«Манăн пичче ылтăн пуль...»
Шкулта чуна савăнтараканни нумай çав. Урок ыйтнине лайăх каласа пани, «тăваттă» е «пиллĕк» паллă илни чун уявĕ мар-и-ха?
Саккăрмĕш класри Кирилл Чернов пур предметпа та аван ĕлкĕрсе пырать, ĕнтĕ пĕрремĕш класранпах вĕре- нÿ отличникĕ. Çавăнпа виççĕмĕш класра ăс пухакан Таня йăмăкне те ыррине çеç сунать.
- Аннепе аттене савăнтарас тесен, нумай вуламалла, çырмалла. Çавăн чухне çеç журналта «5» паллăсем нумай пулĕç, - ăнлантарать пиччĕшĕ йăмăкне.
Кĕçĕнни аслин сăмахĕсене ăша хывать, урокра тимлĕ пулнисĕр пуçне килти ĕçсене те тирпейлĕн пурнăçлать. Виççĕмĕш класра виçĕ ача, Таня - староста. Артем Савиновпа Олеся Родионовăна кирек ăçта та пулăшать, сĕнÿ-канаш парать.
Кирилăн вара юратнă предмечĕ - физикăпа математика. Тĕрлĕ задача, уравнени тупсăмĕсене чи малтан шутласа тупаканĕ. Ахальтен мар пĕлтĕр районта иртнĕ физика олимпиадинче 1-мĕш, математика ăмăртăвĕнче 2-мĕш вырăн йышăнма пултарнă.
- Физикăпа юратнă аттем, Николай Александрович, вĕрентет. Килте те ахаль лармастпăр. Час-час кăсăк хăнăхтарусем пурнăçлатпăр. «Ну, ачам, паянлăха çитĕ тата ырана валли те хăварас», - тет те атте, кăшт кăмăлсăрланатăп. «Атте, атя ĕнтĕ тепрер ĕç парсам», - тесе йăлăнни те пĕрре мар пулнă. Задача, уравнени шутласси - чун иленĕçĕ, - хăпартланать арçын ача.
Яланах çĕннине пĕлме тăрăшакан Кирилл пĕлтĕр республика ăмăртăвĕн-че «Питрав вăййи» темăна анлăн çутатнă. Музыка шкулĕнче ăнăçлă вĕренекенскер хуткупăсне туртса ярса юрă та шăрантарнă. Тĕлĕнтернĕ те савăнтарнă вăл жюри членĕсене. Конкурсра виççĕмĕш вырăна тухнă. Çитĕнÿ ăна чунтан савăнтарнă.
- Ку ĕçре анне, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Галина Вячеславовна, нумай пулăшрĕ. Уншăн ăна пысăк тав. Унччен пирĕн тăрăхра Питрава чаплă ирттернĕ. Ятарласа çав кун така пуснă, пуç-ура яшки пĕçернĕ. Тĕрлĕрен тутлă çимĕç хатĕрленĕ. Чăваш тумĕ тăхăннă халăх юрă картине тăнă, вăйă вылянă, - ăнлантарать Кирилл.
Кирила шкулта пĕрле вĕренекенсем çеç мар, педагогсем те хисеплеççĕ, юратаççĕ. Компьютера лайăх пĕлекенскер вĕрентекенсене ку енĕпе нумай пулăшать.
Паян кайăксем валли сырăшсем ăсталать Кирилл. «Умра - сивĕ хĕл. Кайăксене хĕрхенетĕп, çавăнпа ырă ĕç пурнăçлама тăрăшатăп», - мăнаçланать хăпартланса. Акă çывăха йăмăкĕ пырса тăчĕ. Хыççăн - амăшĕ. «Анне, анне, кала-ха, пĕчĕклех килĕштернĕ ĕç ĕмĕр юратнă ĕç пулса юлать-и? Пиччен алли ылтăн вĕт, э? Е тата задача-уравнени шутлассипе ăна çитекен те çук. Ÿссен пиччем мĕнле професси суйлĕ-ши? Ман шутпа, Кирилл кирек ăçта та пултарулăхĕпе çеç палăрĕ», - савăнăçлăн пуплерĕ Таня пĕртăванĕ ăсталанă сырăша сăтăркаланă май.
Элиза ВАЛАНС.
Елчĕк районĕ,
Çирĕклĕ Шăхаль.
АВТОР сăнÿкерчĕкĕнче: Кирилл Чернов юратнă амăшĕпе Галина Вячеславовнăпа тата йăмăкĕпе Таньăпа.