса курсант пуласси - çутă ĕмĕтсенчен пĕри. Çапах та ют шкула килес умĕн чунра канăçсăрччĕ. Вĕрентекенĕсемпе ачасем еплерех йышăнĕç-ши тесе пĕрре мар пăшăрханнă. Кулянни ахалех пулнă иккен. Кунти педагогсем те ырă кăмăллă та тарават иккен, йывăр вăхăтра сĕнÿ-канаш пама та ÿркенмеççĕ, - пĕлтерчĕ хăй шухăшне хастар йĕкĕт.

Спортра та хастар Хăвăлçырма яшĕ. Акă, авăн уйăхĕнче Йĕпреçре иртнĕ рес-публикăри çăмăл атлетсен ăмăртăвĕнче виççĕмĕш вырăна тухнă.

- Çакă мана питĕ çунатлантарчĕ. Ара, çар çынни пулас тесен спортра чи малтан хăвна кăтартмалла-çке. Çĕнтерÿçĕсен йышĕнчисене пушшех кăмăлланине те пĕлетĕп. Асанне те хăпартлантарать мана. Сăвва-юрра юратаканскер: «Дима, яланхиллех вĕренÿ çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Аслă шкула кĕресси çăмăл мар. Унта вара, хăвах пĕлетĕн, çирĕп пĕлÿллисем çеç лекеççĕ. Вĕренни нихăçан та çăкăр ыйтмасть тесе ахальтен каламан ватăсем. Эсĕ те çак ылтăн сăмахсене яланах асра тыт», - тет. Чăнах, унăн сăмахĕсене яланах ăша хыватăп. Тăтăш çапла ăслă калаçать çав юратнă асаннем, - хăпартланать çамрăк.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Елчĕк районĕ,

Çирĕклĕ Шăхаль.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.