Комментари хушас

25 Утă, 2014

Йывaçа сиплемеллех

Пĕлтĕр çулçăсене ернĕ хура пăнчăсем виноград тĕмне сиенлерĕç. Вăл хăрсах ларчĕ темелле. Кăçал груша йывăççине те çак чир сиенлеме пуçларĕ. Çулçăсем çинче тĕксĕм хăмăр пăнчăсем, аял енче хылчăк пек хăмăр вырăнсем. Мĕнле чир-ши вăл тата мĕнле сиплемелле ăна.

Родион НИКОЛАЕВ.
Сĕнтĕрвăрри районĕ.

Николай, эсир илсе килнĕ чирлĕ турата специалиста кăтартрăмăр. Сирĕн ыйтăва ученăй-агроном, дендролог, ЧР пахчаçăсен союзĕн наука совечĕн членĕ Владимир Алексеевич БОГАТОВ хуравлать. Турата пăхса чир паллисене хакланă хыççăн ку парша /ÿсен-тăран кутăрĕ/ тесе калама пулать. Вăл кăмпа чирĕ, спорăсемпе аталанать. Малтанах çулçăсене сиенлет, пĕчĕкçĕ хăмăр пăнчăсем каярах сарăлса пыраççĕ те çулçăсем хăрса типеççĕ, тăкăнаççĕ. Çимĕçсене лексен - çимĕçсем чир лекнĕ çĕре пĕрĕнсе кукăрăлаççĕ. Хăвăрт çĕреççĕ, лайăх ÿсеймеççĕ.

Чир ан сарăлтăр тесен тăпрана йĕри-тавра кăпкалатса уçăлтармалла, йывăç турачĕсем йăвă ан пулччăр. Хытах сиенленнисене касса çунтарма юрать. Кĕркунне тăкăннă çулçăна пуçтарса çунтарăр.

Асăрхăр, çывăхра уртăш /можжевельник/ йывăçĕ çук-и. Çак йывăç парша чирне сарма пулăшнине палăртаççĕ ăсчахсем.

Йывăçа сиплесси, чирлĕ йы­вăçа пăхăр хутăшĕ пур им-çампа пĕрĕхмелле. Вĕсене хуçалăх лавккисенче çăмăллăнах туянма пулать. Бордовская смесь, Пăхăр купоросĕ /медный купорос/, Тимĕр /железный/ купоросĕ, Хом, Оксихом. Анчах асра тытăр. Ку хими препарачĕсемпе йывăçа çĕртме уйăхĕнчех сирпĕтмелле пулнă. Халĕ кая юлнă ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен ку им-çам тĕсĕсем наркăмăшлă. Вĕсемпе пĕрĕхнĕ йывăç çимĕçне 20-30 кун иртмесĕр çиме юрамасть.

Хальхи вăхăтра - утă уйăхĕнче - фитоспорин ятлă им-çампа йывăçсене пĕрĕхме юрать. Ку препарат наркăмăшлă мар. Пĕрĕхнĕ хыççăн 2-3 кунранах çимĕç çиме юрăхлă.

Унсăр пуçне парша чирне халăх мелĕпе те пĕтерме пулать. Тăпăрчă шывĕпе пĕрĕхни витĕмлĕ. Вăл иçĕм /виноград/ тĕмĕшĕн те, улмуççишĕн те, грушăшăн та аван. Помидора та фитофтора чирĕнчен тăпăрчă шывĕпе пĕрĕхме юрать.

Тепĕр мел, вĕлтĕрен 2-3 килограма яхăн татăр та витрене хурăр. Унта шыв тултарăр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.