Тăванлăх сăмахĕсем чăвашлах янăраччăр
Паянхи шкулсенче ачасене тĕрлĕ енлĕн аталанма питĕ меллĕ: предметсене тарăннăн вĕренме май пур, спортра та хăвна тупаятăн, пултарулăха туптама та пулать. Вăрнар районĕнчи Санарпуç шкулĕнчи 11-мĕш класс ачисем те пĕри тепринчен маттуртарах. Регина Красновăнах илер. Вĕренÿре çеç мар, спортра та çитĕнÿсемпе савăнтарать вăл.
- Эпĕ аннерен тата аппаран тĕслĕх илетĕп. Вĕсене кура хам та çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвасса шанатăп, - тет хĕрача. Сăмах май, Регинăн амăшĕ, Исония Всеволодовна, кĕçĕн классене вĕрентет. Аппăшĕ Диана та шкулта вĕреннĕ вăхăтра учительсенчен ырă сăмах çеç илтнĕ.
Регина ирĕклĕ кĕрешÿ секцине çÿрет, çавна май республика тулашĕнчи ăмăртусене те час-часах хутшăнать: Мускавра пулнă, Краснодар тăрăхне те çитнĕ - кашнинчех малти вырăнсене йышăнать.
Маттур та тăрăшуллă хĕрача кăçал «Атте-анне сăмахĕсем. Ĕнер. Паян. Ыран» темăпа конференцире тухса калаçнă. Хăйĕн ĕçĕнче вăл паянхи ачасем «атте», «анне» сăмахсене калама пăрахни çинчен пăшăрханса пĕлтернĕ. Регина тăванлăх сăмахĕсене яланах чăвашла калать, мĕншĕн тесен кун пек вĕсем чун-чĕререн шăранса тухаççĕ. Чăваш ачисем çывăх çыннисене вырăсла чĕннине вара сивлет вăл, çакна ниепле те ăнланланма пултараймасть.
Регина уроксенче анлă тавракурăмпа палăрать, çавăнпах унăн дневникĕнче «5» паллă кăна асăрхăн. Унсăр пуçне хастар хĕрача «Excelsior» конкурсра районта пĕрремĕш вырăна тухса республикăра лауреат пулса тăнă. Ташлама та юратать. Пуçаруллăскер ыттисене ертсе пыма пĕлет, унăн шухăшне тантăшĕсем яланах тĕпе хураççĕ. Регина çуллахи каникулта кашни çулах лагерьте канса сывлăхне çирĕплетет. Юлташ нумай унăн.
Халĕ пике тăрăшсах экзамена хатĕрленет. Хăрамасăр пулмасть ĕнтĕ, паллах. Регина та патшалăх умĕнчи çирĕп тĕрĕслевре йăнăшасран шикленнине пытармасть. Анчах вĕрентекене тимлĕ итлени, урокра хастар ĕçлени, кĕнеке шĕкĕлчени вăхăт çитсен хăйĕн çимĕçне парĕ-ха.
- Шкултан вĕренсе тухасси нумай та юлмарĕ. Пĕлÿ çуртĕнче ирттернĕ телейлĕ çулсем малашнехи пурнăçра хавхалантарса тăрĕç. Класпа пĕрле çÿрени, экскурсисем, учительсем яланах асра пулĕç, - тет Регина.
Лариса ПЕТРОВА.
Комментари хушас