Комментари хушас

7 Çу, 2015

Туслăх хĕлхемĕ

Вĕрентÿ институтĕнчи чĕлхе кафедри тăтăшах тĕрлĕ ăмăрту, конференци, фестиваль ирттерет. Нумай пулмасть «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль иртрĕ. Программăна чăваш тата вырăс шкулĕнче вĕренекенсем валли чăваш чĕлхи тата культурипе ирттерекен «Çăлтăрчăк» вăйă-конкурс, «Шевле-2015» ÿнер ăсталăхĕн ăмăртăвне кĕртнĕ.

- Çултан çул конкурс аталанса пырать тесе шутлатăп. Вĕренекенсене халăх культурипе, ăс-хакăлĕпе, шухăш-кăмăл пуянлăхĕпе тĕплĕнрех паллаштарас, тĕпчев ĕçне явăçтарас килет. Ара, пирĕн малашлăх çак хас-тар та пултаруллă ачасенче, - терĕ жюри членĕ - Анна Семеновна Егорова.

Фестиваль пилĕк станцирен тăчĕ, 1. «Чĕлхе - халăх мулĕ» /ытларах чĕлхе правилисем/. 2. «Чăваш халăхĕн нумай çăлтăр, Çеçпĕл, Иванов…» /литература ыйтăвĕсем/. 3. «Чăваш халăх сăмахлăхĕ» /ваттисен сăмахĕсем, тупмалли юмахсем…/. 4. «Илемлĕх тĕнчи» /чăваш литератури классикĕсен тата юбилярсен хайлавĕсене илемлĕ вулани/. 5. «Пирĕн пултарулăх» /ачасен пултарулăх тупăшăвĕ/.

Малтан çак фестиваль район тапхăрĕнче иртнĕ. Пултаруллăран та пултаруллисем республика шайне тухма тивĕçнĕ. Кунта та кашни станцинчех хăйсене яваплăн тытрĕç.

- Ыйтусене пурне те хуравлама тăрăшрăм. Паллах, пĕлменнисем те тĕлпулчĕç. «Илемлĕх тĕнчинче» Любовь Мартьяновăн сăввине вуласа парăп. Эпир кунта кашниех сăвва хăй мĕнле ăнланнă пек вулатпăр. Çавăнпа та питĕ интереслĕ ыттисен пултарулăхне курса ларма. Çакăн пек фестивальсене, ăмăртусене тăтăшах хутшăнатăп. Кашнинчех мĕн те пулин çĕннине пĕлетĕп, - терĕ Çĕмĕрле районĕнчи Юманай шкулĕнче саккăрмĕш класра вĕренекен Инесса Федорова.

Фестивале пурте хастаррăн хутшăнчĕç. Ăмăртăва пĕтĕмлетнĕ май хула шкулĕсенче вĕренекенсенчен çĕнтерÿçĕ ятне çаксем тивĕçрĕç,

I. Анита Маркова /Вăрнарти 1-мĕш шкул/.

II. Анна Кадушкина /Шупашкарти 10-мĕш шкул/.

III. Надя Козлова /Красноармейски шкулĕ/, Дария Дюкина /Патăрьелти 2-мĕш шкул/, Салампи Прокопьева /Шупашкарти 39-мĕш шкул/.

Ял шкулĕсенче вĕренекенсенчен малтисен йышне çаксем кĕчĕç,

II. Елена Никандрова /Элĕк ра-йонĕнчи Юнтапа шкулĕ/.

III. Юля Павлова /Канаш районĕн-чи Чакаç шкулĕ/, Снежана Филиппова /Вăрнар районĕнчи Туçи Çармăс шкулĕ/ .

Анастасия Авакова /Вăрмар ра-йонĕнчи Кавал шкулĕ/, Наташа Андреева /Тăвай районĕнчи Тăрмăш шкулĕ/.

- Питĕ кăсăклантараççĕ мана çакăн пек фестивальсем. Ачасем сăвă вуланине итлеме кăмăллатăп. Хам сăвă çырма юратнăран та пуль. Ачасене, вĕсен тыткаларăшĕсене курса мăнаçланса ларатăп. Хушăран çан-çурăм тăрăх сивĕ те чупать, - каласа парать Елчĕк районĕнчи Патреккел шкулĕнче тăххăрмĕш класра вĕренекен Женя Сардаева.

- «Шевле-2015» уйрăм ял шкулĕсем валли иртрĕ. Ÿнер ăсталăхĕн ăмăртăвне 15 шкул хутшăнчĕ. Вĕсен хушшинче ултă ачана малти вырăнсемпе тивĕçтертĕмĕр. Чăн та, питĕ нумаййăн хутшăнчĕç конкурса. Суйлама та çăмăлах пулмарĕ. Литература произведенийĕсене вуласа содержанийĕ тăрăх ÿкерчĕк тумаллаччĕ. Пĕрремĕш вырăна Канаш районĕнчи Шăхасан шкулĕнче вĕренекен Артем Николаев çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшне Светлана Васильевăпа Наташа Симбирева тивĕçрĕç. Виççĕмĕш вырăнта - Маша Краснова, Катя Ертмакова тата Саша Гаврилова, - терĕ паллă художник Станислав Юхтар.

Фестиваль вĕçĕнче Анна Семеновна Егорова çĕнтерÿçĕсене саламларĕ. Пур вĕрентекенпе вĕренекене тав сăмахĕ каларĕ, татах та çакăн пек хастаррăн хутшăнма сĕнчĕ.

Кристина БАЙБАТОРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.