Комментари хушас

23 Утă, 2014

Сыхлăх нихăçан та ытлашши мар

Чăваш Енре лару-тăру лăпкă теме хăнăхнă та - нацисен хушшинчи çивĕчлĕх, экстремизмпа терроризм йышши киревсĕрлĕх пулма пултарассăн та туйăнмасть. Районсенче - пушшех. Анчах, шел те, ку енĕпе ĕçлемелли тупăнать, сыхлăх вара, паллă, нихăçан та ытлашши мар.

Тăвай районĕн прокуратури çулталăкăн пĕрремĕш çурринче асăннă енĕпе 21 тĕрĕслев ирттернĕ, саккуна пăснă 16 тĕслĕхе тупса палăртнă май представленисем çырса должноçри 7 çынна дисциплина енĕпе явап тыттарнă.

Прокурор протестленипе район уставне, депутатсен пухăвĕ çирĕплетнĕскере, улшăнусем кĕртнĕ - вăл экстремизмпа кĕрешмелли саккун требованийĕсене тивĕçтермен. Çынсем йышлă пулакан объектсене террористсенчен хÿтĕленин шанчăклăхне тĕрĕсленĕ. Çавна май ФХС управленийĕн сотрудникĕсемпе прокуратура ĕçченĕсем райцентрти автостанцире саккуна уяманнине тупса палăртнă. Унта пропуск режимне, объектăн шалти режимне пăснă, ĕçлекенсем теракт хăрушлăхĕ пур чухне пурнăçламалли йĕркене пĕлмен т.ыт. те. Станци пуçлăхне дисциплина енĕпе явап тыттарма тивнĕ.

Прокурор представлени çырнă май районти 4 шкулти хÿтлĕх требованийĕсене тивĕçтернĕ. Ку тĕслĕхсенче те яваплисене сăмах вĕççĕн ÿпкеленипе кăна çырлахман. Калăпăр, ют çынсем ирĕклĕнех кĕрсе çÿресрен сыхланса пĕр шкул тавра карта тыттарнă. 2012 çулта тĕрĕслев ирттернĕ май шкулсенче ачасем Интернет сетьне кĕрсе экстремизм тата терроризм сĕмĕллĕ сайтсемпе çăмăллăнах паллашма пултарнине палăртнă. Прокурор хушша кĕнĕ, компьютерсене ятарлă контакт-фильтрсемпе тивĕçтернĕ. Кăçал ирттернĕ тĕрĕслев çав чарусем паян та ĕçленине çирĕплетнĕ - вĕренекенсем юрăхсăр сайтсемпе паллашаймаççĕ.

Тĕнчене кисретекен пулăмсен шайĕнче çак ĕç, тен, вак-тĕвек пек те туйăнĕ. Анчах, паллă, пысăкки пĕчĕккинчен пуçланать. Çавăнпа та хайхи юрăхсăр вак-тĕвекрен сыхланни пысăк хăрушлăхран упранма пулăшать.

Оксана ЯСТРЕБОВА,

Тăвай районĕн прокурорĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.