Почта ĕçченĕ

8 Раштав, 2016

Пурнăçран юлмасăр

Вăрмар районĕнчи Арапуçри почта уйрăмĕнче Надежда Дмитриевăпа Галина Тимофеева пысăк сумкисене тăрăшсах çĕнĕ хаçат-журналпа тултарчĕç. Унтан йывăрскерсене хулпуççи урлă çакса çула тухма хатĕрленчĕç.

- Арапуç пысăк ял, 600 кил ытла. Урамĕсем вăрăм, кунне вунă çухрăм утма тивет. Çавăнпа унта иккĕн ĕçлетпĕр, - терĕ Галина Тимофеева.

16 Çĕртме, 2016

Ăнăçу туслăхран пуçланать

Етĕрне районĕнчи Пĕрçырланти почта уйрăмĕн пуçлăхĕ Нина Краснова каланă тăрăх - асăннă тăрăхри ял çынни чăваш кăларăмĕсене хапăлласах çырăнать. Çавна май çырăнтару планне çулсеренех тултараççĕ кунти ĕçченсем. Нина Геннадьевна хăй те маларах почтальонра ĕçленĕ. Çавна май вĕсене çур сăмахранах ăнланать вăл.

Виçĕ почтальон вăй хурать кунта. Вĕсем 6 яла хаçат-журналпа тивĕçтереççĕ. Унсăр пуçне вак тавар сутасси те вĕсем çине тиенет. «Почтальонсем маттур пирĕн. Çырăнтару вăхăтĕнче тăрăшса ĕçлеççĕ. Вĕсемсĕр сывлăш тухмасть манăн», - мухтарĕ ĕçченсене пуçлăх.

6 Чÿк, 2015

Хаçата вăхăтра валеçмелле

- Эпĕ хамăн почтальонсемпе питĕ кăмăллă: ĕçе вăхăтра, тĕплĕ тăваççĕ, - калаçăвне пуçларĕ Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль почта уйрăмĕн пуçлăхĕ Лариса Яшина. - Тепĕр чухне тарăхмалли те тупăнать. «Эсир ĕçрен каяс пулсан эпĕ те юлмастăп кунта», - тетĕп. Чăн та, пĕр çемьери пек туслă пурăнатпăр эпир, уявсене те пĕрлех ирттеретпĕр.

9 Юпа, 2015

«Юрататăп хамăн ĕçе»

Алена Антонова - Муркаш районĕнчи Шурчари çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ. 11 çул ĕçлет вăл кунта. Хăйĕн тивĕçне яваплă пурнăçлать. «Çынпа ĕçлеме юрататăп. Кăнтăрла хыççăн ялйыша хаçат-журнал валеçме те çÿретĕп. Велосипед рулĕн пĕр енне - тавар, теприн çине хаçат-журнал сумкине çакатăп та ял тăрăх вĕçтеретĕп.