Парăмсене шыраса илмелле

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова тата Тариф службин ертÿçи Альбина Егорова патшалăх тата муниципалитет саккасĕсене вырнаçтарни çинчен каласа панă. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан таварсем сутăнни конкурентлă процедурăсен тÿпи 9,7% ÿснĕ. Михаил Игнатьев чылай муниципалитет çак ĕçĕн бюджет тухăçлăхне ÿстерме пултарнине, ку укçа перекетлеме пулăшнине палăртнă. Çав вăхăтрах контракт условийĕсене пăснă поставщиксемпе подрядчиксенчен укçа шыраса илес енĕпе япăх ĕçленĕшĕн ÿпкеленĕ. Калăпăр, çулталăкăн пĕрремĕш çурринче судсем бюджет валли 24,5 млн тенкĕ ытла шыраса илмелли йышăнусем тунă, анчах вĕсем тăрăх пĕтĕмпе те 756 пин тенкĕ çеç тÿленĕ. Республика Пуçлăхĕ лару-тăрăва йĕркелемешкĕн мерăсем йышăнма хушнă.

Эрне кун Çĕнĕ Шупашкарта пулнине аса илтернĕ май Михаил Васильевич хула администрацийĕ хăйсен тивĕçне пурнăçламан подрядчиксемпе арендаторсенчен парăмсене шыраса илес енĕпе кирлĕ пек ĕçлеменни çинчен каланă. "Хула влаçĕсем ĕçсене пурнăçлани çинчен калакан суя актсене 27 млн тенкĕлĕх алă пуснă, çав ĕçсене "Парнас" организаци ТБО полигонĕнче пурнăçланă имĕш. Тата 34 млн тенкĕ - тÿлемен налуксем, муниципалитет пурлăхĕпе усă курнăшăн капланнă парăмсем. Çапла вара хула влаçĕсем тĕрлĕ ăçтиçука 61 млн тенкĕ "парнеленĕ", анчах никам та явап тытман", - пĕтĕмлетнĕ вăл.

ГКЧС председателĕ Вениамин Петров çуллахи вăхăтра шыв объекчĕсенче çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес ыйтупа сăмах илнĕ. Республикăра официаллă майпа 15 пляжпа, ятарласа йĕркеленĕ 19 вырăнпа усă курма ирĕк панă. Çулталăк пуçланнăранпа 27 инкек пулнă - 21 çын путса вилнĕ, çав шутра 7 ача. Вĕсем пурте ятарласа палăртман вырăнсенче шыва кĕнĕ, путнисенчен 13-шĕ ÿсĕр пулнă. Михаил Игнатьев вырăнсенчи администрацисен пуçлăхĕсене хăрушсăрлăха тивĕçтермелли хушма мерăсем йышăнма, профилактика рейчĕсем йĕркелеме чĕнсе каланă.

Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова халăхăн социаллă ыйтăвĕсене татса парас енĕпе ĕç тухăçлăхĕпе пахалăхне пысăклатас ыйтăва çĕкленĕ. Çак ĕçе патшалăхăн мар организацисене, коммерципе çыхăнман тытăмсене, ыр кăмăллăх юхăмĕсене те явăçтараççĕ. Алла Владимировна çавăн пекех Ростов облаçĕнчен Чăваш Ене Украинăран тарма тивнĕ çынсен тепĕр ушкăнĕ килни çинчен пĕлтернĕ - 21 çын, çав шутра 5 ача. Вĕсене пурне те хăна çуртне вырнаçтарнă.

 

С.ВОЛКОВ

С.ВОЛКОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.