Комментари хушас

25 Утă, 2014

Нумай хaяр - хĕлле валли тaварлар

Утă уйăхĕнче йăран çинчен витрипех пуçтаратпăр симĕс те шатрашка хăяра. Шел те, пирĕн тăрăхра ку вăхăт нумая пымасть. Юрать-ха çуллахи хĕвел парнине хĕл валли хатĕрлесе хумашкăн халĕ тĕрлĕ май пур.

Хăяра пĕр çĕр сивĕ шывра тытмалла. Тепĕр кунне укроп, ыхра, хĕрен çулçипе тымарĕ, пĕрчĕллĕ пăрăç хатĕрлетпĕр. Çуса тасатнă банкăсене çак техĕмлĕхсене пайлса хуратпăр, хăяр тултаратпăр. Пысăк кастрюльпе шыв вĕреме лартатпăр. Вĕреме кĕрсен банкăсене яратпăр та 10-15 минут тытатпăр. Унтан шыва банкăсенчен каялла кастрюле пушататпăр, тăвар /5 литр шыв пуçне/ 200 грамм кĕрекен стакана хĕррине пĕр пÿрне сарлакăш çитиччен тултарса/ хушатпăр.

Тăвар шывĕ вĕреме кĕрсен 5 литра 9: уксус çур стакан ытларах яратпăр. Вĕрекен шыва тепĕр хут банкăсене тултаратпăр, тимĕр хупăлчапа хупатпăр. Çакнашкал маринадланă хăяр тутипе малосолкăна аса илтерет.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.