Archive - Утă 2014

июля 23rd

23 Утă, 2014

Иккĕн вилнĕ, пиллĕкĕн суранланнă

«Çаврăнса ÿкнĕ «Cetz», арçынпа хĕрарăм виллисем... Хыçалти ларкăч çинче - арçын ачапа хĕр ача, иккĕшĕ те чĕрĕ, анчах вăйлă суранланнă. Хĕр ачан пуç купташки сиенленнĕ пулас, арçын ача хускалмасăр выртать. «Мерседесăн» малти пайĕ лапчăннă, «Ауди» - çул айккинче, пĕр 10 метрта. Васкавлă медпулăшу машинине ытла та вăрах кĕтме тиврĕ.

23 Утă, 2014

Сыхлăх нихăçан та ытлашши мар

Чăваш Енре лару-тăру лăпкă теме хăнăхнă та - нацисен хушшинчи çивĕчлĕх, экстремизмпа терроризм йышши киревсĕрлĕх пулма пултарассăн та туйăнмасть. Районсенче - пушшех. Анчах, шел те, ку енĕпе ĕçлемелли тупăнать, сыхлăх вара, паллă, нихăçан та ытлашши мар.

Тăвай районĕн прокуратури çулталăкăн пĕрремĕш çурринче асăннă енĕпе 21 тĕрĕслев ирттернĕ, саккуна пăснă 16 тĕслĕхе тупса палăртнă май представленисем çырса должноçри 7 çынна дисциплина енĕпе явап тыттарнă.

23 Утă, 2014

Пин-пин çамрăка пĕрлештернĕ

Çак кунсенче Вăрнар район администрацийĕн граждансен хутшăнăвĕсен актне регистрацилекен /ЗАГС/ пайĕн ертÿçинче нумай çул вăй хунă Алевтина Степанова тивĕçлĕ канăва кайнă. Ăна Вăрнар районĕнче нумайăшĕ лайăх пĕлет. Çемьепе юрату тата шанчăклăх кунĕнче «Хыпарăн» общество корреспонденчĕ Людмила Иванова унпа тĕл пулнă, ыйтусене хуравлама ыйтнă.

- Эсир культурăра ĕçлеме пуçланине пĕлетĕп. Мĕншĕн ЗАГСа куçрăр?

июля 22nd

22 Утă, 2014

Химиксен хулинчи перкелешÿ

Пăтăрмах вырсарни кун ирхине 4 сехет тĕлнелле пулнă.

Паллă мар çынсем «Ауди А8» автомобильпе Çĕнĕ Шупашкарти Женя Крутова урамĕнчи каçхи клуб патне пырса чарăннă та унта тăракан çамрăксене тĕллесе хĕç-пăшалтан пенĕ. Çакăн хыççăн вырăнтан пăрахса тарнă.

Тăватă çын, 22-27 çулсенчи çамрăксем, суранланнă, вĕсене больницăна ăсатма тивнĕ. Мĕншĕн тата, чи кирли, камсем пенĕ/ Хуравĕсем çук-ха. Полици преступниксене шырать. Çак пăтăрмах пирки мĕн те пулин пĕлекенсене 23-80-02 е 02 телефонсемпе шăнкăравлама сĕнеççĕ.

К.АНТОНОВ

22 Утă, 2014

Парăмсене шыраса илмелле

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

22 Утă, 2014

Якутсем сас пачĕç

Якут халăх сăвăçи Семен Руфов 85 çул урлă каçнă пулин те вулакансене çулсерен хăйĕн çĕнĕ кĕнекисемпе паллаштарсах тăрать. Темиçе çул каялла вăл куçарнă сăвăсен антологийĕ «Çăлтăрлă тÿпе» ятпа пичетленсе тухнă. Унта тĕнчери 27 чĕлхепе çырнă 92 авторăн сăвви-поэми кĕнĕ.

Pages