Archive - 25 Утă, 2014
Кокель профессор çĕр-шывĕнче...
Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче Пĕтĕм тĕнчери Кокель ячĕллĕ пленэр кăçалхипе саккăрмĕш хут йĕркеленчĕ. Çак тапхăрта паллă художникăн тăван çĕр-шывне Украинăри тата Раççейри 70 ытла ÿнерçĕ çитсе курчĕ, вĕсем 700 ытла ĕç ăсталанă. Пленэр утă уйăхĕн 8-20-мĕшĕсенче иртрĕ. Вăл яланхиллех куравпа вĕçленчĕ.
Çар çынни пенсие хăвăртрах тухать
Шалу тивĕçтерменнипе - салтака
Майамире Раççей çăлтăрĕсем кăна мар...
Йăмăкĕсемшĕн вăл - тĕслĕх вырăнĕнче
Патăрьел салинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине кăçал илсе тăракан Ольга Храмовăпа курнăçрăм. Вăл - И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн 3-мĕш курс студентки. Кашни çемьерех аслисем кĕçĕннисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Храмовсен çемйинче виçĕ хĕр.