Archive - Jul 2014 - Тантăш

июля 31st

Нумай пулмасть алла хĕрлĕ диплом илнĕ Инна Васильевăн акă тепĕр савăнăç çитнĕ. Пенза облаçĕнчи Пĕтĕм Раççей дартс ăмăртăвĕнче вĕсен ушкăнĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Амăшĕпе çеç пурăнакан Саша Александрова пĕччен чухне яланах тарăн шухăша путать. Питĕ тухтăр профессине алла илес килет унăн. Çавăнпа шкулта та тăрăшса вĕренет, «5» паллă илмессерен амăшĕ умĕнче хăпартланать.

Республика тулашĕнче сахал мар чăваш пурăнать. Вĕсенчен вĕренмелли, тĕслĕх илмелли те чылай пирĕн. «Наци харпăр ăнлавне туйман халăх тислĕкпе танах, ун çинче ытти халăхсем вăй илеççĕ», – тенĕ П.А.Столыпин. Ку тăрăхри чăвашсем вара тымарсене манмаççĕ, чĕлхене те пĕтме памаççĕ.

Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш шку- лĕнче дежурство эрни пырать. Çак вăхăтра ачасем çурт-йĕр таврашне тирпей-илем кÿреççĕ, йăрансене çум курăкĕнчен тасатаççĕ. Аслисене пысăк пулăшу кÿреççĕ.

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ иртнĕ номерте)

***

Командир – питĕ çирĕп кăмăллăскер. Пĕтĕмпех ыйтса тĕпчерĕ. Арçын ача йăлтах каласа панă хыççăн «атте» пĕрене татăкĕ çине вырнаçрĕ те çÿçне аллисемпе хускатса пĕр вăхăт урайĕнчен куç илми шухăша кайса ларчĕ. Сăмах та чĕнмерĕ, вăрманта тупнă ача çинчен мансах кайрĕ тейĕн. Борька чышки çине ÿсĕрсе илчĕ. «Атте» арçын ача çине тинкерчĕ, ăна тупса килнĕ каччăна çапла хушрĕ:

июля 24th

Диана Терентьевăшăн çуллахи кунсем – чи илемлисем. Ирĕклĕ туять вăл хăйне! Кунĕ- пе таçта та çитсе килет. Тусĕ-семпе вăрмана çÿреççĕ, пĕве хĕрне васкаççĕ, килтисене пулăшаççĕ.

Хула хĕрĕ паян та кукамăшĕ патĕн-че ялта. Ăна тĕрлĕ ĕçре пулăшать.

Хаваслă çу кунĕсене кашни ача асра тытĕ, вĕсене вăл часах манаймĕ. Канма, сывлăха çирĕплетме, çĕнĕ туссем тупма пулать-çке çак тапхăрта. Хăшĕсем шкулти лагерьсенче канчĕç, теприсем ашшĕ-амăшĕпе е тăванĕсемпе аякри вырăнсене çитсе унти илеме курса савăнчĕç.

Ӳсетчĕ вăл ял тавра
Мĕн чухлĕ савăк самант пулнă,
Çÿренĕ çак йăмра тавра.
Ун айĕнче пайтах вылянă,
Юратнă унăн сулхăнне.
 
Ват йăмрана ытамласа
Пăшăлтатса унпа калаçнă.
Çумăр çусан та ун айне
Йĕпенесрен тарса пытаннă.

Борис Андреевич Цариков 1926 çулхи юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Гомель хулинче çуралнă. Вăрçă пуçлансан нимĕçсем арçын ача умĕнчех унăн аслашшĕне вĕлернĕ. Боря партизан отрядне кĕнĕ, ирсĕр фашиста тавăрма шухăш тытнă. Пирĕннисем нумай нимĕçе, çитмĕл танка, нефть турттаракан пĕр состава тĕп тунă. Чи çаврăнăçулли пулнă май Борька партизансене пысăк усă кÿнĕ.

июля 17th

Шкулта «Çунатлă çамрăклăх» ача-пăча пĕрлешĕвĕ ăнăçлă ĕçлет. Унăн хастар членĕ Анна Митрофанова «Упрама юрамасть кăларса пăрахмалла. Хÿреллĕ пăнчă ăçта лартмалла?» проектпа çĕр-шыври çамрăк авторсен проектне хутшăннă. Унăн ертÿçи – Галина Вячеславовна Чернова вĕрентекен.

Pages