Archive - 25 Утă, 2014

25 Утă, 2014

Дайкон çитĕнтерер-и?

Дайкон çисе курнисем пĕлеççĕ: вăл çав тери тутлă. Çуркуннечченех лайăх упранать. Миноваси, Клык слона тата Дубинушка текен сортсем уйрăмах лайăх пулаççĕ. Пирĕн тăрăхра дайкона çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче акмалла, унсăрăн вăл чечеке кайма пултарать. Çÿллĕлетнĕ ансăр йăран çинче лайăх çитĕнет. Аксан эрнеренех шăтса тухать. Авăн уйăхĕнче вара тымар çимĕçĕн пуçĕ курăнма та пуçлать. Çутăра дайкон кукăрăлать, симĕсленет, ăна лăймака хурт тапăнма пултарать. Çавăнпа тымар çимĕçе купаламалла. Юпа уйăхĕн варри тĕлне вара кăлармалла. Сивĕре тĕртмен материалпа (лутрасил, агрил) витмелле.

25 Утă, 2014

Чей ĕçесчĕ пылпала

Хĕлле чей ĕçме тĕрлĕ йывăç çулçи – пан улми, хурлăхан, чие, хăмла çырли, груша – пухатăп. Чей вĕретнĕ чух пĕр-пĕринпе хутăштарма юрать-ши? Хăш вăхăтра пухсан тата мĕнлерех типĕтсен аван-ши?

Леонид Семенов. Красноармейски районĕ, Йÿçкасси.

25 Утă, 2014

Пилешĕм, пилеш

Тахçан пилеш сăваплă йывăç шутланнă, касма та юраман ăна. Хальхи вăхăтра чылайăшĕ пилеш усси çинчен нимех те пĕлмест. Çав вăхăтрах пилешре фосфор пулăринчен те ытларах, каротин вара – кишĕртинчен те.

Pages