Комментари хушас

24 Утă, 2014

Хаçат пĕлтерĕшлĕрех-и е массаж-и?..

Шупашкар районĕнчи «Тăван Ен» хаçат ĕçченĕсем пире, штатра тăман корреспондентсене, тĕл пулăва йыхравларĕç. Редакцин Шупашкарта вырнаçнă çĕнĕ кантурĕнче халĕччен пулманскер хапăлласах килĕшрĕм.

Тĕл пулăва райхаçатпа тахçантанпах çыхăну тытакан авторсем хутшăнчĕç. Вĕсем: Фадей Константинов, Ксения Михайлова, Валентин Синельников, Николай Смирнов тата ыттисем. Хаçат ĕçченĕсем пире ăшшăн кĕтсе илчĕç, сĕтел тавра ларса калаçма чĕнчĕç. Штатра тăман журналистсем редакци Шупашкара куçни пирки пăшăрханса сăмахларĕç. Райхаçат ĕçченĕсем 1932-2011 çулсенче Кÿкеçрех ĕçленĕ. Кунта район пурнăçне аса илни те вырăнлă. 1936 çулта поселокра культура çуртне çĕкленĕ - пĕрремĕш хутра хаçат çапнă /унччен Шупашкарта пичетленĕ/. Вăрçăччен типографи валли çĕнĕ çурт тума палăртнă, анчах ĕлкĕреймен. 1955 çулта кăна çак шухăш пурнăçа кĕнĕ: çулталăкран пĕр хутлă типографи ĕçлеме пуçланă. Типографи директорĕнче Л.А.Алексеев ĕçленĕ вăхăтра /1962-1997çç./ иккĕмĕш хутне хăпартаççĕ.

Редакцие хулана куçарас ĕç-пуç тĕп редакторта В.Сорокин вăй хунă чухнех пуçланнăччĕ. Вăл тăрăшнипех виçĕ пÿлĕме илсе юлма пултарнă. Ун хыççăн хаçат тилхепине темиçе çын та тытса пычĕ. 2011 çулччен редакци иккĕмĕш хутра вырнаçнă. Паян вара... Хаçат фотографĕ пулнă Гелий Семеновăн ĕç мастерскойĕнче халĕ медицина полисĕ параççĕ, Геннадий Егоровпа Ирина Васильева пÿлĕмĕнче çĕр виçмелли организаци вырнаçнă, Вера Ивановăпа Алина Изман журналистсен пÿлĕмĕнче укçа кивçен илме пулать, тĕп редактор пÿлĕмĕнче - страхлакан компани, Марина Ивановăпа Андрей Изман операторсен ĕç пÿлĕмĕ пулнă вырăнта акăлчан чĕлхи вĕрентеççĕ. Пĕлтерÿпе реклама йышăнакан офисра «Пулă тытмалли çăтмах» лавкка тесе çырнă. Типографи директорĕ пулнă пÿлĕмĕн алăкĕ ятсăр. Çынсем каланă тăрăх - унта массаж тумалли пÿлĕм...

Николай ПЛАТОНОВ.

Шупашкар районĕ,

Шоркка ялĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.