Archive - Утă 2014

июля 24th

24 Утă, 2014

Ялти культура управçи

Ялти культура çурчĕ - халăх сăпки, йăла-йĕркене упракан вучах. Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкассинчи информаципе культура центрне ял çыннисем хаваспах çÿреççĕ. Кунта вĕсем хăйсене кирлĕ, хисеплĕ çынсем пек туяççĕ.

24 Утă, 2014

Кокорева халалласа - курав

Комсомольски салинчи "Çĕр тата çынсем" музейра тавра пĕлÿçĕ, вĕрентекен, асăннă аваллăх управçине пуçарса яраканĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Б.Г.Кокорев çуралнăранпа 95 çул çитнине халалласа курав уçнă.

24 Утă, 2014

Тарса килнĕскерсене тĕрев кирлĕ

Ытлари кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Правительствин председателĕ Дмитрий Медведев видеоконференци мелĕпе ирттернĕ селектор канашлăвне хутшăннă. Унта тĕпрен илсен Украинăри Донецк тата Луганск облаçĕсенчен Раççей территорине килекен çынсене регистрацилес, вырнаçтарас ыйтусене сÿтсе явнă.

24 Утă, 2014

Манăçа тухнă çил арманĕ

Ку сăн ÿкерчĕке иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Туçи çывăхĕнче тунăччĕ. Шел, хирте тăлăххăн ларакан çил арманĕн хуçи камне пĕлме май килмерĕ ун чухне. Хăй вăхăтĕнче вăл ку тăрăхри халăха тăрантарса тăни иккĕлентермест паллах. Космос ĕмĕрне кĕричченхи хăйне евĕрлĕ палăк паянччен сыхланса юлнă-ши - пĕлместĕп.

24 Утă, 2014

Киловатт-сехетсене - тĕрĕс тараса çине

«Акă, пирĕн Çурçĕр производство уйрăмĕн ертÿçисем электричество вăрланине çирĕплетнĕ çынсем тĕлĕшпе черетлĕ административлă ĕçсем пуçарма сĕнеççĕ, - каласа парать «Атăл çинчи МРСК» АУОн /«Россети» АУО ГК тытăмне кĕрет/ «Чăвашэнерго» филиалĕн директорĕн хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен çумĕ Николай Миронов сĕтел çинчи хутсене кăтартнă май, - пĕр тĕслĕхре киловатт-сехетсене 5 пин ытла тенкĕлĕх вăрланă, тепринче килĕшÿ тумасăр усă курнă энерги хакĕ 3 пин тенкĕрен иртнĕ». Пит çирĕп айăплав мар-ха.

24 Утă, 2014

Хаçат пĕлтерĕшлĕрех-и е массаж-и?..

Шупашкар районĕнчи «Тăван Ен» хаçат ĕçченĕсем пире, штатра тăман корреспондентсене, тĕл пулăва йыхравларĕç. Редакцин Шупашкарта вырнаçнă çĕнĕ кантурĕнче халĕччен пулманскер хапăлласах килĕшрĕм.

24 Утă, 2014

Валерий Комиссаров: «Вĕренÿ кĕнекисем ырă туйăм парнелеççĕ»

Педагогсен шухăшĕпе - вĕренÿ процесĕнче учебниксен пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Çавăнпа та вĕсене вĕрентекенĕн ĕçĕнчи хушма пай пек çеç пăхни тĕрĕсех мар. Хальхи вăхăтра шкул учебникĕсем пысăк информациллĕ кĕнекесем шутланаççĕ. Вĕсенче практика занятийĕсене ирттермелли кăтарту, теори материалĕ чылай. Тĕплĕ шухăшласа йĕркеленĕ, кăсăклантарма пултаракан вĕренÿ кĕнекисем ачана ку е вăл предметпа пĕлÿ ытларах илме май параççĕ.

июля 23rd

23 Утă, 2014

Чакмастпăр

"Звезда" ял хуçалăх производство кооперативĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнче чи пысăк хуçалăх шутланнă, вун тăватă ял çынни вăй хунă кунта. Ялĕсем ватăлса пыраççĕ, çапах çĕр чăмăрĕ çинчен çухалман-ха. Вырăнти ял хуçалăх предприятийĕ вара чăнкă çырма умне çитсе тухнă. Утăм тусанах тарăн вара йăтăнса анма пултарнă.

23 Утă, 2014

Мучар, сассуна çĕтме ан пар!

Мĕн тери типтерлĕ, таса, лăпкă Елчĕк районĕнчи Мучар ялĕ. Çурчĕсем шукăль, айлăк-тайлăккисене асăрхамарăм. Ялпа юнашар асфальт çул иртет. Кил-çуртра çут çанталăк газĕ çунать. Шывĕ те пÿртрех. Çакăн хыççăн хама пĕчĕк те пĕтсе пыракан яла çул кăтартса яракансене ĕненес килмерĕ, анчах вĕсен сăмахĕ тÿрре тухрĕ.

Pages