Комментари хушас

9 Юпа, 2015

Кĕрхи пуян – хĕл ăшши

«Хресченĕн икĕ хуйхă: пĕрремĕшĕ - пысăк тухăçа сутайманни, иккĕмĕшĕ - тухăç пĕчĕккипе тупăш илейменни, - терĕ Вăрнар районĕнчи «Санары» агрофирма ертÿçи Роберт Игнатьевич Петров. - Пирĕн те çаплах».

Инкек çине синкек

Шапăртатса кĕрхи çумăр лÿшкет. Уй-хир тахçанах пушаннă, хĕрÿ тапхăр вĕçленнĕ пулин те, агрофирма ертÿçин канăç çук. Акă, хранилищĕрен ĕç пÿлĕмне çитрĕ кăна телефон янăраса кайрĕ. Роберт Петров çăмăл машинăпа васкавлăн çула тухрĕ.

Анкарта çынсем хĕрсех çĕрулми суйласа сетка миххе тултараççĕ. Ертÿçĕ вĕсемпе пĕрле конвейер умне тăрса вăрлăх суйлама пикенчĕ. Ăна кура ыттисем те тăрăшарах ĕçлерĕç.

- Иртнĕ çулсенче кĕркунне хуçалăхран «иккĕмĕш çăкăр» туянакансем тухма пĕлмен. Кăçал лару-тăру мĕнлерех-ши?

- Йывăр. Унччен хуçалăхран кунне 3-4 машина çĕрулмипе тухса кайнă. Мускава талăкра 100 тонна ăсатни те пулнă. Халĕ эрнере пĕр-икĕ машина çеç каять. Шултра çĕрулми япăхрах сутăнать. Ытларах вăрлăхлăх туянаççĕ. Юрĕ, крахмала яниех мар.

- Сирĕн яланхи клиентсем ăçта çухалчĕç?

- Эпир Мускава, Саратова, ытти региона нумай сутнă унччен. Халĕ конкуренци ÿсрĕ. Çĕрулмине Чăваш Енре кăна мар, Тутар, Мари республикисенче, Мускав облаçĕнче тата ытти çĕрте лартма тытăнчĕç. Нумай пулмасть Саратовпа çыхăнтăм. «Кунта кĕçех çĕрулми айне пулатпăр», - терĕç. Çавăнпа: «Эпир çĕрулми туса илетпĕр!» - тесе кăкăра каçăртма çук. Ытти регионра та çителĕклех вăл. Сутăнмасан управа хуратпăр. Хĕлле, тен, хаклăрахпа кайĕ. Икĕ çул каялла çуркунне шултра çĕрулмине крахмал заводне икĕ хут йÿнĕрех ăсатрăмăр. Мĕн тăвăн?

- Хуçалăхра «иккĕмĕш çăкăрăн» лаптăкне чакарса пыни çакăнпа çыхăнман-ши?

- Паллах, çĕрулми тупăш панă тапхăрта 200 гектар çитĕнтернĕ. Халĕ - 103 гектар. Лару-тăру улшăнмасан каллех пĕчĕклетме тивĕ. Техника, ĕçлекенсем пур темелле, анчах кайман таваршăн мĕншĕн нушаланмалла, тăкакланмалла? Тин кăна Шупашкартан шăнкăравларĕç, çĕрулмин пĕр килограмне 5-5,5 тенкĕпе илесшĕн. 6-6,5 тенкĕпе сĕнсен - кулса ячĕç, хаклă имĕш. Ахаль те вăл хăйхакĕпе тенĕн каять. Пирĕн те пурăнмалла, аталанмалла.

- Чимĕр-ха, Чăваш Енре унăн лаптăкне ÿстерме, çулталăкра 1 млн тонна çĕрулми туса илме палăртнă мар-им?

- Çÿлтен хуçалăхсене лаптăка ÿстерме ыйтаççĕ-ха. Анчах çимĕçне ăçта чикмелле? Ялхуçалăх нуши пуçлăхсене кăсăклантарать-ши паян? АПК отраслĕнче планласа ĕçлесе пыманнипе çакăн патне çитрĕмĕр. Кашни хăй пĕлнĕ пек тапаланать. Çĕрулми тупăш парсан ăна туса илеççĕ, хакĕ йÿнелсен - тепĕр культура çине куçаççĕ. Çĕр ĕçченĕн чĕртаварне вырнаçтарасси пирки çÿлте ларакансен те шутламалла, пулăшмалла.

- Кăнтăр районсем вара çĕрулми аван сутăннине пĕлтереççĕ.

- Комсомольски, Елчĕк, Канаш.... - аслă çул хĕрринчи районсене ку енĕпе çăмăлрах. Эпир вара республика варринче, аслă çултан аякра вырнаçнă. Пирĕн пата çитме кансĕртерех. Мускавран килекенсем те чи малтан çул çинчи Етĕрне, Красноармейски, Элĕк районĕсене кĕреççĕ.

- Инкек çине синкек тенĕн кăçал «Санары» агрофирмăна çутçанталăк та сăтăр кÿчĕ.

- Пăрлă çумăр ÿсен-тăрана ватса-амантса хăварчĕ. Çĕрулми анине пăхсан хăраса каймаллаччĕ: авăр шăпăр пек ларать. Рет хушшинче - сип-симĕс çулçă. Санкт-Петербургран хаклă препаратсем туянса сапсан кăштах вăй илчĕç. Анчах тухăç иртнĕ çулхинчен самай пĕчĕк, гектар пуçне 280 центнер кăна. Кăтарту яланах 300 центнертан кая пулман. Хуратул та çакăн хыççăн вăй илеймерĕ. Тырă кăçал гектартан 25 центнер тухрĕ. Вăл пĕрре хуçăлсан-амансан çĕкленеймест, пăрлă çумăрпа пучахсем пушанса юлчĕç. Пăр сиенлеймен уйра çурхи тулă гектар пуçне 44 центнера çитрĕ. Халĕ тырра пысăк хакпа йышăнаççĕ, пĕр килограмĕ 8 тенкĕ ытла, анчах хуçалăхăн пÿлми çурма пушă, сутса тупăш илеймĕн. Çутçанталăк синкерне пула 900 гектартан çурри ытла пĕтрĕ.

 

Йышпа çăмăлрах

- Тавар сутăнасси пахалăхран та килет. Хуçалăх вăрлăхпа ĕçленĕ май конкуренцие юрăхлă çĕрулми сорчĕсем пур-и?

- Пурĕ 8 сорт çитĕнтеретпĕр: «гала», «белая роза», «рет соня», «винета», «рет фэнтэзи» тата ыттисем. Ир, каярах пулса çитекеннисем те пур. Çулсерен çĕнĕ сортсем лартса пăхатпăр, тухăç парсан лаптăкне пысăклататпăр. Кăçал, акă, «рет соня», «винета» супер элита вăрлăхсене пĕр килограмне 70-шер тенкĕпе Германирен туяннă. Эпир вара килограмне 35 тенкĕпе сутатпăр. «Гала» сорт пысăк тухăç парать. Пĕрремĕш çул лартсанах гектартан 600 центнер кăларса пуçтартăмăр. Пирĕншĕн кĕтменлĕх пулчĕ. Специалистсем ĕненмесĕр кăларнă çĕре кайса пăхрĕç. Чăн та, кăçал çутçанталăк синкерне пула кăтарту пĕчĕкрех, 300 центнер. Тухăçлă çĕнĕ сортсене халăх, хуçалăхсем хапăлласах туянаççĕ. Çав хушăрах тĕрĕсленĕ «невский», «удача» сортсене те пăрахăçа кăларман. «Удача» кирек мĕнле çанталăкра тухăç парать. Ку вăрлăха кăнтăр регионсем аван илеççĕ. Унпа шăрăхра та çимĕçсĕр юлмăн. Çавăнпа кăçал супер элита вăрлăх туянса лартрăмăр. «Невский» сортăн крахмал шайĕ пĕчĕкрех. Апла сывлăхшăн усăллă. Кĕрпеклĕх çĕрулмире крахмал пысăккине пĕлтерет.

Хуçалăхра çĕрулми, тырă туса илнипе çырлахмаççĕ, ÿсен-тăран вăррине те хатĕрлесе сутаççĕ. Люцерна, клевер, горчица, пăрçа... вăррисем. Кăçал горчица вăрри лайăх сутăннине палăртрĕ Роберт Игнатьевич. Вăл çĕр пулăхне лайăхлатать, çумкурăкран тасатать.

- Йывăр лава хăвăрăнах, никам çине шанмасăр, туртмалла. Умри çул-йĕре мĕнре куратăр?

- Конкуренцие юрăхлă продукци туса илмелле, тăкака чакармалла. Çĕрулмине çуса чĕркемлекен хатĕр вырнаçтарас шухăш пур. Туянакана паха та илемлĕ таварпа илĕртмелле. Ăна валли лайăх чĕртавар кирлĕ. Ленинград облаçĕнчен «ломоносовский» сорт илсе 4 гектар лартса пăхрăмăр. Чăн та, çиелтен пăхсан тиркеймĕн: çаврака, яка, илемлĕ, анчах пирĕн тăрăхра чирлет вăл. Йĕтĕн акса пăхасшăн. Кĕркунне «рыжик» кĕрхи тулă 30 гектар акрăмăр. Пурĕ кĕрхи культурăсем 320 гектар йышăннă. Усă куракан çĕрсем - 1610 гектар. Лаптăксене но тилл мелĕпе усă курса тÿрех акни тăкаксене палăрмаллах чакарчĕ.

- Роберт Игнатьевич, ялта пурăнакан ашшĕ-амăшĕ ачи-пăчине хулана ăсатма тăрăшать, Эсир вара аслă пĕлÿллĕ ывăлăрсене çĕр ĕçне кÿлнĕ.

- Хуçалăхра та аслă пĕлÿллĕ çамрăксем кирлĕ. Андрей тĕп инженер пулса ĕçлет. Хĕрÿ вăхăтра комбайнпа вăй хучĕ. Александр - юрист. Хуçалăха производство объектне газ кĕртме пулăшрĕ. Агроном çуккипе пĕрле ĕçлеме, пулăшма ыйтрăм - килĕшрĕ. Тепĕр икĕ ача хуларах тĕпленчĕç. Тен, пурăна киле вĕсем те тăван тăрăха çаврăнса çитĕç?

Çапах агрофирма пултаруллă та ĕçчен çынсемсĕр малалла аталанаймĕ. Вĕсем вара пирĕн нумай: Алексей Шашков, Геннадий Васильев, Владимир Крипчаков, Андрей Петров, Олег Яковлев, Анатолий Яковлев, Василий Ильин, Алевтина Федорова, Елена Петрова, Елена Мутина, Нина Александрова тата ыттисене те ăшă сăмахсем калас килет.

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.