Комментари хушас

25 Утă, 2014

Дайкон çитĕнтерер-и?

Дайкон çисе курнисем пĕлеççĕ: вăл çав тери тутлă. Çуркуннечченех лайăх упранать. Миноваси, Клык слона тата Дубинушка текен сортсем уйрăмах лайăх пулаççĕ. Пирĕн тăрăхра дайкона çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче акмалла, унсăрăн вăл чечеке кайма пултарать. Çÿллĕлетнĕ ансăр йăран çинче лайăх çитĕнет. Аксан эрнеренех шăтса тухать. Авăн уйăхĕнче вара тымар çимĕçĕн пуçĕ курăнма та пуçлать. Çутăра дайкон кукăрăлать, симĕсленет, ăна лăймака хурт тапăнма пултарать. Çавăнпа тымар çимĕçе купаламалла. Юпа уйăхĕн варри тĕлне вара кăлармалла. Сивĕре тĕртмен материалпа (лутрасил, агрил) витмелле. Пĕрремĕш хут юр çунă хыççăн кăларма юрать. Çулçă тунине 2 см хăварса касмалла. Çулçине хăмла çырли тĕмĕсен çывăхне пăрахса çĕрпе витмелле. Дайкон упранакан вырăнта 1 градусран ытла сивĕ пулмалла мар. 0-20 градусра хăйăр ăшĕнче тата лайăхрах упранать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.