Хаяр халăх пурăннă яла хура юпа лартнă
Ĕлĕк-авал вăрă-хурах пурăнакан ял çывăхне Иккĕмĕш Кĕтерне патша хушăвĕпе килĕшӳллĕн намăс юпи, çунтарса хуратнăскер, лартнă. Иртен-çӳрене паллă панă вăл: ку тăрăхра çĕр каçма юлма хăрушă. Ун пек ялсенче çынсем питĕ хаяр, вĕсем ют çынна мар, тăвана та ним те мар вĕлерме пултарнă имĕш. Кун пек яла çынсем питех çӳремен, унта хĕрсене качча паман та, илмен те. Çав ялсен пĕтмелле пулнă. Ял-йышăн ирĕксĕрех урăх вырăна куçса кайма тивнĕ. Тепĕр верси тăрăх, патшана хирĕç тăракансене хăратас тĕллевпе те çав юпасене лартнă. Вĕсенчен пĕр шеллемесĕр ним юлмиччен хырçă-куланай шыраса илнĕ. Хура юпа чи хăрушă айăплав шутланнă. Намăсран хăрани ун чухнехи чăвашсемшĕн вилĕмрен те хăрушăрах пулнă.
«Сире асăрхаттарнă вĕт!»
Евгений Ерагин мăчавар каланă тăрăх, ялсем тĕлĕнче хура юпасем кăна мар, улисем те ларнă. Вĕсен пĕлтерĕшĕ расна. Хурапа шуррине çухрăм юпи тенĕ, вăл çул кăтартмăшĕ шутланнă. Ăна хурăнлă çул иртекен ялсем тĕлĕнче лартнă. Хура юпана вара уесри земство пуçлăхĕ каланипе вырнаçтарнă. Ялта çарату е урăх пăтăрмах сиксе тухсан хăйне тӳрре кăларма кирлĕ пулнă вăл: «Сире асăрхаттарнă вĕт! Эсир вăл яла мĕн тума кайнă?» Намăс юпине йăпăр-япăрах кăларайман, ăна приставсем сыхланă. Чантăрта та ĕлĕк хура юпа пулнă. Çав ялти вăрă-хурах Шупашкарти Берендей вăрманĕнче, варсенче çынсене тапăнса çаратнă.
Элĕк районĕнчи Тури Хурасанти Надежда Афанасьева каласа кăтартнă тăрăх, вĕсен ялĕ патĕнче те, Чăваш Сурăмĕ енчен килнĕ тĕлте, хура юпа ларнă. Çавăн пекех вĕсен ялĕ витĕр Етĕрнерен Çĕрпĕве тăсăлакан хурăнлă çул иртнĕ. Кĕтерне патша çулĕ тесе каланă ăна. Тăпра хăпартса тунă мăн çул икĕ енĕпе хурăнсем ӳснĕ. Ун тăрăх ристансене, Пугачев пăлхавне хутшăннисене илсе кайнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пирĕн çар салтакĕсене те çав çулпа турттарнă-мĕн. «Пĕр салтакĕ хамăр ялсем пулнă, вăл килне кĕрсе тухнă тесе калаçатчĕç», — палăртрĕ Надежда Дмитриевна. Хурăнлă çул Сурăм юхан шывĕ урлă хывнă кĕперпе иртнĕ. Çав кĕпер япăхса кайнăшăн кинемейĕн чунĕ хурланать. Ялта халĕ лăпкă. Хĕлле пӳртсем пушă лараççĕ, çулла хуçисем пахча çимĕç лартса ӳстерме яла пырса çӳреççĕ.
Хуруйсем тапăннă, çаратнă
Вăрмар районĕнчи Хуруй ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçиччен 900 ытла çын пурăннă. Халĕ унта 100 ытла çын кун кунлать. 83-ри Николай Афанасьев ял историйĕпе кăсăкланнă, вăл мĕнле пулса кайнине тĕпченĕ.
«Хуруйпа Канаш районĕнчи Малти Ăнтавăш ялĕсен чиккинче хура юпа лартнă. Кунта иртнĕ ямшăк çулĕ тăрăх айăплисене ссылкăна хăваланă. Çĕпĕртен Мускава каякан лавсем Малти Ăнтавăшра канма чарăннă. Хуруй ялĕ пуçĕнчи анана хура юпасем вырнаçтарнă. Çакă хăйне евĕр асăрхаттару пулнă. Унти халăх хаяр пулнă, çынсене тапăнса çаратнă. Çакăнтан «Хуруй» ят тухнă теççĕ», — пĕлтерчĕ вăл. Библиотекăра 26 çул вăй хунă Николай Афанасьевич вырăнти фольклор материалĕсене пухнă. Каярахпа çакă культура çуртĕнче ĕçленĕ чухне пулăшнă.
Хуруй ялĕнче 3 çил арманĕ пулнă. Колхозсем йĕркелесен вĕсен хуçисене кулак тесе айăпланă, пурлăхне туртса илнĕ. Виççĕшне сӳтсе пĕр арман çĕкленĕ. Вăл халĕ те пур. Арман ахалех ларать. Халăхра каланă тăрăх, ăна сӳтме юрамасть, анчах ĕçлеттерме пултаракан та юлман. Хуруй ялĕнчен инçех мар Емельян Пугачев çарĕ иртсе кайнă теççĕ. Унта пурăннă Алексей Кондратьев пăлхавçăсен йышне кĕнĕ. Вăл ăçта çитнĕ, пурнăçĕ мĕнле вĕçленнĕ — никам та пĕлмест. Малалла вулас...