- Чăвашла верси
- Русская версия
Хÿхĕм те йăрăс пÿллисене, лайăх калаçакансене йышăнаççĕ
«Çăмăл ĕç, аван тÿлетпĕр! Меллĕ график. Тăхтамасăр халех шăнкăравлăр!» — тенĕ пĕлтерÿре. Чăнах та, шантарнă пекех 40-45 пин тенкĕ тÿлеççĕ-ши? Тăхтамасăр шăнкăравларăм. «Тăрăшса ĕçлесен уйăхне 50 пин тенкĕ таран ĕçлесе илме пулать», — хурава илтсен чутах редакци ĕçне пăрахса тухса каяттăм. Мĕнле ĕç-ши? Кухньăра усă курмалли хатĕр-хĕтĕрпе, косметика хатĕрĕпе сутă тумалла. Хаçат-журналта, интернетра ĕç сĕнекен чи кăсăклă пĕлтерÿсене тишкерер-ха.
Çарамасланма ыйтсан?..
Соцсетьре: «Урама тухрăм та — никам çук, Контакта кĕтĕм те — кунта пĕтĕм ял ларать», — тесе шÿтлеççĕ. Пĕрисемшĕн интернет кану лапамĕ тăк, теприсемшĕн ĕçлесе илмелли хатĕр. Сăмахăм вебмодельсем пирки. Акă Шупашкарти вебкам штатне пысăклатни пирки пĕлтерÿ тухнă. Çавна май модель шыраççĕ. Сменăшăн 1500 тенкĕ шантараççĕ, такси тытса киле çитекенсене çул укçи тăкакне саплаштараççĕ. «Урамра шăнса тăма тивмĕ. Ăшă та хăтлă студире ĕç вăхăчĕ иртни сисĕнмĕ», — шантарать кадр ыйтăвĕшĕн яваплă специалист. Эрнере — 5 смена, талăкра 6 сехетрен ытла ĕçлеме тивмĕ. Моделĕн мĕн тумалла-ха? «Чи малтан, вăл сăнран чипер пултăр, хăйне тытма пĕлтĕр. Культура, искусство, ăслăлăх тытăмĕпе çыхăннă калаçăва тытса пымалла. Чи пĕлтерĕшли — арçынна илĕртме пĕлмелле. Экранран тинкерекенскерĕн кăмăлне туймалла. Вăл чатра /интернетра çырса хутшăнни/ ытларах вăхăт ирттертĕр. Çакăншăн «хăна» укçа тÿлет-çке!» — ĕç вăрттăнлăхĕсене уçрĕ специалист. Халĕ мĕншĕн 18 çул тултарнисене çеç йышăнни уçăмланчĕ. Арçын мана çарамасланма ыйтсан? «Вăл сирĕнпе вăхăта ирттернĕшĕн укçа тÿлет. Кÿренсен сирĕн чата таврăнмасса та пултарать. Тепĕр тесен, йăлтах шÿте çавăрма пулать», — янăрарĕ хурав.
Унсăр пуçне вебмоделĕн акăлчан чĕлхине тĕшмĕртсен аван. Европăра пурăнакан арçынсем чатсенче вăхăта ирттерме кăмăллаççĕ иккен. Унта вĕсене итлекен, шеллекен çын тупăнатех.
Яштакисем кирлĕ
Яш чух, çамрăк чух канас та, аван ĕçлесе илес те килет. Сире кафере хăналаннăшăн укçа тÿлеççĕ-и? Эпир сăйланнăшăн нухрат хăварма хăнăхнă. Ку пĕлтерÿре вара пачах хирĕçле. Акă «пати-герла» клубра пĕр уйăх ĕçсе-çинĕшĕн, ташланăшăн 50 пин тенкĕ таран тÿлеме шантараççĕ. Мускаври паллă клубсенчен пĕри Шупашкарта хăйĕн филиалне уçнă. «Арçынсем валли» тесе уçăлнăскере хĕрсене çеç ĕçе йыхравлаççĕ. Сăмахран, ташăçăн уйăхри шалăвĕ 90 пин тенкĕпе танлашать. Официантка кăшт сахалрах — 60 пин тенкĕ, «бар-леди» те 60 пин тенкĕ илеет теççĕ. 18-25 çул тултарнисене, хÿхĕм те йăрăс пÿллисене çеç йышăнаççĕ. Кăмăллăн калаçма пĕлекенскерĕн ĕç опычĕ пĕлтерĕшлех мар, пĕтĕмпех вĕрентме шантараççĕ. Смена умĕн хĕрсен визажистпа стилист пуканĕ çине лармалла иккен. Коллектива кĕске вăхăтрах туслаштарма шантаракансем уйрăм йĕркере «савăшусăр» тесе палăртнă. Чăнах та пĕлтерÿре кăтартнă евĕрех-ши?
Клуб клиенчĕсене арçын администратор кĕтсе илни килĕшмен. «Кĕрес умĕн хуралçă пуç тÿпинчен пуçласа ура тупанĕ таран хыпашлать. Унтан тата тÿрккес администраторпа калаçма тивет. Йăл ку-лăллă хĕре тăратсан питĕ кăмăллă пулĕччĕ», — шăрçалаççĕ канма çÿрекенсем. «Хĕрĕсем, паллах, маттур. Илемлĕ те йăрăс пÿллĕ. Хамăр тăрăхран пулманни те палăрать. Приват ташăшăн 1 пин тенкĕ тÿлерĕм», — çырать тепри. «Унччен те кунта арçынсем валли клуб ĕçлетчĕ. Вăл хупăнчĕ те çĕнни уçăлчĕ. Шалта кăшт улăштарнă-ха, анчах мана пачах килĕшмерĕ. Текехрен ура ярса пусмăп», — палăртнă тарăхăвне арçын. Ăна мĕнпе кÿрентернĕ-ши? Шел те, арçын темиçе ыйтсан та хуравламарĕ.
Массажистсем пĕтнĕ-им?
Тепĕр тесен, пирĕн хулара кăмăла хăпартма шантаракан ытти вырăн та пур. Спа-отельсем пирки илтнĕ-и? Хулан тĕп урамĕнче вырнаçнинче 4 пÿлĕм çеç. Вĕсенче кашнинчех джакузи пур. Унсăр пуçне хăнасене саунăпа, банкет залĕпе, VIP-номерпе илĕртеççĕ. Унтах ăста массажистсем ĕçлеççĕ. Анчах темшĕн вĕсем ĕçре вăрах тытăнса тăмаççĕ — спа-отель пĕр вĕçĕмсĕр массаж тума пĕлекен хĕрсене ĕçе чĕнет. «Пирĕн сотрудниксем ăшă та хăтлă пÿлĕмре ĕçлеççĕ. Эпир хулăн енчĕклĕ «люкс» шайри хăнасене йышăнатпăр. Çавăнпа та хăрушсăрлăх тĕлĕшĕнчен çирĕп», — тенĕ пĕлтерÿре. Кунти пĕр уйăхри шалу виçи — 40-150 пин тенкĕ. Чи яваплисене премипе, парнесемпе хавхалантараççĕ. Анчах чĕлхене çыртма, вăрттăнлăха упрама пултаракана çеç ĕçе йышăнаççĕ. Чиперккен калаçăва тытса пымалла, ĕçлес кăмăлĕ пысăк пулмалла. Чи пĕлтерĕшли — опытсăррине те йышăнаççĕ. Массаж ăсталăхне вырăнтах вĕрентме пултараççĕ иккен! «Интимсăр» тесе палăртнă. Йăлтах чаплă, аван тÿлеççĕ пулсан кадр ыйтăвĕ мĕншĕн çивĕч- ха? Ку ыйту шухăшлаттармаллах. Пушă сăмахсем мар-ши? «Ирĕклĕ те çĕнĕ пурнăçа ырана хăварнă вăхăтра паян эсир укçа, киленĕç тата ыттине çухататăр. Хуçа пул, хăвăн йĕркÿпе пурăн! Паянах пурнăçа улăштарас тетĕн пулсан шăнкăравла та тĕлпулăва çырăн», — çапла илĕртеççĕ пĕлтерÿре. Эх, еплерех сăмахĕсене çавăрттарса çырнă! Пĕтĕм ĕçе пăрахса массаж тума каяс килет. А мĕн? Эпĕ ял хĕрĕ, ĕне суса ÿснĕ, алă вăйĕ пур-ха.
Тепĕр спа-салонăн вакансийĕсене тишкерсен ыйту çуралчĕ: Шупашкарта массажистсем пĕтнĕ- ши? Эротика массажне шантаракансене те çак специалистсем кирлĕ. Шалу пысăк — уйăхра 50 пин тенкĕрен пуçласа. Массаж тума пĕлменни те темех мар — хăйсемех вĕрентеççĕ. Ĕç графикĕ ирĕклĕ, пурăнмалли вырăнпа тивĕçтереççĕ. Чăваш хĕрĕсем арçынсем çÿрекен салонсене ĕçлеме вырнаçмашкăн шикленеççĕ пулас. Уйрăм йĕркере каллех «интимсăр» тесе палăртнă.
Видеокамерăсем йĕрлеççĕ
Студентсене ĕçе йыхравлакан пĕлтерÿсем купипех. Барсемпе кафесен хуçисем официанта, ташăçăпа хостеса шыраса хăшкăлнăн туйăнать. Пĕлтерĕвĕн малтанхи йĕркисене тишкерсенех ĕçе вырнаçма чупас килет. Акă хореографпа ирттернĕ икĕ репетици хыççăнах сцена çине кăларма шантараççĕ, тÿлевсĕр вĕрентеççĕ. Ÿтпе кĕлетке илемне тытса тăмашкăн солярие çÿреме май пар, суту-илÿ тренингĕсемпе илĕртеççĕ, сцена çине тухиччен прическăпа визаж тăваççĕ. Йăлтах — тÿлевсĕр! «Пирĕн ушкăнра ĕçлекенсем укçаллă та кăмăллă! Паянах эсĕ вăхăта хаваслă ирттерме пултаратăн», — теççĕ. Ĕç мар, киленĕç тейĕн. Ташăçăн пĕр уйăхри шалăвĕ 60 пин тенкĕ çеç мар. «Чей валли» хăварнине, эрех-сăра сутса тунă тупăшăн 20% пике аллине кĕрет имĕш.
Кăсăклантарчĕ-и? Ĕç вăрттăнлăхĕсене пĕлер-ха. Ташăçăн кăкăра, купарчана кăшт çеç хуплакан тум, 12-15 сантиметр çÿллĕш кĕлеллĕ пушмак тăхăнмалла та арçынна астармалла авкаланмалла. Ахальтен мар авланма хатĕрленекен каччăсем те хусах пурнăçĕпе сыв пуллашмашкăн çак клуба çул тытаççĕ…
«Хăнасен умĕнче çурма çарамас ташлакан хĕрсем пирки начар ан шухăшлăр. Эсир ĕç йĕрки-куркине тĕплĕ пĕлместĕр вĕт-ха. Тĕрĕссипе, клубра ĕçлемешкĕн сахал мар вăй-хăват кирлĕ. Çĕр çывăрман каçсене пула организм канаймасть, сывлăх хавшать. Укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен те пĕлтерÿсенче шантарнă пек 60-шар пин тенкĕ памаççĕ. Чаплă клубсенче ĕçлеме кăмăллăрах . Унта пĕр ташăçăсемех темиçе çул ĕçлеççĕ. Сцена астармăш евĕр, унпа сыв пуллашма йывăр.
Эпĕ çĕрлехи клубсенче 10 çула яхăн ташлатăп. Кăнтăрла ĕçе çÿретĕп. Пурнăç тăршшĕпех сцена çинче авкаланмăпах, пуласлăх пирки шухăшлатăп. Go-go ташăçăсем пирки çăмăлттай пикесем тенине илтсен кÿренетĕп. Пурне те пĕр виçепе хакламалла мар. Сумлă клубсенче хĕрсене вун-вун видеокамера йĕрлет, пысăк укçа сĕнсен те арçынпа çывăхланма юрамасть. Малалла вулас...
Ольга КАЛИТОВА. Geometria.ru сайтри сăн ÿкерчĕк.
Комментари хушас