Илемлĕхе хаклама пĕлекен Кристина

9 Утă, 2015

Çиччĕмĕш класран вĕренсе тухнă Кристина Чермакова тăрăшуллă та пултаруллă хĕрача. Шкул маттурĕсен йышĕнче вăл. Викторина-конкурссенче çивĕч ăсĕпе палăрать, спорт ăмăртăвĕсенче те малта. Уйрăмах кĕске дистанцисене чупса хăйĕн хăвăртлăхне пĕрре мар кăтартнă. Çăмăл атлетика пĕчĕкренех кăсăклантарма пуçланă-мĕн Кристинăна.

- Пĕррехинче класра ăмăрту пулчĕ. Эпĕ пĕрремĕш чупса тухрăм. Çакăншăн питех те хĕпĕртерĕм, малашне вара çăмăл атлетикăпа тĕплĕнрех кăсăкланма пуçларăм, - паллаштарчĕ хăйĕнпе çамрăк спортсменка.

Çуран тата йĕлтĕрпе чупасси уншăн чун киленĕçĕ вырăнĕнчех. Каникулта та килте лармасть, кунсерен темиçе çухрăм чупса сывлăхне çирĕплетет кăна мар, кăтартăвне те ÿстерет. Малашнехи ăмăртусенче малтисен йышĕнче пулма ăнтăлать.

Спортри çитĕнÿсемпе çеç лăпланса лармасть Кристина. Шкулти вырăс чĕлхи, географи, технологи тата ытти предметпа кружоксене çÿресе пĕлĕвне тарăнлатать. Кашнийĕн нумайрах пĕлме, тавракурăма аталантарма тăрăшмалла тесе шутлать вăл. Алĕçĕпе те кăсăкланать маттурскер. Аслăмăшĕпе амăшĕнчен çыхма хăнăхнă, халĕ хăй тĕллĕнех чешкăсем, мунчаласем çыхма маçтăрланса çитнĕ. Хатĕр япаласене вара çывăх юлташĕсене парнелесси уншăн пысăк савăнăç. Ара, хайхискерсен йăл куллине курсан хăй те тем пек хĕпĕртет-çке.

Кристина - илемлĕхе туйма, ăна курма тата хаклама пĕлекен хĕрача. Час-часах вăл пушă вăхăтра алла таса хутпа кăранташ-сăрă тытса çутçанталăка, илемлĕхпе куçа илĕртекен тăван тавралăха сăнлама пикенет. Çавăн пек самантсенче чунĕнче лăпкăлăх хуçаланнине палăртать вăл. Унăн ÿкерчĕкĕсем тăтăшах шкул стенине капăрлатаççĕ. Пĕр-пĕр уява халалласа хайланисем те нумай. Маттурскер хăй камран тĕслĕх илнине те пытармарĕ. Пĕр класра вĕренекен Марина Артемьева пекрех пуласшăн иккен вăл.

- Марина манран хитререх те ăстарах çыхать, ырă кăмăлĕшĕн те, яланах пулшăма хатĕр пулнишĕн те хаклатăп ăна, - терĕ Кристина юлташне мухтаса. - Унран чăнах та тĕслĕх илмелли, вĕренмелли нумай.

Нина ЦАРЫГИНА.

Елчĕк районĕ,

Аслă Пăла Тимеш шкулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.