Пирĕн тантăш

30 Раштав, 2014

Çутă ĕмĕтлĕ Ирина

Ирина Путина Куславккари 3-мĕш шкулта, 11-мĕш «а» класра вĕренет. Хастар хĕр-упраç Куславкка районĕнчи Тĕмшерте (Салдыбаево) çуралнă, 9 класс тăван ялта вĕреннĕ. Шкулта 1-мĕш класранпах лайăх паллăсемпе çеç ĕлкĕ­р­­­­­­­­­­­се пырать.

27 Чÿк, 2014

Тракторпа та çÿреме пĕлет Зоя!

Кашни ача хăйĕн тăван шкулĕн чысне хÿтĕлеме, ăна çÿллĕрех шая çĕклеме тăрăшать. Çавăнпа кирек мĕнле мероприятие, вăйă-конкурса хастар хутшăнать. Шăп çавăн пеккисен йышне кĕрет те ĕнтĕ вуннăмĕш класра вĕренекен Зоя Соловьева.

31 Утă, 2014

Пукане те пулнă вăл, Йăва та...

Республика тулашĕнче сахал мар чăваш пурăнать. Вĕсенчен вĕренмелли, тĕслĕх илмелли те чылай пирĕн. «Наци харпăр ăнлавне туйман халăх тислĕкпе танах, ун çинче ытти халăхсем вăй илеççĕ», – тенĕ П.А.Столыпин. Ку тăрăхри чăвашсем вара тымарсене манмаççĕ, чĕлхене те пĕтме памаççĕ.

17 Утă, 2014

Чăваш чĕлхин малашлăхне ĕненетĕп!

Пирĕн хаçатăн çамрăк корреспонденчĕсем питĕ хастар, хуть те хăш вăхăтра та тĕрлĕрен хыпар пĕлтерсех тăраççĕ, сăвă-калав çырса савăнтараççĕ. Унсăр пуçне вĕсем вĕренÿре те малта пыраççĕ, спортра та палăраççĕ. Çавăн пек маттурсенчен пĕри – Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанаш шкулĕн улттăмĕш класне кайма хатĕрленекен Наташа Михайлова.

28 Кăрлач, 2014

Çулăмпи

Мĕн каласси, Енĕш Нăрваш шкулĕнче вĕренниех - пысăк чыс. Хĕллене те пултарас килмест хавхаллă ялта: тăван халăх кун-çулĕн ас тăвăмне упракан истори тусанне хуплать таса шурă юр! Енĕш Нăрвашăн тепĕр асамĕ - вăл чипер пикесемпе чăваш тĕнчине илемлетни те хăватлатни.

Pages