Тĕрлĕрен: вула та пĕл

29 Юпа, 2015

«Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурс çĕнтерÿçисем паллă

Чăваш кĕнеке издательствипе «Тантăш» хаçат редакцийĕ çулсерен ирттерекен «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса Раççейре Литература çулталăкне, республикăра К.В. Иванов çулталăкне тата Чăваш кĕнеке издательстви 95 çул тултарнине халалланă. Конкурса 171 ача хутшăнчĕ.

7 Çу, 2015

Туслăх хĕлхемĕ

Вĕрентÿ институтĕнчи чĕлхе кафедри тăтăшах тĕрлĕ ăмăрту, конференци, фестиваль ирттерет. Нумай пулмасть «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль иртрĕ. Программăна чăваш тата вырăс шкулĕнче вĕренекенсем валли чăваш чĕлхи тата культурипе ирттерекен «Çăлтăрчăк» вăйă-конкурс, «Шевле-2015» ÿнер ăсталăхĕн ăмăртăвне кĕртнĕ.

- Çултан çул конкурс аталанса пырать тесе шутлатăп. Вĕренекенсене халăх культурипе, ăс-хакăлĕпе, шухăш-кăмăл пуянлăхĕпе тĕплĕнрех паллаштарас, тĕпчев ĕçне явăçтарас килет. Ара, пирĕн малашлăх çак хас-тар та пултаруллă ачасенче, - терĕ жюри членĕ - Анна Семеновна Егорова.