Хресчен кулянăвне пĕлсе кайрĕç

Шăмат кун "Раççей-2014" авточупăва хутшăнакан транспортăн 6 хатĕрĕпе Владивостокран çитнĕ 16 çынна Тутарстанпа Чăваш Ен чиккинче кĕтсе илнĕ.

Пĕтĕм Раççейри "Раççейшĕн" халăх фрончĕ" общество юхăмĕн тĕп штабĕн членĕ Александр Васильев, РФ Патшалăх Думин депутатне Псков облаçĕнчен суйланнăскер, ертсе пынипе вĕсем утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче çула тухнă. Севастополь хулине çитме палăртнă. Çул çÿрев федерацин 38 субъекчĕ тăрăх 14800 çухрăма тăсăлĕ. Экспедици тĕллевĕ - общество представителĕсене, специалистсене явăçтарса автоçулсемпе вĕсен хĕрринчи инфратытăм пахалăхне уçăмлатасси. Ушкăн диагностикăра патшалăхăн "Росатом" корпорацийĕ ăсталанă "Кондор" георадарпа усă курать. Регионсен пурнăçне документацилекен "Кулленхи Раççей" ятлă фильм ÿкерет.

Авточупăва хутшăнакан 5 çамрăк 13 сехет иртсен ЧР Наци библиотекине çитрĕ. Вĕсене районсенчен, Шупашкартан 12 сехет тĕлне пуçтарăннă паллă та хисеплĕ çынсем кĕтсе илчĕç. Çавра сĕтел хушшине вырнаçса "Ял хуçалăхĕнчи инновацисем" темăна сÿтсе яврĕç. Калаçăва çÿлте асăннă общество юхăмĕн республикăри уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн ертÿçи Николай Косыев йĕркелерĕ.

А.Васильев депутат çул çÿрев тĕллевĕпе паллаштарчĕ, Чăваш Енри лару-тăрупа кăсăкланчĕ. ЧР Ял хуçалăх министерствин "Агро-Инновацисем" хысна предприятийĕн директорĕ Николай Васильев федерацин 2006 çулта йышăннă "АПК аталанăвĕ" наци программи яла çĕнетме май панине пысăка хурса хак пачĕ. Хресченсем кĕске е нумай вăхăтлăха кредит илсе производство объекчĕсем турĕç, техника хатĕрĕ чылай туянчĕç. Килти хуçалăхсем ăна 20 млрд тенкĕлĕх илсе çурт-йĕр çавăрчĕç, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетрĕç, техника хатĕрĕ илчĕç. Анчах РФ Ял хуçалăх министерствинче килес çултан субсиди памалли йĕркене улăштарасси çинчен калаçаççĕ. "Федерацирен регионсене сĕтшĕн куçараканнине упраса хăвармаллах", - терĕ Николай Иванович.

РФ хыснинчи укçаран субъектсене кредитсен проценчĕн пĕр пайне вăхăтра тÿлесе татманнине пула аграрисем нумай млн тенкĕлĕх тăкак тÿсрĕç. Министерствăн хăйĕн тивĕçне палăртнă вăхăтра пурнăçламалла. Иртнĕ çулсенче АПКна пысăк усă кÿнĕ субсидисене çитес çулсенче те памалла. "Агропрома самай аталантарнă йĕркене пăрахăçлас марччĕ", - терĕ Н.Васильев.

Чăваш Енри ХФХсемпе ЯХПКсен ассоциацийĕн председателĕ Ильдар Чемеров мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсене пырса тивекен ыйтăва çĕклерĕ. "Вĕсем паян чи нумай 8 çуллăха кредит илееççĕ, - терĕ. - Анчах çак вăхăт ферма, ăшă гараж туса, ăратлă выльăх е машина-трактор туянса аталану çулĕ çине çирĕп тăма çитмест. 15 çула кредит памалла".

ЯХПКсен председателĕсемпе директорсен канашĕн председателĕ Виталий Семенов АПКна кадрсем çитменнипе çыхăннă ыйту çинче чарăнса тăчĕ. "Халĕ вырмара комбайнерсем, кĕрхи суха тума трактористсем кирлĕ, - терĕ. - Анчах нумай çĕрте вĕсене кăнтăрла хунарпа шырасан та тупаймаççĕ. Сăлтавне механизаторсем ĕç укçи лайăх тÿлекен регионсенче е республикăри хуласенче вăй хунипе кăна çыхăнтармастăп. Агропром профессийĕсем çамрăксемшĕн паян модăра пулманни - пысăк инкек. Ачисем алла аттестат илсенех ашшĕ-амăшĕ хула еннелле тĕллесе кăтартнăран е шкул пĕтернисем хăйсен пуçĕпех шухăшласа пурнăçа çуралнă вырăнпа çыхăнтарманран ялта ĕçлесе пурăнакан çав-çавах сахалланать".

Йывăр промышленноç, суту-илÿ АПКна аталанма памаççĕ. Çунтармалли-сĕрмелли япаласен, ял хуçалăх техникин, минерал удобренийĕн, хими им-çамĕн, ферма оборудованийĕн, строительство материалĕсен тата промышленноç таварĕсен хакĕн шайлашусăрлăхĕ питĕ пысăк. Çавна пула аграрисен кĕсйинче укçа нумай тăмасть.

Куслакка районĕнчи ХФХ ертÿçи Василий Семенов ялсенче пахча çимĕç, улма-çырла çитĕнтерме май пуррине пăхмасăрах çĕр-шыва чикĕ леш енчен турттарса лавккасене панине сивлерĕ. "Патшалăхăн субсидипе ытларах тин çеç ĕçе пикенекенсене мар, ура çинче çирĕп тăракансене пулăшмалла. Вĕсем хыснаран уйăрнă укçаран продукци чылай маларах параççĕ, тăкака саплаштарса тупăш илеççĕ. Пирĕн вузсем вăл е ку отрасльти ĕç технологине лайăх пĕлекен специалистсем вĕрентсе кăлараймаççĕ, - терĕ фермер. - Ку - çĕр çинче ĕç пуçарса яма чăрмантаракан сăлтавсенчен пĕри. Ытти регионта пахча çимĕç упраçĕн тăкакĕн 70 процентне таран, Чăваш Енре 30 процентне çеç саплаштараççĕ. Пирĕн ытти субсидисен виçи те хăш-пĕр субъектринчен пĕчĕкрех. Ялта пурăнма çын юлтăр тесен вĕсене те кÿршĕсеннипе танлаштармалла".

"Симĕс сад таврашĕ" общество ертÿçи Михаил Горбатин Муркаш районĕнчи "Гигант" хуçалăхăн пулнă çĕр лаптăкне тара илсе агротуризм йĕркелесе янине - хăна çурчĕ, зоопарк, ресторан уçнине, химисĕрех пахча çимĕç çитĕнтернине - пĕлтерчĕ.

ЧПЯА аслă преподавателĕ Ирина Ершова академирен вĕренсе тухакансен квалификацийĕ çителĕксĕррине теорие практикăпа çителĕксĕр çыхăнтарнипе - студентсене хуçалăхсене, чикĕ леш енне практикăна сахал янипе - ăнлантарчĕ. "Ял çамрăкĕсенчен ытларахăшĕ академире диплом илнĕ хыççăн хулара ĕçлесе пурăнма май паракан специальноçсене суйласа илет, - терĕ вăл. - Ялта агроном, ветеринар е зоотехник нумай ĕçлесе илейменнине лайăх пĕлет".

ЧР ял хуçалăх министерствин инноваци пайĕн ертÿçи Владимир Васильев та "АПК аталанăвĕ" наци программи ялсене çĕнетме пулăшнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Сăмах илнисем çĕкленĕ ыйтусене хуравларĕ. Продукци вырнаçтарас тĕлĕшпе республикăра пысăк ĕç пурнăçланине, Шупашкар, Йĕпреç, Тăвай, Елчĕк, Муркаш районĕсенче агротуризм объекчĕ ĕçе кĕнине пĕлтерчĕ.

Авточупу тĕллевĕ ял хуçалăхне инвестици хывассине тишкересси мар пулин те тĕл пулура çивĕч ыйтусене çĕклени кăмăла кайрĕ. Эпир Мускавран килекен тĕрлĕ должноçри çынсене нумай чух, тен, яланах лайăххине çеç кăтартма, вĕсен умĕнче "пирĕн ку аван, вăл чаплă" тесе кăкăр çапма хăнăхнă. Хальхинче çапла пулмарĕ. Пурнăçа вĕçрен вĕçе çитерсе пыма регионта çăмăл маррине итлесе ларнă Патшалăх Думин депутачĕ А.Васильев Мускава таврăнсан çивĕч ыйтусене Федераци Пухăвĕн аялти палатин ертÿлĕхне пĕлтерсен тем пекехчĕ.

Çавра сĕтел хыççăн ушкăн Шупашкарти И.Яковлев проспектне кăçал хывнă çул пахалăхĕпе кăсăкланнă.

Юрий МИХАЙЛОВ

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.