“Çĕрлехи тухатмăшсем...”

10 Юпа, 2015

46-мĕш гварди Тамань авиаполкĕн хĕрĕсем шăпах çак ятпа юлнă историре. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă пикесем çумне ăна нимĕçсем çыпăçтарнă. Персе антарнă кашни ПО-2 самолетшăн - вĕсен штурвалĕсем умĕнче вара шăпах çап-çамрăк хĕрсем пулнă - фашист салтакĕсене Рыцарь кĕмĕл хĕресĕпе наградăланă, икĕ хут пысăкрах оклад тÿленĕ. Çапла хăранă пирĕн хĕрсенчен тăшман...

Çапăçусене 3 çул пĕр чарăнми хутшăннă чиперуксем 24 пин хутчен вĕçсе хăпарнă тÿпене, тăшман çине 3000 тонна бомба пăрахнă. Çак ушкăнра вара пурĕ те 100 ытларах хĕр кăна пулнă. Вĕсенчен кашни виççĕмĕшĕ Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илеймен. 23-шне Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă, 2-шĕ - Раççей, 1 - Казахстан Республикин Геройĕ. Çĕршыври чи сумлă çак ятпа чылайăшне вилсен чысланă.

Урăх самана...

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Паян - урăх самана, урăх паттăрсем. Темшĕн вăрçă вăхăтĕнче пуçĕсене шеллемесĕр пире валли мирлĕ пурнăçа сыхласа хăварнисене манăçа кăларса пыратпăр. Унтан та ытла, паттăрсен ырă ячĕпе усă курса укçа ĕçлесе илес текен те пур вĕт паян! Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă хĕр-хĕрарăм çинчен кăларнă “Походно-полевые жены” кĕнекене урăх мĕнле хаклама пулать? Ку кĕнекере пĕр факт та çуккине калаççĕ - йăлт шухăшласа кăларни кăна. Чи кирли - çав вăхăтра пурăннă пĕр хĕрарăм ячĕ те çук унта, йăлтах - ку тĕнчерен уйрăлса кайнисем кăна. Анчах та вĕсене те хÿтĕлеме пултаракан пуррине манса кайнă авторсем - паттăрсен çапах та тăванĕсем, ачи-пăчи чĕрĕ-çке...

Вилĕмпе куçа-куçăн

Çак кĕнеке çинчен Совет Союзĕн Геройĕн Раиса Ароновăн ывăлĕ Анатолий Пляц амăшĕн тусĕнчен Ирина Ракобольскаяран пĕлнĕ. Ирина Вячеславовна вăхăтĕнче 46-мĕш гварди Тамань авиаполкĕн штаб пуçлăхĕ пулнă. “Вăрçа хутшăннă хĕрарăмсен ятне вараланине пĕлетĕн-и-ха? - ыйтнă вăл шăнкăравласа. - Кĕнекере мĕн çырнине ĕненес пулсан эпир арçынсемпе вырăн ăшăтса Совет Союзĕн Геройĕсем пулса тăнă-мĕн...” Авиацире Герой çăлтăрĕпе тăшмана тĕп тăвас тĕллевпе 500 хутран ытларах ăнăçлă вĕçнисене наградăланă. Кашни вĕçев теветкеллĕ пулнине калама кирлех-ши - хăть те хăш самантра тăшман персе антарма пултарнă-çке.

Арçынсене те вараланă

Çакна пĕлсен Пляц паттăрсен таса ятне тавăрма тĕв тунă. Тĕрĕс информацие МИХсем урлă сарнă май Анатолий Леонидович РФ Прокуратурине ыйтупа тухнă. Следовательсем ĕç пуçарнă. Вилнисен тăванĕсене чĕне-чĕне калаçнă. Пляц хăй çав вăхăтра Жуков, Рокоссовский, Малиновский тăванĕсемпе курса калаçнă - кĕнекере хĕрарăмсене кăна мар, арçынсене те пылчăкпа варалама тăнă. Пурте айăплисене явап тыттарма ыйтнă. Анчах та приговор вуласса никам та кĕтсе илеймен - тĕп айăпли тесе шутланакан çын хăй те вилсе кайнă...

Пĕр шухăшлисем вара ушкăна пĕрлешме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Вĕсемшĕн истори чăнлăхĕ тĕп вырăнта пулнă. Тĕрĕслĕхе çапах та çынсем патне çитерес тĕллевпе вĕсем “Отечество” ыркăмăллăх фондне йĕркеленĕ. Ăна Анатолий Пляц ертсе пынă. Вăл хăрушă вăрçа хутшăннă хĕрарăмсен историйĕсене халăх патне çитерес тесе пĕтĕм вăйран тăрăшнă. Вулакана паттăр хĕрсенчен хăшĕ-пĕрин çинчен те пулин каласа кăтартас килет.

Шурлăхри вунă кун

46-мĕш полк та, ăна йĕркеленĕ хĕрарăм та уникум пулнă. 1941 çулхи юпа уйăхĕнче Совет Союзĕн Геройĕ Марина Раскова хĕрарăмсен çар авиаполкĕсене йĕркелесси пирки Сталин патне ыйтупа тухнă. Çĕршыв ертÿçи çав уйăхăн 8-мĕшĕнчех Указа алă пуснă. Расковăна пурте пĕлнĕ - çапла ун патне хĕрсем хăйсен ирĕкĕпех пыма пуçланă.

Пулас Герой Мускавра опера артисчĕн тата гимнази учительницин çемйинче çуралнă. Тÿпе ăна ачаллах илĕртмен-ха. 20 çулсенче кăна кăсăкланма пуçланă вăл авиаципе. Маларах вара самолетсем çинчен шухăшламан та - консерваторире вĕреннĕ. Анчах та Раскова 1937 çултах инçе вĕçес енĕпе рекорд кăтартать, 1938 çулта ăна çĕнетет.

Марина хĕр-хĕрарăмран чи пĕрремĕшсен хушшинче хисеплĕ çак ята тивĕçнĕ - ăна 1938 çулта Мускавран Инçет Хĕвелтухăçне пĕр чарăнми вĕçнĕшĕн Герой ятне панă. Экипаж командирĕ В.Гризодубова, иккĕмĕш пилот П.Осипенко пулнă. 30 сехет тăсăлнă вĕçевре экипажăн çĕрпе çыхăну çухалнă - радиоаппаратурăн зарядки пĕтнĕ. Хĕрсем радиомаяксем тăрăх вĕçнĕ. Самолетăн Комсомольскри аэродрома çитмелле пулнă, анчах та çунтармалли материал пĕтнине кура экипаж тайга варрине анса ларнă. Командир хушнине итлесе Раскова парашютпа сикнĕ - фюзеляж çине ларма тивнине пула вăл чĕрĕ юлаймĕччĕ. Гризодубова тĕлĕнмелле майпа самолета лартма пултарнă. Осипенко та, хăй те чĕрĕ юлнă. Раскова та çĕр çине чиперех çитнĕ. Анчах та унăн 10 талăк шурлăхлă вырăнпа утма тивнĕ. Çумра вара пĕр плитка шăккалат кăна пулнă... Юрать-ха Марина Михайловна опытлă штурман пулнă, тайгана парăнтарса çапах та хамăрăннисем патне çитнĕ. Çак вĕçевшĕн летчицăсене Совет Союзĕн Геройĕ ятпа чысланă. Унччен хĕрарăмсем çак наградăна тивĕçмен-ха. Вĕсен паттăрлăхĕ пирки кĕçех çĕршывĕпех пĕлнĕ.

Çÿлерех палăртнăччĕ, вăрçă пуçлансан Марина хĕрарăмсен авиаполкне йĕркелес шухăшпа хĕмленет. Анчах та пуçлăхсем хирĕç. Сталин Расковăна пĕлнине пула кăна палăртнине пурнăçа кĕртме май килет. Марина Михайловна патне граждан авиацин пилочĕсем, аэроклуб летчицисем, студенткăсем, фабрика-заводра ĕçлекенсем пыраççĕ. Çапла эрнере 300 хĕр-хĕрарăма суйласа илсе Энгельс хулине çул тытаççĕ. Унта Сарă туран тата 100 çын хутшăнать. Хăвăрт кăна вĕçев ăсталăхне алла илнĕ хыççăн 1942 çулта хĕрарăмсен 3 авиаполкĕ йĕркеленет - истребительсен, бомба пăрахакансен тата бомба пăрахма çĕрле вĕçекенсен. Малтанхи иккĕшĕнче арçынсем те пулнă тăк виççĕмĕшĕнче - хĕрсем кăна. Шăпах вĕсене çĕрлехи тухатмăшсемпе танлаштарнă та фрицсем. Каярахпа хамăр çар тытăмĕнче те çаплах чĕнме пуçланă вĕсене.

1943 çулта нимĕçсем çĕрле самолет сассине илтсенех кам вĕçнине пĕлнĕ, “тухатмăшсене” хирĕç хăйсен чи лайăх пилочĕсене кăларнă. Авиаполка йĕркеленĕренпе 14 уйăх - инкеке лекичченех - Раскова ертсе пынă. Марина Михайловна Пе-2 бомбардировщикпа çĕр-çĕр хут тÿпене çĕкленнĕ, тăшманăн салтакĕсемпе техникине пĕтернĕ. Герой хĕрарăм 1943 çулхи кăрлач уйăхĕнчи çил-тăманра самолетне çĕр çине ăнăçсăр лартнă чух вилнĕ. Унăн урни Кремль стенинче упранать.

Кĕлеткинче 17 ванчăк юлнă

Тĕрĕссипе, çĕрлехи полкăн кашни хĕрĕ çинчен уйрăммăн çырса кăтартма пулать. Çÿлерех асăннă Раиса Аронова 1920 çулта Тĕнче пĕрремĕш вăрçин паттăрĕн çемйинче çуралнă - ашшĕн Георгий 4 хĕресĕ пулнă. Шкул хыççăн хĕр ялхуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Романтика Мускав авиаци институтне илсе çитернĕ. Сарă тура пурăннă чухнех хĕр тÿпере 50 сехет ирттернĕ. Ахăртнех, ăна çавăнпа пĕр сăмахсăрах авиаци ушкăнне илнĕ. Аронова виççĕмĕш полка лекнĕ. 3 çулта Раиса 960 хутчен сывлăша çĕкленнĕ. Аронова шăпи телейлĕрех килсе тухнă. 1943 çулхи пуш уйăхĕнче аманнă пулин те хĕр чĕрех юлнă. Унăн самолечĕ çывăхĕнче снаряд çурăлнă. Пилота 34 çĕртен амантнă. 17 ванчăка хирургсем кăларма пултарнă, 17-шĕ яланлăхах кĕлеткере юлнă. Вĕсене пулах пурнăçран уйрăлнă хĕрарăм. Анчах та ку тата 39 çултан пулса иртнĕ. Ун чухне вара, 1943 çулта, Аронова ыратнине пăхмасăрах вĕçнĕ. Унăн девизĕ çапла пулнă: е пĕрремĕш эпĕ, е никам та мар.

Серафима Амосова

Красноярск тăрăхĕнче 1914 çулта çуралнăскер питĕ тăрăшуллă ÿснĕ: кружоксене çÿренĕ, музыка инструменчĕсем каланă... 1936 çулта вĕçев шкулне кĕмелли экзаменсене ăнăçлă тытса летчик пулса тăнă. Граждан авиацийĕнче шутланнăскер вăрçă пуçланнă иккĕмĕш кунах хăйне фронта яма ыйтса рапорт çырнă. Ыйтăвне тивĕçтермен. Хĕр тата çырнă. Татах тивĕçтермен. Виççĕмĕш хутĕнче кăна унăн çирĕплĕхĕ çĕнтернĕ - вăл вăхăтра хайхи “тухатмăшсене” пухнă ĕнтĕ. Çапла Амосова Раскова патне лекнĕ.

Хĕрлĕ Ялав икĕ орденĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр икĕ орденĕ, Александр Невский орденĕ - вăрçă вăхăтĕнче Серафима тивĕçнĕ наградăсен тулли мар списокĕ ку. Сывлăша 555 хутчен çĕкленнĕ вăл. Тÿпере хăйне чăн-чăн ăмăрткайăк пек туяканскер теветкеллĕ вĕçнĕ, анчах хăйне яланах шаннă.

Вăрçă хыççăн Серафима качча тухса упăшкин хушаматне илнĕ - Тараненко. 1992 çулта вилнĕ.

Руфина Гашаева

Майор, штурман, Совет Союзĕн Геройĕ Руфина 1921 çулта Пермь тăрăхĕнче ялти учитель çемйинче çуралнă. Çемье пуçĕ пурнăçран уйрăлсан Урал тăрăхне куçнă.

Снайперсен шкулĕнче вĕреннĕскер 1941 çулта хăйне хĕрарăмсен авиаполкне илме ыйтнă. Унта çар тепĕр профессине алла илнĕ - У-2 самолетăн çар штурманĕ пулса тăнă. Шăпах çак самолетпа Руфина сывлăша 848 хутчен çĕкленнĕ. Вĕсен машинине кĕске вăхăтрах икĕ хутчен лектернĕ пулин те вĕçес кăмăлĕ сÿрĕлмен хĕрĕн. Вăрçă вăхăтĕнче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн 1945 çулта Руфина Гашаевăна Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă.

Вăрçă хыççăн Çар академийĕнче акăлчан чĕлхи вĕрентнĕ.

Мария Долина

1922 çулта Омск облаçĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Тăрăшса вĕренекенскер шкултан экстерн мелĕпе вĕренсе тухнă. Анчах аслă шкулта пĕлÿ пухма çемьере укçа-тенкĕ çитсе пыманни чăрмантарнă. Сусăр ашшĕ çемьене тăрантарайман, çавăнпа хĕр ĕçе вырнаçнă. Аэроклуб çумĕнчи планерсен шкулне кĕме май пуррине кура Мария унта çул тытнă.

1939 çулта Долина Херсонри авиаци шкулĕнчен питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухать. Сăмах май, унта лекес ĕмĕтпе вăл çурални çинчен панă свидетельствăра икĕ çул хушса хурать.

Вăрçă пуçлансан тантăшĕсемпе пĕрле фронта яма ыйтса çар комиссариатне темиçе хутчен те çитеççĕ. Вĕсене аванспа пилотсен йышне илеççĕ - полковник çĕрле самолетсене Днепр леш енне илсе кайма ыйтать, анчах та малтан цистернăсене сирпĕтмелле, ангарсене çунтармалла. Анмашкăн паллăсем параймĕç - çĕр çине хăйсен туйăмне кура кăна лармалла. Хĕрсем ыйтнине пурнăçланă.

Çакна пĕлсен Раскова Марийăна хăй патне чĕнсе илет. Долина сывлăша 72 хутчен ăнăçлă вĕçсе хăпарать, тăшман çине 45 тонна бомба пăрахать.

Вăрçă хыççăн Мария Долина “СССР-Франци” туслăх пĕрлĕхне кĕрет, парти хула комитетĕнче ĕçлет. Волгоград облаçĕнчи Волжск хулинчи пăрăх завочĕ унăн ячĕпе хисепленет. 2010 çулта пурнăçран уйрăлнă.

Надежда Попова

1921 çулта Орел çывăхĕнчи ялта рабочи çемйинче çуралнă. Шкул хыççăнах аэроклуба кĕнĕ - çав вăхăтри çамрăксене Чкалов паттăрлăхĕ тыткăнланă. 3 çултан летчик, инструктор пулса тăрать. ОСОАВИАХИМра ĕçлеме пуçлать, вăрçă пуçланиччен 30 ытла летчик хатĕрлесе ĕлкĕрет.

Тăшман тапăнса кĕрсен хĕре Узбекистана çамрăк пилотсене хатĕрлеме яраççĕ. Паллах, хĕре тылра вăхăт ирттересси тивĕçтермен. Рапорт хыççăн рапорт çырса фронта, Раскова авиаполкĕсенчен пĕрне лекет Попова. Ăна “каçхи тухатмăшсен” звено командирĕ пулма çирĕплетеççĕ. Тăшман çине бомба пăрахнисĕр пуçне Надежда разведкăна та тăтăшах тухать. Персе антарнă хыççăн та чĕрĕ юлать.

Çарти хăюлăхпа паттăрлăха кура полка гварди ятне параççĕ. Каярахпа фронтри пĕлтерĕшлĕ ытти вырăнсене куçараççĕ - Крым, Беларуç, Польша, Берлин...

Вăрçă вăхăтĕнче Попова 852 хутчен вĕçнĕ тÿпене. Унăн наградисене асăнса тухма ятарлă статья кирлĕ. Кĕскен, Совет Союзĕн Геройĕ, Хисеп орденĕ, Ленин орденĕ, Хĕрлĕ Ялав орденĕ, “Варшавăна ирĕке кăларнăшăн”, “Кавказа хÿтĕленĕшĕн” тата ытти медаль...

Вăрçă хыççăн Надежда Попова Раççей вăрçă ветеранĕсен комитетĕнче çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçленĕ. “Донецк хисеплĕ гражданинĕ” ята тивĕçнĕскер 2013 çулта Мускавра пурнăçран уйрăлнă.

/“Российская газета”, “KM.RU” материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ/.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.