Комментари хушас

25 Утă, 2014

Пилешĕм, пилеш

Тахçан пилеш сăваплă йывăç шутланнă, касма та юраман ăна. Хальхи вăхăтра чылайăшĕ пилеш усси çинчен нимех те пĕлмест. Çав вăхăтрах пилешре фосфор пулăринчен те ытларах, каротин вара – кишĕртинчен те.

Кил умĕнче ÿсет-и пилеш, пахчара-и е хуралтă çумĕнче-и – пур çĕрте те илĕр-тÿллĕ вăл. Чечеке ларнă вăхăтра ун йĕри-тавра пыл хурчĕпе тĕкĕлтура явăнать. Каç енне шăрши вăйланать, сывлăша тасатать. Пахчаçăсем уйрăмах «Нежинская» сорта кăмăллаççĕ. Çырли унăн шултра та пылакрах тутăллă.

Пилеш авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче пиçсе çитет. Кайăксем çак саманта кĕтсех тăраççĕ. Витаминпа пуян-çке вăл, чул пухăнасран упрать.

Вĕçен кайăксемшĕн кăна мар, пирĕншĕн те питĕ усăллă вăл. Юн пусăмĕ ÿсесрен кунсерен 10 çырла çимелле. Пĕверти наркăмăшлă япаласене кăларма пулăшать.

Хĕлле валли хатĕрлеме те ансат ăна. Çырлана лайăх çуса сахăрпа (1:2) кăна хутăштармалла. Варени те аван пулать. Типĕтсе е шăнтса хуни пахалăхне çухатмасть. Пилеш çулçи те усăллă! Унпа вĕретнĕ шывпа чÿхесен çÿç йăлтăртатса тăрĕ. Çырлана типĕтсе çип çине шăрçа евĕр тирсе чÿрече çине е алăк тăррине çаксан вара пирĕн кил-çурта нимĕнле усал вăй та кĕреймĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.