Комментари хушас

27 Нарăс, 2015

Тěнче кăвапи ăçта?

Куславккари 3-мĕш вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен Виктория Краснова «Хура тинĕс вутăшĕ» ята чăннипех те тивĕç. Маттур чиперккене çак хисеплĕ те асамлă ятпа мĕншĕн чысланин вăрттăнлăхне вара вулакан хĕр-упраçпа паллашнăçемĕн пĕлĕ.

Мĕн тăвас: intrigue, туссем, тап-таса intrigue: manipulation! Ун пекки те пулкалать.

Мĕн пĕчĕкрен Вика тăрăшулăхĕпе пурне те савăнтарать. Аслă классенче те вĕренÿрен «канма» шутламасть - кашни чĕрĕкре ирттерекен «5» паллă эрни» акцире яланах çĕнтерÿçĕ пулса тăрать. 2012 çулта Мускавра ирттернĕ «Отечество» Пĕтĕм Раççей конкурсĕнче лауреат ятне тивĕçрĕ вăл (наука ертÿçи - Куславккари 3-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Валентина Ефимова). Çакнашкал пултаруллĕ пике пирĕн Вика!

Хаваслă та ырă кăмăллă хĕр-упраç тăван шкул ăшшине тем­рен хаклать. Класра ирттерекен мероприятисене йĕркелесе пыма яланах пулăшать вĕрентекенсене. Вăл шанчăклă çын, яваплăха туять, нихăçан та кутăнлашмасть. Вика юлташсемпе пуян. Ăна пурте юратаççĕ, хисеплеççĕ, арçын ачасем ал вĕççĕн йăтса çÿреме хатĕр (хам куртăм).

Хĕр-упраçăн туслă çемйи чăвашлăх йăли-йĕркине тытса пырать. Вăхăт çитсен (мăшăрĕпе йăва çавăрсан) хăйсен çемйинче те халăх мешехисене сума суса пурăнас шутлă Вика. Маттур та пултаруллă хĕре ытла мухтаса «куç ÿкерес» мар-ха. Пурте пĕлетпĕр: «Самант» тусĕсем сăн-сăпатпа та, шухăш-кăмăлпа та, çутă ĕмĕтсемпе те хитре.

- Журналăн тава тивĕçлĕ тусĕсем мĕн çинчен ĕмĕтленеççĕ-ши? Тантăшсене, вулакансене хăвăн ĕмĕтÿпе (вăрттăнлăх мар пулсан) паллаштарма юрĕччĕ-ши? - ыйтрăмăр эпир Викăран.

- Ман ÿсĕмри тантăшсем лайăх та кирлĕ пĕлÿ çинчен ĕмĕтленеççĕ. Эпĕ те вĕсем пекех. Çынсене кирлĕ, лайăх професси алла илесчĕ, вăл мана тупăш кÿтĕрччĕ - акă манăн ĕмĕт! Ыттисене куçран пăхас марччĕ, пурнăç ыйтăвĕсене хамăнах, никама итлемесĕрех татса парасчĕ, пултаруллă та ăнăçуллă пуласчĕ, качча та ăнăçлăн тухасчĕ - çаксем ĕнтĕ пысăк ĕмĕтĕмĕн хăш-пĕр уйрăм пайĕсем.

- Математикăпа туслă пулни тÿрех сисĕнет. Çутă ĕмĕт формули пысăк ĕмĕтсенчен тăнине ăнлантăмăр. Çапах та формулăра темĕн çитмест. Пĕрле вĕренекенсем лайăх пĕлеççĕ ăна, «Самант» тусĕсем вара - çук.

- Тĕнче касса çÿреме питĕ юрататăп, çулçÿрев – чун йăпатăвĕ. Тĕнчен тахăш кĕтессине те çитсе курас, тĕрлĕ халăх йăли-йĕркипе паллашас килет. Эпĕ Испанире, Таиландра, Египетра пулса куртăм. Хура тинĕс хĕрринче вара çитмен вырăн та хăварман темелле.

- Туссем! Викăна «Хура тинĕс вутăшĕ» ятпа мĕншĕн чысланине ăнланмалла пуль ĕнтĕ халĕ? Акăлчансен тата этемлĕхĕн паллăран та паллă тинĕсçÿревçи Джеймс Кук та Виктория çулĕсенче килĕнче хÿрине хĕссе ларнă. Куславккара пурăнакан вутăш вара çамрăк пуçпах океансене парăнтарнă! «Этем пурнăçĕнче чи хакли те кирли мĕн?» - тесе ыйтмаллах ĕнтĕ тĕнче курнă пикерен.

- Пурнăçра чи асли - çемье. Çын шăпах унта хăват илет, хÿтĕлĕх тупать. Çемье яланах хампа юнашар пултăр, ĕмĕтсен ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме, ĕçсене ăнăçлăн тума яланах вăй парса тăтăр.

- Санăн тус-юлташ нумай. Вĕсенчен кам чуна çывăхрах?

- Кашни çыннăнах çывăх тус пур пуль. Ăна чун тата пурнăç вăрттăнлăхĕсене уçса пама пулать. Манăн та çывăх хĕр тусăм пур. Вăл мана яланах пулăшма хатĕр, йывăр самантра нихăçан та пăрахмасть. Ăна Настя Краснова тесе чĕнеççĕ. Яланах пĕрле çÿренĕрен тата хушаматсем пĕр пекрен - пурте эпир пĕртăван тесе шутлаçççĕ. Настя мана итлеме пĕлет, йывăрлăхсем сиксе тухсан вĕсене татса пама та ăста. Манпа юнашар çакăн пек çывăх тус пулнишĕн питĕ савăнатăп.

Журнал ячĕпе çакна уçăмлатар. Настя сăнпа та Вика майлăрах, хĕр туссене чăнах та йĕкĕрешсем теме пулать. Лайăх хыпарпа савăнтарар-ха «Самант» вулакансене. Ачасемпе çамрăксен Мускаври туризмпа таврапĕлÿ центрĕ 2014 çул вĕçĕнче Сергий Радонежский çуралнăранпа 700 çул çитнине халалласа тата 1-мĕш тĕнче вăрçинче пуç хунисене асăнса йĕркеленĕ вулавсенче Анастасия Краснова лауреат ятне тивĕçрĕ (наука ертÿçи - Куславккари 3-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Валентина Павловна Ефимова).

- Египетра пулса курнă тенĕрен этемлĕх каларăшĕ аса килет: тĕнчере пурте вăхăтран хăрать, вăхăт вара хăй пирамидăсенчен шикленет. Мĕнле туйăмсем çуралаççĕ Луксорта?

- Пирамидăсем, чăнах та, юмахран килсе лекнĕ шĕвĕр сăртсем пекех лараççĕ. Вĕсене çынсем тунă тесе калас килмест. Аваллăх палăкĕ патĕнче çын питĕ те питĕ йышлă, çавна кура пĕтĕм çĕрте çÿп-çап йăваланса выртать. Этемлĕх историйĕн кĕтречĕ сĕвĕрĕлет ура айĕнчи çÿп-çапа кура. Кока-кола банкисемпе тулса ларнă пушхирте пирамидăсен асамĕ чакать.

Чунран халĕ те тухманни - Таиланд. Тропик экзотики, ăшă тинĕс, тĕлĕнмелле çынсем - кăмăла тыткăнлать.

- Таиланд хыççăн Куславкка мĕнлерех курăнать?

- Куславкка яланах хăй патнех чĕнет-туртать. Темле илемлĕ çулçÿревре те тăван киле, тăрăха аса илетĕн, часрах таврăнасчĕ тесе шухăшлатăн. Куславкка илемлĕ çутçанталăк ытамĕнчи хула. Кунта хăтлă та шăп. Хулара çынсем пĕр-­­пĕ­р­не палаççĕ, май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ.

- «Тĕнче кăвапи ăçта вырнаçнă?» ыйтăва хуравлаятпăр апла?

- Тĕнче кăвапи маншăн - Куславкка.

Владимир СТЕПАНОВ калаçнă

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.