Кĕлчечексене хĕле хатĕрлетпĕр

29 Юпа, 2015

Кĕлчечек /роза/ - чечексен патши. Ăна пăхма пит ансатах тееймĕн. Анчах илемлĕхĕпе тыткăнлать кĕлчечек. Çавăнпах-тăр, кăткăслăхсене пăхмасăр нумай пахчаçă ÿстерме тăрăшать ăна. Чи кăткăсси - чечеке хĕле хатĕрлесси.

Кĕлчечек хĕл сиввисене еплерех чăтса ирттересси нумай чухне унăн сортĕнчен килет. Пахчана лартмашкăн ирĕкре ÿстерме юрăхлă сортсене çеç туянмалла. Анчах тепĕр чухне теплицăсенче ÿсекен кĕлчечеке туяннине сисейместпĕр те. Паллах, кунашкал чечеке пахчана лартсан хĕл каçаймасть. Теплицăсенче ÿстерекен кĕлчечек пахчара ÿстерекеннисенчен нимпе те уйрăлса тăмасть. Çавăнпа чечек хунавне питомникран е лайăх пĕлекен çынран туянни пĕлтерĕшлĕ.

Пахчара ÿсекен розăсем те тĕрлĕрен: ачашраххи те пур, çирĕпреххи те. «Парковые» текеннисем - чи чăтăмлисем. Вĕсем çÿллех мар, йышлă хунав кăларса чечекленеççĕ. Хĕллене хатĕрлеме те çăмăлрах: йĕри тавра купаламалла, чечекĕн хунавĕсене тирпейлесе касмалла çеç.

Кĕлчечек тĕмĕсене кĕркунне сивĕ çитмесĕр хуплама юрамасть - ăшăпа çĕнĕ хунавсем шăтма пултараççĕ. Кунашкал тĕм хавшать, хĕле чăтаслăхĕ чакать.

Сывлăш температури ирĕн-каçăн 0 градуса çывăх тăрать-тăк - кĕлчечеке витме вăхăт. Пирĕн тăрăхра юпа вĕçнелле, чÿк пуçламăшĕнче вăл. Чечеке хупланă чухне витмелли материал, тĕм хăй, тăпра типĕ пулмалла. Нÿрĕ вăхăтра витсен чечекĕн çĕрĕк чирĕсем аталанма пуçлаççĕ.

Кĕркунне чечеке калий, фосфор удобренийĕпе апатлантармалла, сахал шăвармалла. Çумăр çусах тăрать пулсан тĕмсене тăпра ытлашши йĕпенесрен полиэтилен пленка карса хÿтĕлемелле. Чечекĕн çулçă тăкăнсан пуçтарса компоста хумалла е çунтармалла.

Тĕмсене сивĕтсен çеç касма пуçламалла. Ăшăра каснă тĕмсен хунавсем çĕнĕрен ÿсме пуçлаççĕ, тĕм вăйсăрланать. Чÿк уйăхĕ тĕлне пĕр тĕмре парка тата çирĕп туратсене çеç хăвармалла. Тунана мĕн вăрăмăш хăварасси роза сортĕнчен ытларах килет. Çÿллĕ çитĕнекен чечек хунавне çĕр çумне авса çекĕлпе çирĕплетмелле, лутра йышшисене /«парниковые»/ питех сайратмаççĕ.

Роза тĕмне касмалли ĕç хатĕрĕ çивĕч, таса пулмалла, тунана 45 градуспа касмалла. Каснă тĕле зеленка е марганцовка шĕвекĕпе сĕрмелле. Тĕме 20-30 см çÿллĕш торф е типĕ тăпра сапмалла. Тăпрана пăчкă кĕрпи, хăйăр хушма юрать.

Тĕме хупламалли материал кашнин тĕрлĕрен: чăрăш турачĕ, лутрасил, хут, михĕ пусми. Чи кирли - ÿсен-тăран ун айĕнче ан пăчăхтăр. Чечекçĕ сăнанинчен: чечек тĕсĕ сивве мĕнле тÿснине те пĕлтерет. Чи çирĕпписем - хĕрлисем, шупка хĕрлисем. Шурă розăсем ачашрах. Чи ачаш кĕлчечексем - сарă тĕслисем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.