Мучар, сассуна çĕтме ан пар!

23 Утă, 2014

Мĕн тери типтерлĕ, таса, лăпкă Елчĕк районĕнчи Мучар ялĕ. Çурчĕсем шукăль, айлăк-тайлăккисене асăрхамарăм. Ялпа юнашар асфальт çул иртет. Кил-çуртра çут çанталăк газĕ çунать. Шывĕ те пÿртрех. Çакăн хыççăн хама пĕчĕк те пĕтсе пыракан яла çул кăтартса яракансене ĕненес килмерĕ, анчах вĕсен сăмахĕ тÿрре тухрĕ. Ялăн вăй-халĕ чаксах пырать.

Ав сакăр вуннăран иртнĕ кинемейсем урама тухса ларнă та шăкăл-шăкăл пуплеççĕ. "Нимĕн тăвайманскерсем ĕнтĕ эпир халĕ. Урамра çапла ларакансем кăна", – терĕ вĕсенчен пĕри. "Кун пек тухса ларсан та самай", – сăмах хушма васкарĕ тепри. Пурнăç урапи çинчен калаçнă хушăра 82 çула пуснă Клавти кинемей Кипук ятлă качакипе çитсе тăчĕ. Кил хуçалăхĕнче тăрмашнă чухне вăйран кайнипе ÿксе çамкине шăтарни те пулнă-мĕн. "Ура утнă чух Ваттисен çуртне каяс килмест", – тет хăй çапах. "Утайми пулсан Ваттисен çуртĕнче кирлĕ те мар эпир", – сăмахран каллех ÿксе юлмарĕ кинемейсенчен паттăртараххи.

Сакăр вуннăран иртсен, паллах, 30-40 çулсенчи вăй-халпа мухтанаймастăн. Анчах кинемейсем чееленчĕç курăнать. Ватлăхра йывăр пулсан та кил-çурта тытса пыраççĕ вĕсем, пахча çимĕçне те çитĕнтереççĕ. Клавти аппа ав шăрăха пула йăвашланнă ÿсен-тăрана çумăрпа савăнтарнăшăн çут çанталăка тав турĕ. Вăл этеме пулăшать терĕ. "Ачасем вара?" – тухса кайрĕ чĕлхе вĕçĕнчи ыйту. "Хулара вĕсем. Çавăнпа ачасăр тăрса юлтăмăр темелле. Килсе çÿреççĕ, пулăшаççĕ, анчах çумра мар. Хуларан тăтăш çÿреме çулĕ инçе", – хуравларĕ кинемей.

Çамрăксем валли ялта ĕç юлман – çапларах пĕтĕмлетÿ турĕç кинемейсем. Е çамрăкĕсем çĕртен инçерех тарма тăрăшнă-ши? "Хальхи яш-кĕрĕм кахалланса пырать. Пилĕк авмасăр укçа илесшĕн. Çавăнпа çĕр çинче ĕçлесшĕн мар", – шухăшне пытармарĕ кинемейсем пекех сакăр вунă çул урлă каçнă Сильвестр Николаевич Краснов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ. Ăна та ял ватăлни кулянтарать. Тепĕр чухне куççулĕ те тухать.

Тен ялти ырăлăх çителĕксĕр? Лавккасăр пуçне нимĕн те çук-çке. Почтăна, банка, тухтăр патне, шкула кÿршĕри Çирĕклĕ Шăхале утмалла. Малтан та çаплах пулнă, анчах вăл вăхăтра пĕчĕк ялта 60 ача ÿснĕ. Халĕ шкула пĕр ача çÿрет.

"Ун чухне колхоз пулăшнă. Шалу тÿленисĕр пуçне тыр-пул, утă-улăм çеç мар, купăста, пан улми тата ыттине те панă. Халĕ пĕр шалупа пурне те туянмалла, ачи-пăчине вĕрентмелле. 150 пин тенкĕ тÿлесе вĕрентеççĕ мăнука. Киле килсен çул çине, хулара пурăнма татах укçа, çимелли парса ямалла. Ĕлĕк юр-вара хуларан яла сĕтĕрнĕ, халĕ ялтан хулана йăтаççĕ, – иртнипе хальхине танлаштараççĕ кинемейсем. – Ĕлĕк эрехсĕр савăнма пĕлнĕ. Ĕç савăнăç пулнă. Халĕ мĕскер? Пурнăç кутăнла çаврăнчĕ".

"Ял хуçалăх предприятине уйрăм çын алла илнĕ. Унта ытларах техникăпа усă кураççĕ те ĕçлекен нумай кирлĕ мар. Пирĕн упăшкасем Мускава çÿреççĕ", – палăртрĕ ялти пĕчĕк çеç лавккара сутă тăвакан Валентина Семенова. 20-25-ре мар ĕнтĕ вăл, анчах пенси çулне çитмен. Апла çамрăксен шутĕнче. "Ялта кунашкал 9 çемье", – икĕ алăри пÿрнисене хуçса шутларĕ лавккаçă. Çулсем иртнĕçемĕн паянхи кинемейсене вĕсем улăштарĕç. Ун хыççăн кам тăрса юлĕ? Кăткăс ыйту. "Пирĕн ачасем ÿсеççĕ. Шкул пĕтерсен хулана вĕренме тухса кайĕç. Каялла таврăнмĕç", – шантарсах каланăн туйăнчĕ Валентина Борисовна. "Тепĕр 15 çултан мар, 7-8 çултанах ялта хĕлĕн-çăвĕн пурăнакан 8-9 кил тăрса юлĕ-ши?" – манăн ыйтăва ыйтупа хуравларĕ вăл.

Клавдия Алексеевна Савельевăн упăшки пурнăçран уйрăлнисене, сыввисене кашни çул шутласа пырать иккен. Унăн шухăшĕпе тепĕр 5 çултанах ял йăшни аван палăрмалла.

Пурăнаççĕ-ха хальлĕхе Мучарсем. Ватăсем патшалăха пенси панăшăн тав тăваççĕ, çĕр-шывра вăрçă-харçă çуккишĕн савăнаççĕ, ялта ĕçкĕпе иртĕхекенсемсĕр лăпкă пурăннăшăн хĕпĕртеççĕ. "Çакăнтах çут тĕнчепе сыв пуллашмалла пултăр. Хулана кайса уйрăлас çук", – текенсем те пур.

Валентина Борисовна Семенова сутуçă та тинех хулана çул тытас çук ĕнтĕ. Хăй вăхăтĕнче унта каяс шухăш пулнă, паллах. Çак яла качча тухнă та кунтах юлнă.

Вăл вăхăтра ялсене колхозсем тытса тăнă. Ĕç пулнă, халăх пурăннă. Сильвестр Николаевич Краснов хуçалăх лашапа пуян пулнине аса илет. Çĕре алăпа чавманпа пĕрех, çĕр улми лартма та, кăларма та лаша кÿлнĕ. "Ĕç çуккипе яш-кĕрĕм ялтан тарма тăрăшать теççĕ ял çыннисем. Мĕншĕн çĕр çинче ĕçлекен фермер пулас мар?" – пĕлес килчĕ манăн ялти хисеплĕ те сумлă ватăран. Хăйĕн шухăшĕнчен хальхинче те пăрăнмарĕ. "Кахалсем валли ĕç çук", – терĕ кăна.

Ирина Никитина.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.