Пурнăçа çăмăллатакан маçтăр
Тăван ен

Килти хуçалăхра усă курмалли тĕрлĕ ĕç хатĕрĕ ăсласа кăларакан кашни ялтах пур. Куславкка районĕнче те йышлă.

Вĕсенчен пĕри - педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, поэт-композитор, техника ăславçи, аслă категориллĕ вĕрентекен Николай Белов. Аманик ялĕнче çуралнă, унтах пурăнать, нумай çул Карач шкулĕнче ачасене пĕлÿ панă. Хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канура.

Аманик ăстаçисем унчченех ял-йыша çăмăллăх кÿрекен хатĕр-хĕтĕр ăсталанă. Тĕслĕхрен, Энĕш юхан шывне икĕ тĕлте пĕвелесе çăнăх тата кĕрпе арманĕсем лартнă. Колхоз йĕркелесенех ял тÿпемĕнчен тапакан çăл куçран айлăмри урамсене вĕçрен вĕçе валак тăсса шыв антарнă, пахчана кĕртнĕ. Хальхи пек башня лартман, çĕр тĕпĕнчен электронасуспа шыв уçламан. Вăл хăй тĕллĕн шăнкăртатса юхнă.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи хыççăн Энĕш çинче электростанци хута яраканни Иван Чернов механик пулнă. Н.Белов - Аманик ăславçисен ĕçне малалла тăсакансенчен пĕри. Шкулта вĕреннĕ чух шăллĕпе Олегпа, хальхи вăхăтра Мускав облаçĕнчи предприяти инженерĕпе, электричествăна вăйсăрлатакан трансформатор майлаштарнă. Хăйсен аппаратне пăхса иккĕшĕ те савăннине кăмăллăн аса илет. «Ăслайпа ачасене шкултах паллаштармалла, - тет Николай Николаевич. - Вĕсен тĕрлĕ проектне вĕрентекенсен тивĕçлипе хакламалла». Ачасен патшалăх патентне тивĕçлĕ ĕçĕсене вăл кандидат диссертацийĕнче те вырăн уйăрнă.

Н.Белов - патшалăхăн пилĕк патент авторĕ. Вăрлăх акмалли сеялкăн рет хушшине сарма е пĕрме, кашни минутра вăрлăх мĕн чухлĕ варăнтармаллине палăртакан хатĕр хушăкне пысăклатма е пĕчĕклетме пулать. Йăран туса, вăрлăх унта ÿксе, ăна тăпрапа хупласа пырать.

Строительсем çурт стенисем çине е алă вĕççĕн, е пăрăхпа раствор пĕрĕхтернине, вăл кăштах кушăхсан ăна сăтăркăчпа тикĕслесе якатнине пурте пĕлеççĕ. Ĕç вăхăта нумай илет. Н.Белов ăна хăвăртрах вĕçлемелли меслет шухăшласа кăларнă. Кирпĕч стена çине талккăшпех çÿхе те çăмăл бункер тайăнтарса çирĕплетме, сахалрах тăкакланас тĕллевпе иккĕшĕн хушшине пăрăхран çÿхе çеç шĕвĕ раствор хăваласа кĕртме сĕннĕ. Бункера хăйпăтса илетĕн те - тип-тикĕс стена. Вĕтĕ шăтăк-путăка шпатлевкăпа çеç якатмалла.

Виççĕмĕшĕ - шкул ачин хыçлă тенкелĕ. Кирлĕ пулсан ларкăчне антараççĕ е хăпартаççĕ. Тăваттăмĕшĕ - çĕр улмине хăвăрт çăвакан машина. Шыва перекетлеме май парать. Юлашки - «Электромотоблок» ятлă. «Тимĕр ут» çине хăпарса ларатăн та тăпрана кăпкалататăн тата «иккĕмĕш çăкăр» вăрлăхне лартма йăран касса пыратăн.

Вăл ытти механизм та ăсталанă. Çуллахи каникулта уйран фермăна лашапа улăм турттарса аннă май тырă выракан комбайн епле ĕçленине час-часах пăхса тăнă. Вун-вун пучах тĕшĕленмесĕрех улăма лекнине асăрханă. Тăкак курас мар тесе мотовило айне пучаха хăмăлтан татса тепĕр транспортера вăркăнтаракан барабан лартма сĕннĕ. Шкулта чух вăл çак ăслайшăн патент илме патшалăхăн экспертизин органне документ тăратасси пирки шухăшламан. Институт пĕтерсе ачасене вĕрентме пуçласан «Шкул тата производство» журнала алла илнĕ. Америка тĕпчевçин «Пучаха хăмăлтан татакан барабан» статйипе паллашнă. 7-8 классенче пуçĕнче тĕвĕленнĕ сĕнĕвне АПШ авторĕ таçтан унран ыйтса пĕлнĕ пекех тĕпĕ-йĕрĕпе çырса, схемăласа кăтартнă.

Унăн пуçĕнче - пĕрмай çĕнĕ шухăш. Проекчĕ сахал мар. Анчах вĕсене пурнăçа кĕртме пенсионер укçи çитменни ура хурать. Апла пулин те Мускав эксперчĕсем ырласа йышăннă ĕç хатĕрĕсем çынсене кирлĕ пулнăшăн хăйне телейлĕ туять.

Наталья ПЕТРОВА

Наталья ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.