Кăсăклă

13 Раштав, 2018

Хÿхĕм те йăрăс пÿллисене, лайăх калаçакансене йышăнаççĕ

«Çăмăл ĕç, аван тÿлетпĕр! Меллĕ график. Тăхтамасăр халех шăнкăравлăр!» — тенĕ пĕлтерÿре. Чăнах та, шантарнă пекех 40-45 пин тенкĕ тÿлеççĕ-ши? Тăхтамасăр шăнкăравларăм. «Тăрăшса ĕçлесен уйăхне 50 пин тенкĕ таран ĕçлесе илме пулать», — хурава илтсен чутах редакци ĕçне пăрахса тухса каяттăм.

20 Çурла, 2018

Чăваш çемйинче... патша хĕрĕ çуралнă

Çут тĕнчене пĕчĕк пепке килни — çемье летопиçĕнче çырăнакан чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри. «Çĕнĕ кайăка» ят парасси те — хăйне евĕр пулăм. Тĕпренчĕкне пурнăçра телей кÿрекен, унăн шăпине йĕркелекен чи юрăхлă ят шырама хăш-пĕр çемьере ача çураличчен чылай маларах пикенни те вăрттăнлăх мар. Вăл этем шăпине витĕм кÿнине мĕн авалтан ĕненнĕ-çке, çак йăла халăхра паянхи кунчченех упранса юлнă. Çапах та самана улшăннă май çак йăла-йĕрке те раснарах.

6 Ака, 2017

Метеоролог — Турă мар

Вăл çанталăк мĕнле пулассине тĕп­–тĕрĕс калаймасть

Чăваш Енри гидрометеоцентра кайнă кун урамра тĕлĕнмелле çанталăк хуçаланчĕ. Общество транспорчĕн чарăнăвне тухрăм — хĕвел куçа йăмăхтаратчĕ. Транспорта ларса вырăна çитиччен юр çума тытăнчĕ. Хĕл çăмăллăнах парăнасшăн мар. Гидрометеоцентра çитсен халăха гидрометеорологипе тивĕçтерекен уйрăм пуçлăхĕнчен Марина Китарьевăран кĕнĕ-кĕмен ыйтрăм: «Хăçан çуркунне çитет?»

29 Юпа, 2015

Пуян историллĕ издательство

«Кĕнеке - пĕлÿ çăлкуçĕ», - тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Информаци технологийĕсем анлă сарăлчĕç, Интернет пурнăçа çирĕп кĕрсе вырнаçрĕ пулин те, кĕнеке пĕлтерĕшĕ чакмасть-ха. Алă çапах та çÿлĕк еннеллех туртăнать, чун хăнăхнă хуплашкаллă, типографи сăрриллĕ кĕнекенех ыйтать. Хальхи çамрăксем вуламаççĕ тени те тĕрĕс мар. Интереслĕ хайлавсемпе хăйсем çеç паллашнипе çырлахмаççĕ вĕсем, юлташĕсене те сĕнеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ эпир те сире «Вулав тĕнчинче» Чăваш кĕнеке издательствин çĕнĕ кăларăмĕсемпе паллаштаратпăр.

Pages