Епле манăп-ха анне куллине?

31 Утă, 2014

Амăшĕпе çеç пурăнакан Саша Александрова пĕччен чухне яланах тарăн шухăша путать. Питĕ тухтăр профессине алла илес килет унăн. Çавăнпа шкулта та тăрăшса вĕренет, «5» паллă илмессерен амăшĕ умĕнче хăпартланать.

– Анне, эпĕ çынсене сыватакан пулатăпах. Уйрăмах ватăсене шеллетĕп. Унччен телейлĕскерсен сак тулли ача-пăча пулнă вĕт-ха, халĕ, шел те, вĕсенчен пĕрне те ашшĕ-амăшĕ кирлĕ мар. Тăван тăрăхран мĕншĕн сивĕннĕ-ши тĕпренчĕкĕсем? Хапха умĕнче уялла тинкерсе ларакан кинемейсемпе мучисене курсан, чун хĕсĕнсе ыратать. Паллах вĕсем ачисене кĕтеççĕ, – тет вăл пăшăрхануллăн.

Тĕрĕссипе, тухтăр пулас шухăш унăн пуçĕнче тахçанах амаланнă. Кукамăшĕн аппăшĕ, сакăр теçетке урлă каçнăскер, ялан сывлăх пирки ассăн сывласа калаçатчĕ.

– Халĕ çамрăк чухнехи мар çа-а-а-ав, унтан та, кунтан ыратать. Акă çĕре ÿкнĕ пĕр-пĕр япалана та пĕшкĕнсе илме çăмăл мар ватăсене, тепĕр чухне кĕлеткене çĕклесе çÿреме те теме тăрать. Мĕнле каламалла та, пĕтнĕ ĕнтĕ сывлăхĕ, пĕтнĕ. Эх, ăна укçалла илме пулас тăк-и? – тетчĕ час-час.

Пăшăрханса калаçакан Юля аппăшне лăплантарма тăрăшатчĕ вăл.

– Эпĕ тухтăра вĕренсе тухăп та, сана сыватăп. Çамрăк чухнехи пекех чупса çÿреме тытăнăн акă, – тесе юратнă çыннине ыталаса ун çумне кушак çури пекех тĕршĕнетчĕ.

Халĕ çав самантсене аса илсе чунне ыраттарса ларать Саша. Юля аппăшĕ çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ-çке.

– Шел, унăн ырă сăнарĕ манăн асăмран нихăçан та тухмĕ, – тет вăл. – Хамăр тăрăхри çырма ячĕсене тĕпченĕ май, ялти ватăсемпе пĕрре мар курса калаçрăм. Вĕсемпе пупленĕ самантра ялан куç умне Юля аппа тухать. Унăн пурнăçĕ пĕрре те çăмăл пулман. Нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ вăл, çитменнине амăшĕсĕр ÿснĕ. Вăрçă вăхăтĕн-че выçăллă-тутăллă окоп чавнă. Шартлама сивĕ хĕл кунĕ-сенче тăхăнмалли пулман, апла пулин те кунĕн-çĕрĕн водительте тăрăшнă. Мĕн тери йывăр ĕçре вăй хунă та, сывлăхĕ те хавшарĕ çав, – тет Саша.

Чĕр чунсене, выльăх-чĕрлĕхе çав тери юратать хĕр ача. Хăйсен килĕнче кушак чылай вĕсен, урамра хуçасăр мăр-мăрсене курсан килне илсе кĕмесĕр чунĕ чăтмасть унăн. Апатлантарать, кирлĕ пулсан мунча кĕртме те ÿркенмест.

– Эпĕ кушаксене хĕрхенетĕп, пĕри те тепри киле таврăнмасан пăшăрханатăп. Ытти çынсем мĕншĕн ман пек мар? Вĕсем ашшĕ-амăшĕ патне те килсе çÿремеççĕ вĕт-ха. Манăн çапла нихăçан та хытă чĕреллĕ пулас марччĕ. Эпĕ шкултан вĕренсе тухсан яланах анне патне килсе çÿрĕп. Ăна епле манăн-ха? Унăн куллине, пĕчĕк чух утьăкка сиктернине, тутлă апатсем пĕçерсе çитернине нихăçан та асран кăлармăп. Урăхла каласан йăлтах маншăн тăрăшнине епле манăçа кăларăн? – терĕ вăл çирĕппĕн, мăн çын евĕр.

Элиза ВАЛАНС.
Çĕрпÿ районĕ,
Туçи.
АВТОР сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.