«Хресчен пурнăçĕ йывăр, анчах пуç усмастпăр»

9 Юпа, 2015

Пĕр-пĕрне ăнланса, яваплăха туйса ĕçлекен специалистсен ушкăнĕ пулмасан ялхуçалăх предприятийĕн шăпи "тĕтреллĕ". "Çакна ĕнентерекен тĕслĕхсем хамăр таврара та сахал мар", - тет Вăрнар районĕнчи "Янгорчино" ЯХПК ертÿçи Геннадий Васильевич Романов. Çамрăк инженера халăх хуçалăх лавне вăхăтра туртса пыма шанман пулсан, тен, "Янгорчино" пирки те паян çавнах калама тÿр килетчĕ. Кашнинченех чăн хуçа пиçеймест. Геннадий Васильевич хуçалăха çĕршыв экономики йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ тапхăрта ?1993 çулта% ертсе пыма тытăннă. Çăмăл килмен, малтанах шикленни те пулнă-тăр. Вырăнти халăх хĕрÿ, çавăнпа пухусем ялан тенĕнех шавлă иртнĕ. 1995-1996 çулсенче Кайри Тукай ялĕ хуçалăхран уйрăлса тухас патнех çитнĕ. Юрать-ха, ăна-кăна ăнланакан ĕç ветеранĕсен хÿттипе шухăша пăрахăçланă. Халĕ çав ял çыннисем иртнине асаилеççĕ те йăнăш утăм туманшăн хĕпĕртеççĕ. Ара, куçсăр мар вĕт: кÿршĕсемпе танлаштарсан Çĕрпелсен хуçалăхĕ çирĕп, паян ыранхи кун çинчен шухăшласа аталанать.

"Специалистсем вырăнта, уй-хирте, фермăра ĕçлекенсем пур. Пĕр шухăшпа пурăнсан, хушнине пурнăçласа пырсан хуçалăхра йĕрке пулать", - палăртать ĕç вăхăчĕн кашни саманчĕпе тухăçлă усă курма хăнăхнă ертÿçĕ.

- Геннадий Васильевич, 700 пуç мăйракаллă шултра выльăха пăхма, тăрантарма ĕç алли пайтах кирлĕ. Сирĕн ку енĕпе йывăрлăх çукки пĕрре савăнтарать, тепре тĕлĕнтерет. Ял çыннисемпе калаçнă хушăра кăçал ялти шкулта 11-мĕш класа çÿрекен пĕр ача та пулманнине пĕлтĕм. Çамрăксене ăçтан тупатăр? Мĕнле асамлă вăй туртать вĕсене сирĕн хуçалăха?

- Ялхуçалăхне вырнаçас текенсем çав тери йышлă тееймĕн, анчах хуçалăх вĕсемсĕр мар. Авă, нумаях пулмасть 21 çулти Валерий Николаев водитель-механизатор килчĕ. Ĕçре пултаруллă вăл. 22-30 çултисем, хамран /çитес çул 50 тултарать - авт./ аслăраххисем те пур. Вĕсем çамрăксене вĕрентеççĕ, тĕслĕх кăтартаççĕ. Фермăра та вăйпиттисем йышлă. Дояркăсенчен чи асли 45-ре, ыттисем кĕçĕнрех. 55-56 çултисем те пур, анчах ĕç пăрахмаççĕ. Хуçалăх направленийĕпе аслă вĕренÿ заведенийĕнче Алина Степанова зоотехника вĕренет. Ватăраххисене улăштаракансем пур.

Шалу тивĕçтерсен çамрăксен мĕншĕн инçете каймалла? Ĕççи вăхăтĕнче, май - сентябрь уйăхĕсенче, механизаторсем, тĕслĕхрен, уйăхне вăтамран 20 пин тенкĕрен кая илмеççĕ. Мĕн чухлĕ ĕçленине кура теприн ытларах та тухать.

Вырăнта ача сачĕ, шкул, ытти социаллă объектсем пурри паха. Капла ял пĕтмест. 11-мĕш класа каякан пулманни çамрăксем çуккипе çыхăнман. Ачасене патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ /ЕГЭ/ шиклентерет. 9 класс хыççăн училищĕне, колледжпа техникума рабочи специальноçне вĕренме кайнăран 10-мĕш класс йĕркеленеймерĕ. Кунашкал туртăм пирĕн патра çеç мар.

- Каçарăр та, хăшпĕр ертÿçĕ ÿпкелешнине илтетĕн: шалу парсан тепĕр кунне çынсем ĕçе тухмасăр тарăхтараççĕ-мĕн, фермăри ĕнесем сăвăнманни те пулать. Сирĕн патра "çылăха" кĕрекенсем тупăнаççĕ-и?

- Алла ĕç укçи илсен çыннăн унта-кунта кайса килмелли тупăнать ĕнтĕ. Пĕрин ачипе çÿремелле, теприн пульницана çитмелле тата ытти те. Вĕсене ăнланмалла. Ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсем çук. Пулсан та - питĕ сахал. Вĕсем ĕçе чарма пултараймаççĕ.

- Яваплăха туйса вăй хунăран сирĕн хуçалăх тупăшлă ĕçлесе пырать те, ахăртнех.

- Усламсăр ĕçленин усси çук. Эпир яланхи шая тытса пынисĕр пуçне аталанма тăрăшатпăр. Питĕ йывăр, паллах. Юлашки тапхăрта удобрени 60-70 процент хакланчĕ, хими препарачĕсем - икĕ хута яхăн, топливо - 30 процент, электроэнерги çулсерен 15 процент ÿсет. Тăкак виçи самай пысăкланчĕ, анчах эпир туса илекен продукци хакĕ ÿсесшĕн мар. Ялхуçалăхне ĕçлеттерме пăрахнăнах туйăнать тарăхнă чухне. Сĕте ?1 литрне% халĕ 17,5 тенкĕпе илеççĕ. Лавккара вăл мĕн хакпа сутăннине хăвăрах пĕлетĕр. Пирĕнтен ăна лавккаринчен 50 процентран пĕчĕк мар хакпа туянмалла. Унсăрăн ĕçленин пайти çук. Аш та юлашки çулсенче хакланмасть.

- Чимĕр-ха, Раççее ют çĕршывран чĕртавар турттарма чарсан хресченшĕн çул уçăлмалла, ăна ытларах хавхалантармалла пек.

- Çапла та, анчах хальлĕхе çакă туйăнсах каймасть. Кредит проценчĕ ÿсрĕ. Паллах, патшалăх ăна субсидилет-ха. Анчах ăратлă ĕне выльăх усранăшăн паракан субсиди проценчĕ чакрĕ. Сунă 1 литр сĕтшĕн паракан укçана та кăçалхи пĕрремĕш кварталшăн çеç парса татрĕç. Кредит проценчĕн субсидийĕ пирки калас пулсан мĕншĕн ăна патшалăхăн тÿрех банка куçармалла мар? Çапла тусан пире банк 5-6 процентлă кредитпа тивĕçтерсен питĕ аванччĕ. Халĕ çав субсидие илмешкĕн мĕн чухлĕ хут çырмалла?

Хамăр çĕршывра туса илнĕ çимĕçпе пурăнмалла тетпĕр, анчах пирĕн чĕртаварăн хакĕ ÿсмест. Çакă, тен, ытти регионти хресченсем лайăхрах ĕçленипе çыхăннă, хальччен ютран турттарнă калăпăша вĕсем "тултараççĕ".

- Геннадий Васильевич, çавах та "Янгорчино" хуçалăх аталанать. Мĕнле майпа?

- Рентабельлĕх текен ăнлав пур. Пирĕн вăл вăтамран 10 процентпа танлашать. Тепĕр чухне кăшт ытларах е сахалрах пулать. Тĕслĕхрен, 100 тенкĕрен 7 тенкĕ таса тупăш тухать тейĕпĕр. Çав суммăпа аталанмалла: техника илмелле, складсем, хуралтăсем тумалла тата ыт. те. Юрать, пирĕн малтанхи никĕс аван. Анчах пурпĕр перекетлеме тивет: хĕлле 1-2 гаража кăна ăшăтатпăр. Электроэнерги хакланнăран кашни уйăхра 200-шер пин тенкĕ тÿлетпĕр. Пур техникăна та чуптармастпăр. Çитес çул пурнăçламаллине паянах планлатпăр. Юлашки икĕ çул ĕççине кĕске вăхăтлăх кредитсăр ирттеретпĕр. Ыттипе тĕп фонда пуянлатма /вите тума, техника туянма/ усă куратпăр. Кăçал инвестици программипе тырă вырмалли комбайн илнĕ, виçĕмçул - выльăх апачĕ хатĕрлемелли. 2011 çулта 100 пуç выльăх тăмалăх çĕнĕ вите хăпартнă. Анчах ытти витене хамăр вăйпах юсанă, складсем тунă.

Продукцие /ытларах - аш, сĕт/ уйăхсерен вăтамран 4 млн тенкĕлĕх сутатпăр. Кăштах - тырă, çĕрулми. Тепĕр чухне чĕртавара хăйхаклăхĕнчен пĕчĕкрех виçепе те сутма лекет. Тĕлĕнмелле: ыраш çăкăрĕ лавккасенчен çухалман темелле, анчах ăна паян 5 тенкĕпе кăна илеççĕ. Капла усламлă пулаймастăн, çавăнпа кĕркунне 50 гектар çеç акрăмăр. Хранилищĕне çĕрулмипе тултартăмăр, ытлашшине 6 тенкĕпех /пĕлтĕр ку вăхăтра 10 тенкĕ пулнă/ сутма тивет. Хресчен пурнăçĕ йывăр, анчах пуç усмастпăр.

Ирина НИКИТИНА калаçнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.