Хаçата вăхăтра валеçмелле
- Эпĕ хамăн почтальонсемпе питĕ кăмăллă: ĕçе вăхăтра, тĕплĕ тăваççĕ, - калаçăвне пуçларĕ Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль почта уйрăмĕн пуçлăхĕ Лариса Яшина. - Тепĕр чухне тарăхмалли те тупăнать. «Эсир ĕçрен каяс пулсан эпĕ те юлмастăп кунта», - тетĕп. Чăн та, пĕр çемьери пек туслă пурăнатпăр эпир, уявсене те пĕрлех ирттеретпĕр.
Асăннă почта уйрăмĕнче 4 почтальон тăрăшать: Ираида Петрова, Нина Козлова, Светлана Лапшина тата Татьяна Крылова. Ираида Григорьевна 18 çул çак ĕçре вăй хурать, Светлана Сергеевна вара - 10 çул. Нина Николаевна та почта сумкине ултă çул йăтса çÿрет. Татьяна Аркадьевна ку коллектива тин çеç килсе кĕнине пĕлтерчĕ. Лариса Николаевна Яшина та 13 çул пĕр сукмака такăрлатать. Почтальонсем пилĕк ял çыннине хаçат-журналпа тивĕçтереççĕ. «План тăрăх пирĕн çур çула 1041 кăларăм çырăнтармалла. Эпир ăна яланах тултаратпăр. Сăмахран, кăçалхи юпа уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне 525 хаçат-журнал çырăнтарма пултартăмăр. Çакă çырăнтару планĕн 50 ытла проценчĕ».
Ял çынни ытларах чăвашла кăларăмсене çырăнса илнине пĕлтерчĕç вĕсем. Сăмахран, Александр Чернов сакăр теçеткерен иртнĕ пулсан та «Хресчен сасси» хаçата юратса вулать. Ăна вăл темиçе çул илсе тăрать. Илья Левый, Юрий Лапшин, Николай Аверьянов, Александр Сапожников «Хыпарсăр» пурăнаймаççĕ. Тăван çĕршывăн вăрçине хутшăннă Роберт Бобылев «Хыпар» Издательство çурчĕн чылай кăларăмне çырăнать. Çакнашкал маттурсем татах пур: Вера Никифорова, Сергей Краснов, Виктор Карчиков, Оксана Мясникова, Нина Ильина, Светлана Захарова.
Ял халăхне18 çул хаçат-журнал валеçекен Ираида Петровăпа çывăхрах паллашас терĕм. Хастар хĕрарăм Мучарпа Çирĕклĕ Шăхаль ялĕсенче пурăнакансене кăларăмсемпе тивĕçтерет. Кунне 11 çухрăм утма тивет унăн, çулла велосипедпа çÿрет. «Çăмăл мар пулсан та ĕçе юрататăп. Миçе çын кĕтет мана кунсерен? Кашнин кăмăлне тивĕçтерме тăрăшатăп. Вутлă çумăр çусан та, хапха умне туй килсен те малтан хамăр ĕçе пурнăçлама васкатпăр. Тепĕр чухне ĕçе çăмăллатма ачасене, упăшкана явăçтаратăп. Ара, хаçата вăхăтра валеçмелле. Вăл тин пĕçернĕ çăкăрпа тан. Хытнăскерне никамăн та çиес килмест-çке».
Туслă, маттур ушкăна ăнăçу, сывлăх, телей сунмалли çеç юлать. Вĕсем пуртан ял çынни хаçат-журнал çырăнса илет, юратса вулать.
Валентина ПЕТРОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.