«Юрататăп хамăн ĕçе»

Алена Антонова - Муркаш районĕнчи Шурчари çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ. 11 çул ĕçлет вăл кунта. Хăйĕн тивĕçне яваплă пурнăçлать. «Çынпа ĕçлеме юрататăп. Кăнтăрла хыççăн ялйыша хаçат-журнал валеçме те çÿретĕп. Велосипед рулĕн пĕр енне - тавар, теприн çине хаçат-журнал сумкине çакатăп та ял тăрăх вĕçтеретĕп. Хама кĕтекенсем пурри савăнтарать. Тавар туянакан та чылай. Тепĕр чух саккас параççĕ. Мĕн тутли пур тесе сумкăна пăхаççĕ».

Асăннă çыхăну уйрăмĕ 5 яла хаçат-журналпа тивĕçтерет. Малтанах кунта 2 почтальон вăй хунă. Халĕ пĕр ставкăна кĕскетнĕ хыççăн Эльвира Соловьева çеç юлнă. Сăмах май, Эльвира Васильевна асăннă ĕçре 30 çул ытла ĕçлет. Кам мĕнле хаçат-журнал юратнине унран лайăх пĕлекен те çук. Асăннă тăрăхра «Хыпар» Издательство çурчĕн кăларăмĕсене хапăлласах çырăнаççĕ. «Шуркассисем ача-пăча хаçат-журналĕпе кăсăкланаççĕ пулсан, Çĕньял Шурчасем - «Сывлăхпа». Кÿстерексем вара тĕн кăларăмĕсене вулама кăмăллаççĕ. «Чăваш хĕрарăмĕ», «Çамрăксен хаçачĕ», «Хресчен сасси» хаçатсене те чылай çемье илсе тăрать. Маларах «Хыпар» тусĕсем те чылайăнччĕ. Шел, ватăсем пурнăçран уйрăлнă май ăна çырăнакансен шучĕ чакрĕ. Сайра пулсан та пур-ха вĕсем», - паллаштарать вырăнти лару-тăрупа çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Алена Антонова - Вăрнар хĕрĕ. Хăй вăхăтĕнче Шупашкарти кооператив техникумĕнче вĕреннĕ. Çемье çавăрнă хыççăн яла куçса килнĕ, почтăра вăй хума тытăннă. Юратнă ĕçĕ вăй-хал, телей кÿрет ăна. Çавна май çитĕнÿсем те куç умĕнчех.

Валентина ПЕТРОВА.

Валентина ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.