- Чăвашла верси
- Русская версия
Чей ĕçесчĕ пылпала
Хĕлле чей ĕçме тĕрлĕ йывăç çулçи – пан улми, хурлăхан, чие, хăмла çырли, груша – пухатăп. Чей вĕретнĕ чух пĕр-пĕринпе хутăштарма юрать-ши? Хăш вăхăтра пухсан тата мĕнлерех типĕтсен аван-ши?
Леонид Семенов. Красноармейски районĕ, Йÿçкасси.
Чей тĕсĕпе шăршине сыхласа хăварас тесен çулçа уяр та типĕ кун, сывлăм типнĕ хыççăн пухмалла. Вăл е ку йывăç çулçине хутăштармасăр сулхăн вырăнта (аслăк айĕнче, мачча тăрринче) хут çине сарса типĕтмелле. Капрон хупăпа хупнă виçĕ литрлă банкăра, шкапра аван упранать. Пан улми, груша, чие çулçине çурла-авăн уйăхĕсенче е чечеке ларнă тапхăрта пухма сĕнеççĕ, хурлăханăнне – çĕртме уйăхĕнче, хăмла çырлинне – çу каçипех, çавăн пекех чечеке ларнă тапхăрта, хура хăмла çырлинне (ежевика) – çĕртме-утă уйăхĕсенче, кĕтмелпе (брусника) хура çырла (черника) çулçине – çу-утă уйăхĕсенче, çĕр çырлинне (земляника) – кĕр пуçламăшĕнче.
Пилеше пирвайхи сивĕ хыççăн, çырли кăшт пылаклансан пухаççĕ. 80-90 градус таран ăшăтнă духовкăра типĕтеççĕ. Типĕтнĕ хыççăн кăштах ăшаласа илме те юрать: 160-180 градус та хăрушă мар.
Кашнинех расна савăтра упрамалла, чей тунă чухне вĕсене пĕр-пĕринпе хутăштарни нимех те мар. Чи кирли – тути те, шăрши те хăвăр кăмăла кайни.
Комментари хушас