Комментари хушас

16 Çĕртме, 2016

Ăнăçу туслăхран пуçланать

Етĕрне районĕнчи Пĕрçырланти почта уйрăмĕн пуçлăхĕ Нина Краснова каланă тăрăх - асăннă тăрăхри ял çынни чăваш кăларăмĕсене хапăлласах çырăнать. Çавна май çырăнтару планне çулсеренех тултараççĕ кунти ĕçченсем. Нина Геннадьевна хăй те маларах почтальонра ĕçленĕ. Çавна май вĕсене çур сăмахранах ăнланать вăл.

Виçĕ почтальон вăй хурать кунта. Вĕсем 6 яла хаçат-журналпа тивĕçтереççĕ. Унсăр пуçне вак тавар сутасси те вĕсем çине тиенет. «Почтальонсем маттур пирĕн. Çырăнтару вăхăтĕнче тăрăшса ĕçлеççĕ. Вĕсемсĕр сывлăш тухмасть манăн», - мухтарĕ ĕçченсене пуçлăх.

Тамара Божайкина 12 çул почта сумкине йăтса утать. Икĕ яла - Пĕрçырланпа Чурпая - тĕрлĕ кăларăм валеçет. Професси килĕшнине, ĕçтешĕсемпе туслă пурăннине каларĕ вăл. «Шел, шалу çав тери пĕчĕк, - пăшăрханса пĕлтерчĕ Тамара Васильевна. - Ăна илсессĕнех газпа свет укçи тÿлетĕп - алăра нимĕн те юлмасть. Пирĕн те çăкăр çиес килет».

Нина Рыбакова кашни кунах 10-11 çухрăм утать. Чи аякра вырнаçнă Палтай, Урапакасси ялĕсене хаçат-журналпа тивĕçтерет. «Кĕркунне-çуркунне çÿреме хĕн. Хĕлле те çулсене тасатманран юр ашма тивет», - терĕ Нина Андреевна. Галина Сорокина вара кунсеренех Мăн тата Кĕçĕн Йĕкĕт ялĕсене утать. Кушак-йытă çÿремен çырмасем урлă каçать. Тепĕр чухне шикленмелли те тупăнать: ватăсене валеçмелли пенси укçи çумра-çке.

Ял çыннисем чăваш кăларăмĕсене кăмăлланине почтальонсем те çирĕплетрĕç. Акă тăхăр теçеткерен иртнĕ Васса Пономарева хаçатсăр пурăнаймасть. Людмила Ярдыкова тата Людмила Субботина 8-9-шар кăларăм çырăнса илеççĕ. Федора Мурзинăпа Роза Никитина «Хресчен сассипе» чылай çул туслă.

Вулаканпа пирĕн хушăмăрти туслăха çирĕплетме пулăшнăшăн почта ĕçченĕсене пысăк тав тăватпăр.

Валентина ПЕТРОВА.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.