«Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурс çĕнтерÿçисем паллă

29 Юпа, 2015

Чăваш кĕнеке издательствипе «Тантăш» хаçат редакцийĕ çулсерен ирттерекен «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса Раççейре Литература çулталăкне, республикăра К.В. Иванов çулталăкне тата Чăваш кĕнеке издательстви 95 çул тултарнине халалланă. Конкурса 171 ача хутшăнчĕ.

Илемлĕ те пуян ĕçсем тĕрлĕ районпа хуларан чылай килчĕç. Элĕк, Йĕпреç, Çĕмĕрле, Елчĕк, Куславкка, Патăрьел, Тăвай районĕсем тата Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕрпÿ, Канаш хулисем уйрăмах хастар пулчĕç. Тутар Республикинче, Самар тата Чĕмпĕр облаçĕсенче пурăнакансем те пирĕн конкурса хапăлласах йышăнни уйрăмах савăнтарчĕ. «…Эпир шкулта чăваш чĕлхи вĕренетпĕр. Эрнере пĕр сехет. Ку питĕ сахал, çавăнпа та чăвашсем çинчен çырнă кĕнекесене тупса вулама тăрăшатпăр», - тесе çырать хăйĕн сочиненийĕнче Чĕмпĕр облаçĕнчи Чÿреккелти шкулта вĕренекен Алена Волынщикова.

Конкурса хутшăнакансен ĕçĕсемпе паллашсан чăваш ачисем тăван халăх юмахĕсемпе халапĕсене уйрăмах ки-лĕштерни палăрчĕ. Кашниех юратнă сăнарсене тăрăшса калăплани сисĕнет.

Пуринчен ытла вара тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем Нарспи сăнарне калăпланă, ун телейсĕр шăпи пирки шухăшласа çырнă. «...Çуллахи хĕвеллĕ кун çемьепе пахчара ларакан кану пÿлĕмне пăсма шут тытрăмăр. Кашнин хăйĕн ĕçĕ. Атте мана сĕтел йăтса тухма хушрĕ. Ăна асăрхануллăн йăтрăм пулин те, сунтăхĕ яр уçăлса кайрĕ те, унти пурлăх урайне чăл-пар сапаланчĕ. Куç тĕлне пĕр пысăк укçа лекрĕ. Эпĕ ăна алла илтĕм. К.В. Иванов сăнарне ÿкернĕ иккен унăн тулаш енне!

Асанне те çак укçапа кăсăкланчĕ, ăна ман алăран илсе енчен енне çавăркаларĕ. Унтан вăл, сакăр вун çул урлă каçнăскер, ассăн сывласа хăйĕн шухăш çăмхине сÿтме пуçларĕ: «Тĕлĕнмелле пултарурллă çын-çке вăл Констанин Иванов. Нарспи сăнарĕнче авалхи кашни чăваш хĕрĕн шăпи упранать пек туйăнать мана», - çапла уçса парать «Интереслĕ кĕнеке» номинацие хутшăннă Рома Евдокимов хăйĕн шухăшĕсене.

Чăнах та, Нарспие халалланă ÿкер- чĕксем те чылай, çавăнпа та «Манăн юратнă сăнар» номинацири çĕнтерÿçĕсене палăртнă чух çапла йышăнтăмăр: кашни ÿсĕмре юратнă кĕнеке тăрăх ÿкернĕ тата Нарспи сăнарне чи лайăх калăпланă çамрăк ÿнерçĕсене çĕнтерÿçĕ тесе палăртмалла.

Кĕçĕннисем хушшинче «Манăн юратнă сăнар» номинацире Даша Макарова /Çĕрпÿри 1-мĕш шкул. Ертÿçи - И.Г. Орлова/;

«Чи илемлĕ Нарспи» номинацире Арина Ефимова /Шупашкарти пуçламăш пĕлÿ паракан 1-мĕш шкул. Ертÿçи - С.Г. Ефимова/;

Вăтам ÿсĕмрисем хушшинче «Манăн юратнă сăнар» номинацире Николай Майоров /Патăрьел районĕн-чи Патăрьелти 1-мĕш шкул. Ертÿçи - В.Ф.Федорова/;

«Чи илемлĕ Нарспи» номинацире Анастасия Беляева /Шупашкарти 27-мĕш шкул. Ертÿçи - А.С. Мешкова/;

Аслăраххисем хушшинче «Манăн юратнă сăнар» номинацире Анастасия Осипова /Канаш районĕнчи Вăтапуç шкулĕ. Ертÿçи - Л.П. Григорьева/;

«Чи илемлĕ Нарспи» номинацире Дашăпа Анна Михайловăсем /Йĕпреç районĕнчи Çăкалăх шкулĕ. Ертÿçи - Ю.В. Кошелева/ çĕнтернĕ.

«Вулама сĕнетĕп!» номинацире Милана Ларионова /Куславккари 3-мĕш шкул. Ертÿçи - Л.Л. Кирбитова/ тата Маша Никитина /Муркаш районĕнчи Муркаш шкулĕ. Ертÿçи - Н.И. Ястребова/ мала тухнă.

«Ача аллипе хатĕрленĕ кĕнеке» номинацири çĕнтерÿçĕсене палăртма çăмăл пулмарĕ. Кашни кĕнеки питĕ илемлĕ, пуян содержаниллĕ. Çак номинацие хутшăнакан ĕçсемпе Чăваш кĕнеке издательствин пур ĕçченĕ те: редакторсем, ÿнерçĕсем, дизайнерсем, корректорсем, кĕнеке сутакансем - паллашрĕç, ача аллипе хатĕрленĕ кĕнекесене тĕрлĕ енчен хакларĕç. Çĕнтерÿçĕсем виçĕ вырăна тивĕçрĕç:

Кĕçĕннисем хушшинче 1-мĕш вырăна Женя Зайцева /Канаш хулинчи И.А. Кабалин ячĕллĕ 11-мĕш шкул. Ертÿçи - Д.Ю. Вершинина/;

2-мĕш вырăна Кристина Потапова /Тăвай районĕнчи Пуянкасси шкулĕ. Ертÿçи - А.В. Павлова/;

3-мĕш вырăна Виталина Шаринкина /Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел шкулĕ. Ертÿçи - З.М. Мударисова/ çĕнтернĕ.

Вăтам ÿсĕмрисем хушшинче 1-мĕш вырăна Диана Мердеева /Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Матак шкулĕ. Ертÿçи - М.И. Ермолаева/;

2-мĕш вырăна Татьяна Никифорова /Çĕрпÿри ятарлă /коррекци/ 2-мĕш интернат шкул. Ертÿçи - Л.В. Александрова/;

3-мĕш вырăна Светлана Симцова /Самар облаçĕнчи Шунтал районĕнчи /Палантай шкулĕ. Ертÿçи - Г.Л.Симцова/ çĕнсе илнĕ.

Сочиненисене хакланă чухне те Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕсемпе корректорĕсем пурте хутшăннă, çĕнтерÿçĕсене çаксене палăртнă:

«Интереслĕ кĕнеке» номинацире кĕçĕн ÿсĕмрисем хушшинче Ариадна Емельянова /Тутар Республикинчи Çармăсан районĕнчи Йăвашкел шкулĕ. Ертÿçи - М.Л. Назарова/; Слава Васильев /Шупашкарти хăш-пĕр предметсемпе тарăнрах пĕлÿ паркан 49-мĕш шкул. Ертÿçи - Т.В. Иванова/;

Вăтам ÿсĕмрисем хушшинче «Интереслĕ кĕнеке» темăпа Вася Васильев /Çĕрпÿри ятарлă /коррекци/ 2-мĕш интернат шкул. Ертÿçи - Л.В. Александрова/;

«Кĕнеке - пирĕн çемьен чи ла-йăх тусĕ» темăпа Настя Садовникова тата Алена Волынщикова /Чĕмпĕр облаçĕнчи Чÿреккел шкулĕ. Ертÿçи - Л.Ф. Ярославская/;

Аслăраххисем хушшинче «Юратнă кĕнеке» темăпа Рома Евдокимов /Йĕпреç районĕнчи Чăваш Тимеш шкулĕ. Ертÿçи - Н.А. Евдокимова/, Саша Васильева /Çĕнĕ Шупашкарти 17-мĕш шкул. Ертÿçи - Е.А. Андреева/;

«Кĕнеке - пирĕн çемьен чи ла-йăх тусĕ» темăпа Андрей Иванов /Етĕрне районĕнчи Мăн Чураш шкулĕ. Ертÿçи - Н.К. Черлакова/ çĕнтернĕ.

Унсăр пуçне Чăваш кĕнеке издательствин хавхалану парнисене тивĕçнисем те чылай. Вĕсем пирки пирĕн сайтра www.chuvbook.ru адреспа тĕплĕнрех вуласа пĕлме пулать. Конкурса хутшăнакансене тата вĕсен ертÿçисене чун-чĕререн тав тăватпăр, çĕнтерÿçĕсене чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи Чăваш Республикин ача-пăчапа çамрăксен библиотекинче 12 сехетре чыслассине пĕлтеретпĕр. Адресĕ: И.Яковлев проспекчĕ, 8а çурт /«Газопровод» чарăнура анса юлмалла/.

Ольга ФЕДОРОВА,

жюри членĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.