Комментари хушас

28 Кăрлач, 2014

Çулăмпи

Мĕн каласси, Енĕш Нăрваш шкулĕнче вĕренниех - пысăк чыс. Хĕллене те пултарас килмест хавхаллă ялта: тăван халăх кун-çулĕн ас тăвăмне упракан истори тусанне хуплать таса шурă юр! Енĕш Нăрвашăн тепĕр асамĕ - вăл чипер пикесемпе чăваш тĕнчине илемлетни те хăватлатни. СССР халăх артистки Вера Кузьминана туптанă вут-кăвар халĕ те хĕмленет кунта, унăн хĕрÿлĕхĕнче хĕр упраçсен ăрăвĕ­сем чун-кăмăлне шăратса аслă çула тухаççĕ.

Таня Лазарева 9-мĕш класра вĕренет. 1-мĕш класранпах вăл тăван шкул асамĕн чечек кăшăлĕнче. Яланах «пиллĕк» паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă хĕр упраç ăçта кăна çитмест, мĕн кăна пĕлмест! Кĕçĕн классенченех ăсхыв ?интеллект% вăййисене хутшăнать. Вăтам ÿсĕме çитсен район олимпиадисене «хăнана» çÿреме тытăнчĕ. 7-8 классем хушшинчи район олимпиадинчи вырăс литературипе мала тухрĕ, акăлчан чĕлхипе, обществознанипе, чăваш чĕлхи тата литературипе, тăван ен культурипе – тупăшусен призерĕ.

 

Пултарулăх ăмăртăвĕсем пикешĕн чун çемми. Пенза облаçĕнчи Заречный хулинче ирттернĕ «Пирĕн кил - Çĕр-анне» ятлă Пĕтĕм Раççейри II викторинăра хими ăслайĕпе - призер, республикăри «Сталинград, Сталинградăм - эс çулăмпа хупланнă!» дистанциллĕ конкурсăн призерĕ, «Пăтраннă тапхăр тата 1812 çулхи Аттелĕх вăрçи» темăсемлĕ «Ăслă-тăнлă ачасемпе хĕрсем» республикăри ăсхыв вăййин çĕнтерÿçи, Чăваш Енре ирттернĕ «Кайăксене пулăшар!» интернет-вăйăн призерĕ, «Тантăш» хаçатра - викторина призерĕ, «Ăслă-тăнлă ачасемпе хĕрсем» районти ăсхыв вăййин çĕнтерÿçи. Сталинград патĕнче 70 çул каялла нимĕç фашисчĕсен çарне аркатса тăкнине халалланă «Сталинград çапăçăвĕ: хроника, фактсем, çынсем» сочинени-тĕпчев конкурсĕнче хĕр упраçăн ăслай ĕçне чи лайăх теçеткере тесе палăртнă. Маттур Таня! Енĕш Нăрваш - пĕр сăмахпа.

Калаçма та хăрамалла çакнашкал хастар хĕрпе. Шикленнине çавах палăртмасăр малалла паллаштарар пуль ытарма çук чипер пикепе. Темиçе çул ĕнтĕ Таня пĕтĕм тĕнчери вăйă-тупăшусенче хастарлăхпа палăрать, «Вырăс упа çури - пурне те май килекен чĕлхе пĕлĕвĕ», «Кенгуру», «Британи бульдогĕ» ăмăртусенче те çĕнтернĕ вăл. Палăртсах хăварар, «Чăваш чĕкеçĕ - пурне те май килекен чĕлхе пĕлĕвĕ» конкурсра та палăрнă Таня. Пĕтĕм Раççейри шкул ачисем хушшинче хими ăслайĕпе ирттернĕ олимпиадăра муниципал тапхăрĕнче 2-мĕш, вырăс литературипе 3-мĕш вырăнсене тухнă. Тăвай районĕн пуçлăхĕн грантне те тивĕçнĕ.

Çулсерен пуçтарăннă Мухтав хучĕсене шкула илсе пырас тăк – черчен пикене пулăшма мăн чăматан тыттарнă ятарлă паттăра уйăрмалла: унсăрăн май çук. Хĕр упраçăн портфолио çÿпçинче 70 ытла диплом-грамота! Тем тесен те, мухтав чĕркем-çĕклемне пĕччен йăтса çитереес çук Таня.

Чăнах та, хисеплĕ Татьяна Сергеевнăпа çакнашкал паллаштарсан, «Самант» тусĕсем кĕнеке ăшне путнă, хăçан йăл кулнине те манса кайнă хĕр упраçа курчĕç пуль ĕнтĕ ăшĕнче. Çавăнпа асăрхаттарар, журналта пичетленнĕ пикен сăн ÿкерчĕкĕ суймасть сире. Юрă-кĕвĕ пултарулăхĕнче шăпчăк пек юрлакан Таня - шкулти КВН ушкăнĕн капитанĕ! Çивĕч ăс-тăнлă хĕре чĕлхе енчен те тур панă. Вутра та çунман, шывра та путман чиперкке ертсе пынипе «Темăри çамрăксем» КВН ушкăнĕ пĕлтĕр районта 3-мĕш вырăна тухнă. Татьяна Сергеевна «Зарница» хастарĕсене те ертсе пыни вара мĕн калать «Самант» тусĕсене? «Зарницăн» пултарулăх блокĕнче Енĕш Нăрвашăн çамрăк çуйĕçĕсем районта пĕрремĕшсем пулчĕç. Калашников автоматне куçне хупса сÿтсе-пуçтарса хурать Татьяна! Аллине гранатомет тыттарсан та - çак хĕç-кăрала ĕмĕрĕнче пуçласа курать пулин те - унпа нимĕн те мар усă курма пĕлет вăл: иккĕленместпĕр.

Хĕр пĕрчи чухнех шкул пурнăçĕнче хастар пулнă Таня. Класс тулашĕнчи мероприятисене ертсе пырассипе пĕр пăт тăвар çинĕ. Паллă кунсене йĕркелеме те ăнах шанаççĕ - темле ĕçе те яланах тивĕçлĕн вĕçне çитерет. Вĕренекенсем те итлеççĕ ăна, ырă кăмăлĕшĕн, яланах пулăшма хатĕрришĕн, сăпайлăхĕшĕн хисеплеççĕ. Вырăс литературин классикине юратать Татьяна. Пушкин, Тургенев, Лермонтов тĕнчисенче чунне кантарма кăмăллать. Ытти çыравçăсене тиркенине пĕлтермест ĕнтĕ ку. Яланах районти наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнаканскер, виçĕм çул, 7-мĕш класра вĕреннĕ тап­хăртах, «А.Платоновăн «Паллă мар чечек», В.Гришинăн «Шапапа кĕл чечек юмахĕ» халапсен шухăш-ÿнерлĕх хăй евĕрлĕхĕ» тĕпчев ĕçĕпе 7-11 классем хушшинчи район олимпиадинче 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Чăваш литературинче вара мухтавлă ентешĕн - Хумма Çеменĕн пултарулăхне мала хурать.

Мĕн каласси, пурте Таня пек хастар пулсан - чăваш ачи-хĕрĕсем çут тĕнчене хальччен 7-мĕш тÿпене çитиех хăпартса хунăччĕ.

Енĕш Нăрваш хĕрĕсен чечек кăшăлĕн хÿхĕм çеçкине «Самант» тусĕсене пиллеме ыйтрăмăр эпир.

- Тантăшсене вĕренÿре ăнăçу сунатăп. Шанчăклă та парăннă туссем юнашар пулччăр. Спортра хастарлăх кăтартăр. Тĕрлĕ шайри тупăшу-ăмăртăва хутшăнма ан ÿркенĕр. Чун туртни тĕрлĕрен пултăр, çак туртăм ан сÿ­­н­тĕр, ÿснĕçемĕн ялкăшсах хĕрÿлентĕр. «Самант» тусĕсем мĕн пĕлменнине пĕлес, çĕннине шырас, ĕмĕте пурнăçлас тесе яланах çунса тăччăр! Ырă сунса - Таня Лазарева.

 

Владимир СТЕПАНОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.