Пирĕн тантăш

4 Ака, 2018

«Сивлекен те, мухтакан та пур»

— Çынсене култарасси, савăнăç кÿресси — манăн пурнăçри тĕп тивĕç. Хамăн телее, вĕçĕ-хĕррисĕр энергие ыттисемпе пайламалла, вара эпĕ тата савăнăçлăрах пулăп, — тет Канаш районĕнчи Вăтапуç каччи Александр Яшков.

31 Çурла, 2017

Тусĕсем патне те самолетпа вĕçет

Ирхине Нью-Йоркра вăл, каçхине — Мускавра, тепĕр кун ирхине — Стамбулта... Чăматанĕнче — шыва кĕмелли тумпа юнашарах хулăн кĕрĕк, сунчăк çумĕнчех çăм çĕлĕк...

26 Чÿк, 2015

Тăванлăх сăмахĕсем чăвашлах янăраччăр

Паянхи шкулсенче ачасене тĕрлĕ енлĕн аталанма питĕ меллĕ: предметсене тарăннăн вĕренме май пур, спортра та хăвна тупаятăн, пултарулăха туптама та пулать. Вăрнар районĕнчи Санарпуç шкулĕнчи 11-мĕш класс ачисем те пĕри тепринчен маттуртарах. Регина Красновăнах илер.

9 Утă, 2015

Илемлĕхе хаклама пĕлекен Кристина

Çиччĕмĕш класран вĕренсе тухнă Кристина Чермакова тăрăшуллă та пултаруллă хĕрача. Шкул маттурĕсен йышĕнче вăл. Викторина-конкурссенче çивĕч ăсĕпе палăрать, спорт ăмăртăвĕсенче те малта. Уйрăмах кĕске дистанцисене чупса хăйĕн хăвăртлăхне пĕрре мар кăтартнă.

27 Нарăс, 2015

Тěнче кăвапи ăçта?

Куславккари 3-мĕш вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен Виктория Краснова «Хура тинĕс вутăшĕ» ята чăннипех те тивĕç. Маттур чиперккене çак хисеплĕ те асамлă ятпа мĕншĕн чысланин вăрттăнлăхне вара вулакан хĕр-упраçпа паллашнăçемĕн пĕлĕ.

Pages