Комментари хушас

25 Утă, 2014

Хуçалăх супăнĕ

Чылай чухне хуçалăх супăнĕпе кĕпе-йĕм çунă чухне çеç усă куратпăр. Çав вăхăтрах унпа тем тума та пулать.

Калăпăр, пуç çума. Шампуньпе çунă хыççăн хуçалăх супăнĕпе çăвакансем çÿç сывă та çăра, кирĕксĕр пулнине калаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ, вăрçă вăхăтĕнче пуçа хуçалăх супăнĕпе çеç çунă пулсан та çÿç шампуньпе çунинчен лайăхрах курăннă.

  • Ача çураттаракан çуртсенче халĕ те урай çунă чухне супăньпе усă кураççĕ, мĕншĕн тесен вăл питĕ лайăх дезинфекцилет.
  • Вируса хирĕç кĕрешме те пулăшать, çавăнпа унпа ар органĕсен чирĕсене сипленĕ çĕрте усă кураççĕ.
  • Эрнере 2 хут та пулин хуçалăх супăнĕпе çăвăнма сĕнеççĕ: ÿт сывă та таса курăнĕ. Кайран ÿте ача-пăча кремĕпе сĕрмелле.
  • Хуçалăх супăнĕ ирĕлтернĕ шывра шÿтерсе лартнă милĕкпе çапăнсан ÿт çуталса çеç тăрĕ.
  • Сунас пуçланать-и? Апла хăвăртрах супăнь шывĕ тумалла, ваткăна унпа йĕпетсе сăмса шăтăкне чикмелле. Паллах, малтанлăха кăшт чĕпĕтсе илĕ, анчах сăмса питĕрĕнме пăрахĕ, 2-3 кун сипленнĕ хыççăн вара сунас çинчен вуçех манатăр.
  • Урари кăмпа чирне сиплеме те пулăшать вăл. Сиенленнĕ вырăна супăньпе щеткăпа лайăх сăтăрмалла, унтан йодпа сĕрмелле.
  • Салтак вăхăтĕнче урари кăмпана хуçалăх супăнĕпе сыватнисем те пулнă: пĕр эрне таран ирпе-каçпа урана сивĕ шывпа хуçалăх супăнĕпе çумалла.
  • Шăл тасатнă хыççăн щеткăна супăньпе сĕрсе каçлăха хăварсан унта нимĕнле микроб та юлмĕ.
  • Лавккаран туянакан чăх тушкине те хуçалăх супăнĕпе çунине калаççĕ. Инçетрен кÿрсе килекен пан улми, апельсин-мандарин таврашне унпа çумалли ахалех паллă ĕнтĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.