Хĕрарăмсен масарне тĕпчеççĕ
Мăньял Хапăс тата Пăртас ялĕсен икĕ çырми хушшинчи ансăр сăмсахра археологсем ĕçлени пирки "Хыпарта" пĕлтернĕччĕ. Вĕсем авалхи Мăньял Хапăс масарĕ ят панă археологи палăкне тĕпчеççĕ.
Кăçал ку ĕçе Мордва педагогика институчĕн студенчĕсене те явăçтарнă. Масарта мордвасен мăн аслашшĕсен пулма пултарнă япаласемпе эрешсене тупнă. Сулăсем, мăй çыххисем, пăхăртан тунă çамка эрешĕсем Пенза облаçĕнче тĕпченĕ авалхи мордвасен масарĕнче асăрханă япаласене çывăх.
Археологсем тĕпчекен II-III ĕмĕрсенчи масарта хĕрарăмсене кăна пытарнă. Пурĕ - 41 вил тăпри. 34-мĕшĕнче тăм савăт, пăхăр тăхапа тата ункăсемпе илемлетнĕ пуçа тăхăнмалли хатĕр тупнă. Вăл йывăç хуппи хÿттинче выртнăран аван упраннă. Археологсем тĕлĕнтермĕш асăрханă, калпак çумĕнче хĕрарăмăн çÿçĕ сыхланса юлнă. Кăкăр тĕлĕнче çаврака бронза шăранчăкĕнчен тунă çаврака тăха тупнă. Хăш-пĕр шăмă пайĕ те бронза татăкĕсен айĕнче выртнăран аван упраннă. Хĕрарăмăн урине сандали евĕр пушмак тăхăнтартнă. Çакна сăран пÿшкĕн /ремешок/ тата бронза татăккисем çирĕплетеççĕ.
Хĕрарăмăн обществăри вырăнне эрешсен хисепĕ тата тăм савăт калăпăшĕ /пуянсен - пысăкрах, ыттисен - пĕчĕкрех/ кăтартать. Мĕн чухлĕ ытларах эреш хунă, вилене çавăн чухлĕ тарăнрах пытарнă.
"Мăньял Хапăс çывăхĕнчи авалхи масарта тупнă археологи материалĕсем - истори пĕлтерĕшлĕ питĕ хаклă япаласем”, - тет Вăрнар музейĕн директорĕ Елена Шарипова. Вĕсем Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче упранĕç. Вăрнар музейĕн фондĕнче студентсен фотоотчечĕсем вырăн тупĕç. Тата Мордва педагогика институчĕн студентки Алена Любимкина ÿкерчĕксем парнелеме шантарнă. Вăл тимĕр ĕмĕрĕнче пурăннă хĕрарăмăн пуçа тăхăнмалли хатĕрне ăсталама ĕмĕтленет.
И.СЕРГЕЕВА.
Вăрнар районĕ