Валерий Комиссаров: «Вĕренÿ кĕнекисем ырă туйăм парнелеççĕ»
Педагогсен шухăшĕпе - вĕренÿ процесĕнче учебниксен пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Çавăнпа та вĕсене вĕрентекенĕн ĕçĕнчи хушма пай пек çеç пăхни тĕрĕсех мар. Хальхи вăхăтра шкул учебникĕсем пысăк информациллĕ кĕнекесем шутланаççĕ. Вĕсенче практика занятийĕсене ирттермелли кăтарту, теори материалĕ чылай. Тĕплĕ шухăшласа йĕркеленĕ, кăсăклантарма пултаракан вĕренÿ кĕнекисем ачана ку е вăл предметпа пĕлÿ ытларах илме май параççĕ.