Дартспа туслашнă «Тантăш» пики

Нумай пулмасть алла хĕрлĕ диплом илнĕ Инна Васильевăн акă тепĕр савăнăç çитнĕ. Пенза облаçĕнчи Пĕтĕм Раççей дартс ăмăртăвĕнче вĕсен ушкăнĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

– Ку маншăн чи асра юлнă вăйă пулчĕ. Ытти çамрăксем хушшинче эпир, чăвашсем, чи хастарри пулни калама çук савăнтарчĕ. Кубокпа Дипломсем тата медальсем парса хавхалантарнине те нихăçан манас çук, – тет Шупашкарти ял хуçалăх академийĕн экономика факультетне ăнăçлă вĕренсе тухнă мал ĕмĕтлĕ пике.

Дартспа вăл ăнсăртран туслашнă. Ун чухне, пĕрремĕш курсра вĕренекенскер, çак вăйă вăрттăнлăхĕ пирки физкультура вĕрентекенĕ Геннадий Григорьевич Мальцевран ыйтса пĕлнĕ. Хыççăнах ун патне тренировкăсене çÿреме тытăннă. Тăрăшни харама кайман. Тепĕр уйăхранах хастар пике ăмăртура медаль çĕнсе илнĕ. Çакăн хыççăн час-час çĕнтерÿ картлашки çине хăпарма тытăннă мал ĕмĕтлĕскер. Ӳсĕмсемшĕн тренер ялан хавхалантарнă. «Инна, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илни лайăх-ха, анчах эсĕ пĕрремĕш те пулма пултаратăн-çке. Хăвна çеç алла илмелле», – хăпартлантарнă вĕçĕмсĕр. «Геннадий Григорьевич, сăмах паратăп, Раççей шайĕнче те чи хастарри пулатăпах!» – тенĕ Инна.

Ĕнтĕ тренировкăсене утса мар, чупса кайнă. Акă пĕр кунхине яланхиллех спорт зала васканă. Анчах пÿлĕм умĕнче çамрăксем кĕпĕрленсе тăнине асăрхасан ыйту памасăр чăтайман.

– Мĕн туса тăратăр? Мĕншĕн шалалла иртместĕр? Кĕртмеççĕ-им? – тесе шÿтленĕ май алăка уçнă.

– Урăх... Урăх... Нихăçан та тренировка пулмĕ... Нихăçан та, ĕмĕрне те, – тенĕ вĕсенчен пĕри хурлăхлăн.

Геннадий Григорьевич вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă текен хыпар Иннăна вăйран янă. Киле мĕнле çитнине те тĕлĕкри пек кăна ас тунă вăл. Куçĕ умĕнчен вара тренер сăнарĕ кайма пĕлмен.

...Ун хыççăн вăл Евгений Жуков тренер патĕнче ăсталăхне туптанă. Каллех Раççей шайĕнчи ăмăртусенче çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума тытăннă.

– Халĕ хама лăпкă тытатăп. Евгений Александрович хавхалантарса та пулăшса пынипе Геннадий Григорьевич ĕмĕтне пурнăçа кĕртрĕм. Çакă маншăн – чи пĕлте- рĕшли, – тет хăйĕн ÿсĕмĕсемпе кăмăллă Инна.

Мал ĕмĕтлĕ пике малашне те дартсра çитĕнÿ тăвасшăн. Чи-чи пысăк ĕмĕчĕ – ют çĕр-шывра иртекен вăйăсене хутшăнса Чăваш Ен ятне çÿлте тытасси.

– Çавăнпа малашне килте те ахаль лармалла мар, час-час хам тĕллĕн тренировка ирттермелле, – тет хăй вăхăтĕнче «Тантăш» хаçатпа туслă пулнă Шупашкар пики Инна Васильева.

Элиза ВАЛАНС.

Шупашкар.

АВТОР сăн ÿкерчĕкĕсем.

Элиза ВАЛАНС

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.